Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани
12.01.2018 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Прокуратура ĕҫченĕсен кунĕ ячĕпе саламлани

Чăваш Республикин прокуратурин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе чĕререн тата ăшшăн саламлатăп!

Саккун аслă пулнине, граждансен прависен тата патшалăх хӳтлĕхне тивĕҫтернĕ май Раҫҫей прокуратури право хуралĕн органĕсен ретĕнче виҫĕ ĕмĕре яхăн уйрăм вырăн йышăнса тăрать. Шăпах прокуратура органĕсем право хуралĕнчи мĕн пур тытăмăн правăна хирĕҫле пулăмсемпе кĕрешессипе ҫыхăннă ĕҫне йĕркелесе пырас тĕлĕшпе тĕп вырăнта.

Чăваш Ен прокуратурин регионта хăйсен тивĕҫне чыслăн пурнăҫлакан сотрудникĕсен ĕҫĕ - Раҫҫей патшалăхне ҫирĕплетессин шанчăклă никĕсĕ. Эсир профессионализмпа, Тăван ҫĕршыва парăннипе, принциплăхпа, яваплăха туйнипе тата ырми-канми ĕҫпе палăрса тăратăр.

Влаҫ органĕсем прокуратурăпа пĕрле алла-аллăн тата тухăҫлă ĕҫлени правăпа ҫыхăннă тăнăҫлăха, экономика аталанăвне, Чăваш Республикинче пурăнакансен  пурнăҫ шайĕпе пахалăхне лайăхлатассине тивĕҫтерме пулăшасси пирки иккĕленместĕп.

Прокуратурăн саккунлăха, право йĕркине ҫирĕплетессине пысăк тӳпе хывнă, хăйсен опытне ҫамрăксене паракан ветеранĕсене чунтан тав тăватăп.

Сире чун-чĕререн ҫирĕп сывлăх, телей, ҫемьере тăнăҫлăх, юратнă ҫĕршывăмăр ырлăхĕшĕн тăвакан мĕн пур пуҫарура ăнăҫу сунатăп!

 

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                                    Михаил Игнатьев.

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика