Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО ертӳҫипе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО компанийĕн президенчĕпе Юрий Поповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
09.10.2019Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО ертӳҫипе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО компанийĕн президенчĕпе Юрий Поповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев: «Применение инновационных технологий позволяет получить больше качественного урожая» Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕпе, «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО ертӳҫипе, «Вăрнарти аш-какай комбиначĕ» ТМЯО компанийĕн президенчĕпе Юрий Поповпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Мускавра ҫак кунсенче, юпа уйăхĕн 912-мĕш кунĕсенче пулакан «Ылттăн кĕркунне -2019» курав пирки сӳтсе явнă.

«Пĕр сĕнӳ – ҫĕннине, пахине, хамăр мăнаҫланма пултаракан ҫитĕнӳсем пирки каласа кăтартма пĕлесси. Ыттисен ырă енĕсене ăша хывса ҫитес ҫулта пурнăҫа кĕртесси.  Ял хуҫалăх ĕҫченĕсен ĕмĕчĕсем шанăҫран тухмалла мар. Вĕсен тухăҫлă ĕҫлесе малалла та ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма ҫутă ĕмĕтсемпе пурăнмалла. Енчен те пысăк технологисем вăй илсен, хуҫалăхсем ĕҫлесе пырсан, халăх валли лайăх укҫаллă ĕҫ вырăнĕсем пулĕҫ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче регион Ертӳҫи.   

Михаил Игнатьев  Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, кăҫал ҫĕр ĕҫченĕсем чаплă ĕҫленине, тухăҫ ытти ҫулхисенчен самай пысăк пулнине каланă. Ҫанталăк лăпкă тăмарĕ пулин те, ял хуҫалăх ĕҫченĕсем йывăрлăхсене парăнтарчĕҫ тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Агропромышленноҫ тытăмĕнче вăй хуракансем технологисене пăхăнни те куҫкĕретех тенĕ Ертӳҫĕ.

Тыр-пул тухăҫлăхĕ паха, ҫĕр улми чаплă тухнă, пахча ҫимĕҫ ытти ҫулхинчен каламасăрах паллă, питĕ лайăх.

Агропромышленноҫ пайĕнче тимлекенсенчен 80 проценчĕ патшалăх тĕревĕпе усă курать. Апла пулсан, вăхăтра укҫа-тенкĕ куҫса пынине кура, хуҫалăхсенче чăрмавсем пулман, палăртса хунисем пĕтĕмпех планпа килĕшӳллĕн пулса пынă кăҫал ҫĕр ĕҫченĕсен, тупăш пысăк пулни те ҫакнах ҫирĕплетет.

Юрий Попов республика Пуҫлăхĕн сăмахĕсемпе килĕшсе, ҫапла хурав панă: «Ҫĕр ĕҫченĕсем кăмăллă, кашни ҫын вăхăтра ĕҫ укҫине тивĕҫнĕ, таварсен хакĕсем кăҫал аван, ҫĕрулми халăха кирлĕ пек хакпа сутăнать», тенĕ.  

«Ылттăн кĕркунне» курава лайăх кăмăлпа кайăпăр. Пирĕн тĕллевсенчен пĕри – паха техникăсене курса хакласси. Кашни ҫулах мĕн те пулин ҫĕнни яланах пулать. Пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма хавас. Ытти регионсенчен вĕренетпĕр, вĕсем те пирĕн паха ĕҫ опычĕсемпе пуянланаҫҫĕ», тенĕ сăмаха ҫавăрса Юрий Попов.

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем «Агрофирма «Таябинка» ТМЯО, «Вурнарский мясокомбинат» ТМЯО кăтартăвĕсене тишкернĕ, ҫитĕнӳсене сӳтсе явнă, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе ҫыхăннă ыйтусем пирки сăмахланă.  

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика