Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнче уçлăхне Андриян Николаев вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă
14.08.2017 Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тĕнче уçлăхне Андриян Николаев вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитнине халалласа ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă

 


 Çурла уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев  тĕнче уçлăхне Андриян Николаев вĕçсе хăпарнăранпа 55 çул çитнине халалласа  ирттернĕ торжествăлла мероприятине хутшăннă.  Паллă пулăм Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче иртнĕ.

Уява пухăннисене саламлама Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ята илнĕ, СССР летчик-космонавт Борис Волынов тата унăн мăшăрĕ Тамара Волынова, Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Наукăпа тĕпчев центрĕн пуçлăхĕ, РФ Совет Союзен Геройĕ, летчик-космонавт Юрий Лончаков, Совет Союзĕн икĕ хут Герой ятне илнĕ, СССР летчик-космонавтăн хĕрĕ Наталья Березная, РФ летчик-космонавтчĕ, РФ Геройĕ, Улатăр районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Николай Бударин, Раççей Федерацийĕн Геройĕ, летчик-космонавт Валерий Корзун килсе çитнĕ.

Чаплă мероприятинче çакăн пекех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертӳçи  Юрий Васильев, культура министрĕ Константин Яковлев пулнă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене чи малтанах хĕрӳллĕн саламланă, чăваш çĕрне хисеплесе килсе çитнĕшĕн хăнасене ăшшăн тав тунă.  Сумлă ентешсем Чăваш Республики илемлĕ тата ырă кăмăллă пулнине палăртнă.  Космонавта хисеплесе сума суннишĕн, унăн ятне çӳлерен те çӳле çĕклесе пынăшăн мăнаçланнă.

Михаил Игнатьев тата пуçтарăннă хăнасем чи малтан куравсемпе паллашнă, Андриян Григорьевич Николаевпа çыхăнтарса хатĕрленĕ тĕрлĕ хыпарсемпе паллашнă.  

«Андриян Николаев – чăваш халăхĕн тĕлĕнмелле ăста тата пултаруллă ывăлĕ.  Çитĕнекен ăрушăн вăл чăн-чăн тĕслĕх пулса тăчĕ.  Унăн иксĕлми ячĕ ĕмĕр асра юлать пурин чĕринче те», - тенĕ Михаил Игнатьев. Вăл чи малтан тĕнче уçлăхне вĕçнĕ.  Чăваш Ен пирки тĕнчипе пĕлтерме пултарчĕ. Пирĕн паттăр ентеш, тĕнче историйĕнче ĕмĕрлĕхех ылттăн сăрăпа çырăннă.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Андриян Николаев çав тери ĕçчен, хăюллă, тӳрĕ кăмăллă, пултаруллă çын пулнине асăннă.  

«Вăл яланах хăйĕн ĕçне яваплăха туйса, хăйне шанса панă ĕçе тӳрĕ кăмăлпа пурнăçланă», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Регионта çакăн пек мероприятине йĕркелесе ирттерни - патриотизм туйăмне çĕклеме, çак палăртнă тытăмне тата та çамрăк пултаруллă ачасене явăçтарма витĕм кӳрессине каланă.

Яланхиллех хастарлăхпа палăрнисене патшалăх наградисем парса хавхалантарнă.   

Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн РФ Президенчĕ çумĕнчи  Чăваш Республикин полномочиллĕ представителĕн советникĕ, РФ наци культурин чăвашсен автономийĕн вице-президенчĕ Анатолий Григорьев наградăна тивĕçнĕ.   

Культурăна аталантарас ĕçе пысăк витĕм кӳнĕшĕн Чăваш Республикин Тав çырăвĕпе «Мемориальный комплекс летчика-космонавта СССР А.Г. Николаева»  Чăваш Енри бюджет учрежденийĕнче наука тытăмĕнче тимлекен пай заведующийĕ  Михаил Семенова саламланă.   Мероприяти самантĕнче космонавтсем пĕр-пĕрин паха опычĕсем пирки чарăнса тăнă, тĕнче уçлăхри вĕçев çинчен канашланă, хăйсен аса юлнă вăхăчĕсем пирки сăмахланă.  

«Эпир унпа питĕ çывăх пулнă. Пĕрне-пĕри çур сăмахран тенĕ пек ăнланнă. Пысăк тĕллевсем патне ăнтăлакан çынччĕ», - тесе аса илнĕ вĕçевçĕ пирки  Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ ята илнĕ, СССР летчик-космонавт Борис Волынов. «Республикăра ытларах та ытларах, Андриян Григорьевич пек пултаруллă ачасем  çуралччĕр, çитĕнччĕр», - тенĕ  Борис Волынов сăмахне малалла тăсса мăшăрĕ  Тамара Волнынова.  

Ю.А.Гагарин ячĕллĕ Наукăпа тĕпчев центрĕн пуçлăхĕ, РФ Совет Союзен Геройĕ, летчик-космонавт Юрий Лончаков хăйĕн сăмахĕнче республика ертӳлĕхне тав тунă, уява хăйсене йыхравланăшăн ырласа хăварнă.

«Республикăра вĕренӳ тата культура çӳллĕ шайра аталанать.  Çамрăк космонавтсен юхăмĕ аталанса пынине курса ĕнентĕм, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтĕм.  Ачасен куçĕсем çиçсе тăраççĕ.   Чăн-чăн патриотсем пулса çитĕнни куçкĕретех», - тенĕ вăл сăмаха тăсса.  

Совет Союзĕн икĕ хут Герой ятне илнĕ, СССР летчик-космонавтăн хĕрĕ Наталья Березная, унăн ашшĕ,  Андриян Николаевпа пĕрле тĕнче уçлăхне вĕçнине аса илнĕ.  «Эпĕ вĕçевçĕ-çăлтăрсен тăван хĕрĕ. Тата çитменнине калас пулсан, чăвашсене те эпĕ хывнă, вĕсем пек хама туятăп», - тенĕ.  

«Эпир сирĕн хулана юратрăмăр.  Таса, илемлĕ.  Çынсем ырă кăмăллă.  Эпир ниçта та кун пек ăшпиллĕн кĕтсе илнине курман. Вĕçевçĕсене хисеплени савăнтарать.  Шанатпăр, Чăваш Енрен тата та космонавт ятне çĕклесе ярассине, вĕçевçĕсен ретĕнче сирĕн ентешсем пулассине ĕненетпĕр», - тенĕ малалла сăмахланă май.

 РФ летчик-космонавтчĕ, РФ Геройĕ, Улатăр районĕн Хисеплĕ гражданинĕ Николай Бударин хăйĕн сăмахĕнче  чăвашсем ыттисенчен ырă кăмăллăхпа уйрăлса тăнине, вĕсем  яланах ĕçчен те  пултаруллă пулнине асăннă.

Раççей Федерацийĕн Геройĕ, летчик-космонавт Валерий Корзун Андриян Николаев ячĕ ĕмĕр асра пулнине каланă. «Кун пек сума сунса Шуршăл салинче унăн вил тăпри упраннине урăх эпир ниçта та курман. Эсир ăна хисепленине çакă шăпах та çирĕплетет.  Тавах сире çакăншăн», - тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ вăл.

Фоторепортаж

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика