Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем 100 пин тенкӗ илӗҫ
17.02.2020Чӑваш Енре Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсем 100 пин тенкӗ илӗҫ

Ветераны Великой Отечественной войны в Чувашии получат по 100 тысяч рублейНарăс уйăхĕн 17-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев республика Правительствин членӗсемпе, федераци влаҫӗн территори органӗсен тата ытти муниципалитетсен ертӳҫисемпе планерка ирттернӗ.

Канашлӑва хутшӑнакансем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пӗр хутчен парса тивĕҫтермелли  укҫа пирки ыйтӑва сӳтсе явнă. Олег Николаев республикӑра пурӑнакан инвалидсемпе вӑрҫӑсене хутшӑнакансене Аслӑ Ҫӗнтерӳ 75 ҫул тӗлне тата республика автономийӗ 100 ҫул ҫитнине халалласа 25 пин тенкӗ  хушма укҫа куҫарма йышӑну тунă. Аса илтеретпӗр, ҫӗршыв Президенчӗн Владимир Владимирович Путинӑн йышӑнӑвӗпе килĕшӳлĕн, кашни вăрҫă ветеранĕ валли 75 пин тенкӗ  федераци бюджетӗнчен яраҫҫӗ. Ҫапла Вара Чӑваш Енре инвалидсемпе вӑрҫӑсене хутшӑнакансене пӗр хутчен  тӳлемелли укҫа виҫи  100 пин тенкӗ шутланать. 

"Чӑнах та,  ҫĕршывшăн паллă пулăм. Ҫӗнтерӳ тăвассишĕн вӑй хунă паттăрсем ĕмĕр асра. Ҫӗршыв Президенчӗн пуҫарӑвне тĕпе хурса, республика шайӗнче те вăрҫă ветеранĕсене хавхалантарма май тупăпăр. Пирӗн ветерансем ҫакӑн пек хушма тимлӗхе, паллах, тивӗҫлӗ", - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан.

Олег Николаев Чӑваш Республикин ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Алена Елизаровӑна ҫывӑх вӑхӑтрах инвалидсене тата Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑнакансене пӗр хутчен тӳлемелли укҫа пирки калакан  Чăваш Республикин указ проектне туса хатӗрлеме хушнă.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявлас мероприятийĕсем пирки сăмах пуҫарнă май, П.П. Хусанкай ячĕллĕ Культура керменĕпе Шупашкарти "Ҫӗнтерӳ" Мемориал комплексне юсав ĕҫĕсене туса ирттермелли пирки чарăнса тăнă. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков 1965 ҫулта  Культура керменне туса лартнине асăннă, чăнласах та хальхи вӑхӑтра юсав тумалла тенĕ. Унсӑр пуҫне асăну комплексӗн территорине юсаса ҫӗнетмеллине те палăртса хăварнă. Олег Николаев Чӑваш енĕн тӗп хулинчи паллă вырăна кирлĕ пек тирпейлемелле, ĕҫсене пурнăҫлама  хушма укҫа-тенкĕ шырамаллине палăртнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика