Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутă Раштав уявĕнче, Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă, ирхи кĕлĕне хутшăннă
09.01.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутă Раштав уявĕнче, Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă, ирхи кĕлĕне хутшăннă

Раштав уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫутă Раштав уявĕнче, Таса Татиана Православи чиркĕвĕнче пулнă, ирхи кĕлĕне хутшăннă.

Турра мухтаса кĕлĕне ирхине Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитчĕ Варнава вуланă.

Ҫак кун республика Пуҫлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев, регионти ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче тăрăшакансем пулнă.  

Кĕлĕ вĕҫленнĕ хыҫҫăн, Михаил Игнатьев храма пынисемпе курса калаҫнă, пурне те ырлăх-сывлăх, ҫемьере килĕшӳпе ăнланулăх, телей суннă. Ҫак ҫутă Раштав уявĕ пурсăмăра та пĕрлештернине, ырă ĕҫсем тума витĕм кӳнине асăннă. Халăхăн шухăш-кăмăлне ырă енне улăштарнине палăртнă.

Палăртса хăваратпăр, ҫутă Раштав кунĕнче ирхи кĕлĕне халăх Чăваш Ен НТРК тӳрĕ эфирĕнче ирхине курма тата итлеме пултарчĕ. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика