Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка тăрăхĕнче пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă
10.08.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка тăрăхĕнче пулнă, муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă

С участием Главы Чувашии обсуждены итоги социально-экономического развития Козловского районаҪурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка тăрăхĕнче пулнă. Унта вăл муниципалитетăн ҫур ҫулхи ĕҫсене пĕтĕмлетессипе ҫыхăннă анлă канашлăва хутшăннă, халăхпа пĕрле районăн пулас тĕллевĕсене те тарăн сӳтсе явнă.

Мероприятине вырăнти депутатсем, Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Раҫҫей Пенси фончĕн Куславккари уйрăмĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Валентина Кузьмина килсе ҫитнĕ.

Михаил Игнатьев канашлу ĕҫне тытăннă май, пухăннисене районăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвне тĕплĕн тишкерме, приоритетсене пĕлсе палăртма, вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парассинче Раҫҫей Президенчĕ 2018 ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пуснă 204-мĕш №-лĕ Указа та тĕпе хурса ĕҫлесе пыма хушнă.

«Асăннă тапхăрти ĕҫсене тишкерсе тухни пĕлтерĕшлĕ. Пуласлăх валли те тĕллевсене палăртма меллĕ халăхпа пĕрле пуҫтарăнсан.  Тăрăшсан, мĕнпур йывăрлăхсене парăнтарма ҫăмăл. Халăхăн сĕнĕвĕсене те кулленех шута илсе ĕҫлени паха», тенĕ регион Ертӳҫи.

Пуҫаруллă проектсемпе тимлесси регионта хăватлă пулса пырать. Ҫак ĕҫе, каламасăрах паллă, ҫынсем хăйсем хутшăнни, пĕтĕм кăмăлтан кăсăклă проектсем тăратни курăнать. «Енчен те халăх вырăнти влаҫпа килĕшсе мĕнпур ĕҫе пĕрле пурнăҫласан, пахалăх шайĕ те ӳссе пырĕ, ун чухне вĕсем тимлĕрех пулма тăрăшаҫҫĕ, объектсем юрăхсăра тухасран та сыхă тăраҫҫĕ. Вăхăтра ҫитменлĕхсене пĕтерме те хар тăрса вăй хураҫҫĕ», палăртнă Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче.  

Республика Пуҫлăхĕ Куславкка ырă енне улшăнса пынине каланă, тавралăхра тирпейлĕх хуҫаланнине асăрханă, халăх та питĕ тарават пулнине сиснĕ. «Халăх ыйтăвĕсем ҫивĕчленсех пыраҫҫĕ. Хăш-пĕр чухне микрорайонсенче кăштах ҫеҫ тирпейсĕрлĕх хуҫаланать пулсан та, тӳрех асăрхаҫҫĕ, пăшăрханса пĕлтереҫҫĕ. Апла пулсан, малашне те пурнăҫ условийĕсем лайăхланса пыччĕр тесен, пурин те ырми-канми тăрăшмалла», хушса каланă регион Пуҫлăхĕ.

Ҫул-йĕр хуҫалăх енĕпе ҫыхăннă ыйтусем яланах кун йĕркинче. Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ӳлĕмрен те ҫак ыйтусене татса пама бюджетра укҫа-тенкĕ виҫи ӳссех пырассине ырă хыпара пĕлтернĕ халăха.

Пирĕн кирек-епле йывăрлăх кăларса татма пултаракан ыйтусене те ҫынсемпе пĕрле канашламалла, чи малтан хăш ĕҫе пуҫламаллине те вĕсенчен ыйтни паха тесе каланă Михаил Игнатьев.  Пĕтĕмпе регионта мĕнпур ҫулсенчен 50 процентне нормативлă йĕркене илсе ҫитермелле.

Канашлăвăн кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтупа район администрацийĕн пуҫлăхĕ Андрей Васильев тухса калаҫнă, иккĕмĕш ҫур ҫуллăха палăртнă тĕллевсем пирки каласа кăтартнă, йывăрлăхсемпе паллаштарнă, ҫитĕнӳсем епле пулса пынине пĕлтернĕ.    

Тĕп ыйтусенчен пĕри – муниципалитета инвестици явăҫтарасси.  Экономикăна аталантарма предпринимательлĕх пайĕнче тăрăшакансем валли  кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси те пĕлтерĕшлĕ. Халăха пысăк технологиллĕ ĕҫ вырăнĕпе тивĕҫтерес ыйту ҫине тимлĕх уйăрмаллине асăнса хăварнă район администрацийĕн ертӳҫи.   

Кăҫал ҫур ҫулта район экономикине социаллă сферăна хăватлантарма пурĕ 63 млн хывнă.  Ытти чухнехинчен 2,7 процент пысăк пулни курăнать.   Инвестициллĕ 2 проекта пурнăҫа кĕртнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 6 млн ҫитнĕ.  Пуласлăхри план пысăк, 9 проектпа ĕҫлеме тивет, вĕсене пурнăҫа кĕртме 286 млн пăхса хăварасси те куҫкĕретех тенĕ Андрей Васильев. Ҫынсене валли ҫĕнĕ 140 ĕҫ вырăнĕ тупăнĕ.  

Район бюджечĕ ҫур ҫулта кăҫал 167,8 млн танлашнă, 2017 ҫулхинчен 23 млн пысăк пулни сисĕнет.  Муниципалитетăн харпăр хăй тупăшĕ 56,1 млн, кăтарту ку енĕпе хăпарнă – 10 млн пысăкланни курăнать.   

Район усă курăнмасăр выртакан ҫĕр лаптăкĕсене пусă ҫаврăнăшне кĕртессипе хĕрӳ ĕҫлет. Пурлăхсемпе пĕлсе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, бюджета 5 млн 140 пин тенкĕ кĕнĕ. «Халăх инвентаризацийĕ» программа ăнăҫлă ĕҫлет, усă курăнмасăр юрăхсăра тухса выртакан пурлăхсене тупса палăртаҫҫĕ, вĕсене ĕҫлеттерме тăрăшать вырăнти ертӳлĕх. Муниципалитетра промышленноҫ предприятийĕсем 27 шутланаҫҫĕ, вĕсенче районти мĕнпур ĕҫлекен халăхран 20 проценчĕ тăрăшать. Вак тата вăтам предпринимательлĕх пайĕ вăй илет, условисем лайăх пулнăран кулленех ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ предприятисем уҫăлаҫҫĕ тесе хыпарланă вырăнти ертӳҫĕ.

Ял хуҫалăх таварне тирпейлесе кăларассипе те курăмлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ ҫĕр ĕҫченĕсем. Ял хуҫалăх производствин таварĕсен калăпăшĕ 104,2 млн ҫитнĕ. Кăтарту ҫитес ҫул ҫуллăхра тата та пысăкланасси халех паллă тенĕ Андрей Васильев.

Выльăх-чĕрлĕхе аталантарас ыйту ҫине тимлĕх уйăрать район. Фермăсем хута яраҫҫĕ, хресчен фермер хуҫалăхĕсем патшалăх тĕревне илсе, мăйракаллă шултра выльăхсен шутне ӳстерсе пыраҫҫĕ, пăрусем самăртаҫҫĕ, аш-какай тирпейлесе илеҫҫĕ.  

Муниципалитет пĕрлешĕвĕнче ĕҫлекенсен ĕҫ укҫи хăпарнă, кăтарту пĕлтĕрхинчен 15,5 процент пысăкрах.

Районта халăхăн пуҫаруллă проекчĕсене пурнăҫа аван кĕртеҫҫĕ. Масар картисене тирпейлеҫҫĕ, ҫулсем сараҫҫĕ, ачасене вылямалли ятарлă лапамсем хатĕрлеҫҫĕ, пĕр сăмахпа каласан инфратытăма ҫĕнетеҫҫĕ. Пурĕ 7 проекта пурнăҫа кĕртме 4 млн пăхса хăварнă.

Район администрацийĕн пуҫлăхĕ автомашина ҫулĕсене тĕпрен ҫĕнетсе пынине, хутса ăшăтмалли тытăма хĕллене хатĕрленине, вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕпе культура, спорт ыйтăвĕсемпе кулленех ĕҫленине хыпарланă. Куславкка Атăл юхан шывĕпе юнашар вырнаҫни, туризма аталантарма ҫав тери лайăх тесе каланă вырăнти пуҫлăх.  Ҫыран хĕррине хăтлăлатассипе пуласлăхра плана мероприятисем кĕртме палăртнине те асăнса хăварнă вăл.  Ача сачĕсем, шкулсем хăпартасси те актуаллă тенĕ, халăх шучĕ ӳссе пыни пурсăмăра та савăнтарать тенĕ.   

Андрей Васильев Чăваш Ен Пуҫлăхне, республика Правительствине района вăй илме пысăк тĕрев панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

Раҫҫей Пенси фончĕн Куславккари уйрăмĕн ертӳҫин ҫумĕ Валентина Кузьмина ҫĕнĕлĕхсем халăха кĕтме пултарассине хыпарланă, ырă улшăнусем пурнăҫ условийĕн шайне тата та лайăхлатма витĕм кӳрĕҫ тенĕ.

Чăваш Республикин ĕҫпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Сергей Димитриев патшалăх пулăшăвĕсем пирки каласа кăтартнă.  Республика хыснинче социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама пурĕ 13 млрд ытла укҫа уйăрса хăварнине хыпарланă министр.     Кăҫал ҫур ҫулта Куславкка районне  41,5 млн тăкакланă, 6,5 пин ҫын социаллă пулăшу илнĕ тесе пĕлтернĕ вăл.

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин хăйĕн сăмахĕнче халăх хушшинче сывă пурнăҫ йĕркине анлăрах сарасси пирки чарăнса тăнă. Ҫамрăксемпе профилактика ĕҫне йĕркелемеллине, тĕрлĕ акцисене вĕсене хутшăнтармаллине асăнса хăварнă.   

Районти тĕп больницăн аслă тухтăрĕ Марина Макарова халăхăн ĕмĕрне тăсмалли майсем пирки каласа кăтартнă, сывă пурнăҫ йĕркине тытса пыни шăпах та питĕ витĕмлĕ тесе палăртнă.  Усал ĕҫсем тума юрамасть, туртма, ĕҫкĕпе алхасма никамăн та ирĕк пулмалла мар тенĕ вăл. Ун чухне пурнăҫ тата та ырă енне улшăнасси иккĕлентермĕ тесе сăмаха пĕтĕмлетнĕ тĕп врач.   

Халăх хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене пуҫлăхсене каласа кăтартнă, тивĕҫлĕ хуравсем илнĕ.  Марий Эл тăрăхĕнчен тепре чухне сывлăша таса мар сарăлать. Кун пирки хыпарсене Чăваш Енри Роспотребнадзора вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă пуҫлăхсем.  Тĕрĕслевсене ҫивĕч йĕркелеме каланă республика Ертӳҫи специалистсене. Ячĕшĕн кăна ыйтусем ҫине хурав пама юрамасть тесе асăрхаттарнă.

Ялсенче тепре чухне автомашинăсемпе ҫӳрекенсем хăвăртлăх нормисене пăхăнманни сисĕнкелет. Енчен те йĕрке пăсакансем пулсан халăхăн полици ĕҫченĕсем патне хыпарсене илсе ҫитермелле. Видеосăнавсем вырнаҫтарсан аван тенĕ вăл. Канашлу вĕҫленнĕ хыҫҫăн Михаил Игнатьев район пуҫлăхĕ Юрий Петров ыйтнипе «Атăл» ФСК ĕҫĕпе паллашнă.  Кунта таврара тирпейлĕ. Специалистсем кулленех тăрăшаҫҫĕ, тавралăха тирпейлесе тăрассишĕн ырми-канми ĕҫлеҫҫĕ тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.  

Михаил Игнатьев халăха мухтанă, пуҫаруллă пулнăшăн тав тунă, чăннипех та пур ҫĕрте те илемлĕ тесе каласа хăварнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика