Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани
12.04.2018Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ ентешӗмӗрсем!

Сире Космонавтика кунӗ ячӗпе саламлатӑп! 

1961 ҫулхи ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи паллӑ дата тӗнче историне Уҫлӑх анлӑхне никамран малтан парӑнтарнӑ совет халӑхӗн чаплӑ ҫӗнте­рӗвӗн кунӗ пек кӗрсе юлнӑ. Юрий Гагарин пире ҫӗршывӑмӑрпа мӑнаҫ­ланма, хамӑра космоса пуҫласа ҫул хывакансем тесе палӑртма май паракан ирӗк парнеленӗ.

1962 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗн мухтавлӑ ывӑлӗ, паллӑ «Кӑйкӑр» – Андриян Григорьевич Николаев «Восток-3» карапа Ҫӗр тав­рашӗнчи орбитӑна илсе тухнӑ. Эпир паян та унӑн республика историне ылтӑн саспаллисемпе ҫырӑнса юлнӑ тӗлӗнмелле паттӑрлӑхне чаплӑлатпӑр.

Чӑваш Енре паллӑ ытти космонавтсен – Николай Бударинпа Муса Ма­наровӑн ҫамрӑк ҫулӗсем иртнӗ. Тӳпене парӑнтаракансен калама ҫук чаплӑ паттӑрлӑхне ҫирӗплетекен тӗслӗхсем Шуршӑлти Асӑну комплек­сӗн­че упра­наҫҫӗ, унта йышлӑ туристсемпе  Чӑваш Ен хӑнисем тӑтӑшах пулса кураҫҫӗ.

Ҫӗршывӑмӑр уҫлӑх анлӑхне алла илес ӗҫре тӑвакан ҫитӗнӳ нумай чухне ҫамрӑк ӑруран килет. Паян Чӑваш Енри пин-пин шкул ачи ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне хутшӑнать, аэрокосмос ӑслӑлӑхӗсен никӗсне тӗп­чет.

Ҫӗршыв космонавтикине ҫирӗплетес тата малалла аталантарас ӗҫе хӑйсен тӳпине хывнӑ тата хывакан пӗтӗм ентеше тав тӑватӑп.

Сире чун-чӗререн ҫирӗп сывлӑх, мӗнпур лайӑххине, ырлӑх тата Ҫӗр­шывӑмӑр ырлӑхӗшӗн ҫӗнӗ пӗлӳсемпе ҫӗнӗ ҫитӗнӳсем еннелле утӑмлакан ҫул ҫинче ӑнӑҫусем сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ                       Михаил Игнатьев

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика