Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
23.03.2018«Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне халалласа «Вăйлă Президент! Вăйлă Раҫҫей!» ятлă чаплă уяв иртнĕ

В Чебоксарах прошел городской праздник «Сильный Президент! Сильная Россия!», приуроченный к Году добровольцаПуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче «Шупашкар Арена» Пăр керменĕнче Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкне халалласа «Вăйлă Президент! Вăйлă Раҫҫей!» ятлă чаплă уяв иртнĕ.

Паллă пулăма 4,5 пин ытла ҫын хутшăннă. Вĕсемпе пĕрле хаваслă мероприятинче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев пулнă.

Уяв концертне уҫнă май, регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев волонтерсене, ҫынсене йывăрлăха лекнĕ чухне ырă ĕҫ туса пулăшнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă.  «Шанатăп, сирĕнтен кашни лайăх тĕслĕх илме пултарасса», тенĕ вăлСăмаха май,  Владимир Путиншăн суйлавра граждансем хăйсен сассисене панăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ҫĕршыв аталанăвĕшĕн, ҫирĕп, вăйлă пуласлăхшăн пĕр шухăшлă пулса пĕрле ĕҫленĕшĕн  чĕререн тав тунă.     

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ, «ПĔРЛĔХЛĔ РАҪҪЕЙ» Пĕтĕм тĕнчери политика партийĕн регионти уйрăмĕн секретарĕ Валерий Филимонов  пухăннисене саламланă май, Раҫҫейре волонтерсен юхăмĕ тахҫантанпах ҫирĕп аталаннине каланă, тарăн историйĕ вĕсен тенĕ.   «ПĔРЛĔХЛĔ РАҪҪЕЙ» парти яланах вĕсене шаннине, витĕм кӳнине каланă. «Эпир пĕле ĕҫлетпĕр, Тăван ҫĕршыва юрататпăр, пурнăҫ тата та лайăхрах пултăр тесе тăрăшатпăр», – тенĕ вăл.

Шупашкар хула пуҫлăхĕ Евгений Кадышев хăйĕн сăмахĕнче уява пуҫтарăннисене саламланă май ҫапларах каланă: «Чăваш Ен тата Шупашкар Раҫҫей Президентне епле хисепленине кăтартса пачĕ, пире Владимир Путин кирлине ҫирĕплетрĕ.  Ҫакăн пек вăйлă Президентпа пире никам та парăнтараймĕ!», – тенĕ вăл.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков эпир пĕр командăра, пĕрле ҫĕршыв пуласлăхĕшĕн ĕҫлетпĕр,  Раҫҫейре тăнăҫлăх, йĕрке хуҫалантăр тесе вăй хуратпăр тенĕ.  

Ҫак кун хисепе тивĕҫнисене патшалăх наградине парса хавхалантарнă.

Мероприяти Наташа Королевăн уяв концерчĕпе вĕҫленнĕ.  

Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин 2018 ҫула Ырă ĕҫ тăвакансен ҫулталăкĕ тесе йышăннă, указа алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче пĕтĕмпе 1,6 пин ытла волонтерсен пĕрлешĕвне шута илнĕ, унта 47 пин ытла ҫын тăрăшать.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика