Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Чăваш Республикин спорт министрĕпе Сергей Шелтуковпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕ
13.09.2018Чăваш Ен Чăваш Республикин спорт министрĕпе Сергей Шелтуковпа ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕ

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республики патшалăхăн паллă деятелĕпе, Чăваш Республикин спорт министрĕпе Сергей Шелтуковпа сывпуллашнă. 

Вăл йывӑр чире пула авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче пи­рĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрӗ. Шупашкарта халăх паллă енте­шĕ-мĕрпе Маунтинбайк центрĕнче сывпуллашнă.

Хурлӑхлӑ митинга Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Министрсен Кабинечĕн членĕсем, федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисем, спорт тытăмĕнче тăрă­шакансем тата ытти ҫынсем йышлӑн пуҫтарăннă.

«Чăваш Еншĕн ҫав тери пысăк ҫухату пулчĕ», – тенĕ Михаил Игнатьев хурлӑхлӑ митингра. Регион Пуҫлăхĕ Сергей Шелтуков тарăн пĕлӳ илнĕ ҫын пулнине, унăн спортри хăйне майлӑ ҫитĕнĕвĕ пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăнине ҫирĕп­летнӗ. Ентешĕмĕр спорт аталанса пытăр тесе сахал мар тăрăшнине, мĕнпур ĕҫе яланах яваплăха туйса пурнăҫ­ланине пӗлтернӗ вăл сăмаха малалла тăснă май. Чăваш Республикин спорт министрĕ пулнă май, пирĕн регионта унăн витĕмлĕхĕпе пĕтĕм Раҫҫей шайĕнче сахал мар курăмлă спорт мероприятийĕ иртнине те асăнса хăварнă Михаил Игнатьев.

Сергей Шелтуков тă­рăшнипе Раҫҫейĕн пĕрлештернĕ спорт командинче те юратнă Чăваш Енĕн спортсменĕсем чылайăн. Республика ытти субъектсем хушшинче спорт енĕпе малти вырăнта тăрать. Спорта юратакансен йышĕ кулленех ӳссе пырать.

«Сергей Сильвестрович Шелтуков хăйĕн пурнăҫне спорта халалланă.  Ырă чунлă ҫын пулнӑ май, вӑл ыттисемшĕн тĕс­лĕх вырăнĕнче. Министр тивĕҫне яваплăха туйса яланах пысăк шайра пурнăҫласа пынă.  Сахал мар патшалăх наградине тивĕҫнĕ ентешĕмĕр. Пирĕн тĕллев – вăл пуҫарнă ĕҫсене малалла тăсасси», тесе пĕтĕмлетнĕ хӑйӗн сӑмахне регион Пуҫлăхĕ.

Сергей Шелтуков министр пурнӑҫран вăхăтсăр уйрăлса кайнине асăнса Раҫҫейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен хурлӑхлӑ ҫы­русем килсех тăраҫҫĕ.

Митингра Раҫҫей Федерацийĕн спорт министрĕн Павел Колобковӑн хурлӑхлӑ телеграммине вуласа панă. Сергей Шелтуков пултарулăхне тĕслĕх вырӑнне хунине, ентешӗмӗр спорта чунтан па­рăннине палӑртнӑ Раҫҫей спорт министрĕ. «Вӑл  пур­нăҫран вăхăтсăр уйрăлса кайни ҫывăх ҫыннисемшĕн те, пи­рĕншĕн те пысăк ҫухату. Унӑн сӑнарӗ пирĕн асăмăрта ӗмĕр­лĕхех упранӗ», тенĕ телеграммăра. 

Митингра паллӑ ентешĕмĕрпе сывпуллашнӑ май ҫывăх тăва­нĕсем, вĕсемпе пĕрле Раҫҫей Спорт министерствин спорт резервне хатĕрлекен Федераци центрĕн директорĕ Константин Вырупаев, Пĕтĕм Раҫҫейри самбо федерацийĕн вице-пре­зиденчĕ Евгений Селиванов,  Чăваш Республикинчи муници­палитетсен пĕрлӗ­хӗсен Канашӗн правленийĕн председателĕ Александр Куликов, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Сергей Мельников, Чăваш Енри йывăр атлетика федерацийӗн президенчĕ Геннадий Иванов, РСФСР тата СССР тава тивĕҫлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов, Олимп вăй­йисен кĕмĕл пирзерĕ, СССР тава тивĕҫлĕ спорт мастерĕ Олимпиада Иванова хурланса сӑмах каланă.  

Сергей Сильвестрович Шелтуков сӑнарӗ пирĕн асăмăртан нихӑҫан та тухмĕ, ӑна эпир яланах чĕрере упрăпăр.

Паян Шупашкарта Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче сумлӑ ентешӗмӗре асăнса кĕлĕ ирттернӗ.   

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика