Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ĕҫлĕ визитпа пулнă
01.10.2020 Чăваш Республикинче Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ĕҫлĕ визитпа пулнă

Чувашию с рабочим визитом посетил Председатель Правительства России Михаил Мишустин

Юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикине Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Михаил Мишустин ĕҫлĕ визитпа килнĕ.  Сумлă ертӳҫĕ «Техмашхолдинг» компанисен ушкăнне кĕрекен «Текстильмаш» предприятие çитсе курнă, унтан «Ростех» патшалăх корпорацийĕн «Технодинамика» холдингĕн «В.И.Чапаев ячĕллĕ производство пĕрлешĕвĕ» акционер обществин ĕçĕпе паллашнă.  Ҫĕршыв премьер-министрĕпе пĕрле делегаци йышӗнче Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министрĕ Денис Мантуров тата Раҫҫей Федерацийĕн Финанс министрĕ Антон Силуанов пулнă.  

«Текстильмаш» предприятире Правительство делегацийĕ таварсене пăхса тухнă, пахалăх пирки канашланă, тĕслĕх вырăнне тирпейленсе тухакан япаласене курса хакланă.

Михаил Мишустин станоксем тирпейлесе кăларас ĕҫре тăкаксене саплаштарма патшалăх енчен субсиди 70 процент таран пулма пултарассине каланă.     Раҫҫей премьер-министрĕ юпа уйăхĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Правительствăна Раҫҫейри станоксен строительствин аталанăвĕн стратегийĕ пирки ĕҫ хутне тăратасси пирки хыпарланă.

В.И.Чапаев ячĕллĕ ЧПОра премьер-министр тĕрлĕ таварсемпе кăсăкланнă, вĕсен малашлăхĕ пирки сӑмах хускатнӑ. 

Михаил Мишустин предприятире тăрăшакансемпе тĕл пулса калаҫнă.  Заводра тирпейленсе тухакан таварсене ҫĕршыври тĕрлĕ кĕтессене ăсатнине, предприятисемпе организацисем вĕсене хапăл тусах йышăннине палăртнă. Раҫҫей Федерацийĕн премьер-министрĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕпе Олег Николаевпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ. Иртнĕ суйлавра халăх регион аталанăвне пысăка хурса хакланине, ҫĕнĕ ĕҫсене ырласа Олег Николаева Пуҫлăх пулма шаннине палăртнă.   Республика аталанăвĕн комплекслă программине хатĕрлеме ĕлкĕрнине пысăка хурса хакланă.

«Хисеплĕ Олег Алексеевич, Сире суйлавра мала тухнă ятпа саламлатăп. Халăх Сире хисеплени куҫкĕретех. Паллă, кĕске вăхăт хушшинче халăх Эсир пурнăҫланă ĕҫсене пысăка хурса хакларĕ. Сирĕн программа ҫынсемшĕн усăллă пулни савăнтарать. Тухăҫлă ĕҫлени халăха хавхалантарать. Ҫынсем Сирĕнпе мăнаҫланаҫҫĕ.  2025-мĕш ҫулсем валли пăхса хăварнă программа пурнăҫа епле кĕрсе пыни пурсăмăра та кăсăклантарать. Кĕскен каласа параймăр-ши?», - тесе ыйтнă уҫă калаҫăва пуҫланă май сумлă ертӳҫĕ.

Республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕ енӗпе йышăннă программа Чăваш Енĕн комплекслă аталанăвне кĕнĕ. Пилĕк ҫуллăха пăхса хăварнă программа халăхăн пурнăҫ шайне ырă енне куҫарса пыма пулӑшать. Хушма ҫум программăсем чылай, вĕсемпе те тĕллевлĕн ĕҫлесе пымаллине каласа хăварнă регион Пуҫлăхĕ. 

«Республика аталанăвĕн программинче пилĕк тĕп ҫул-йӗрпе 12 пысăк мероприяти пăхса хăварнă. Предпринимательсен пуҫаруллă ĕҫĕсем ҫине пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Тĕрлĕ программăсене вăхăтра тата туллин пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнă. Строительство ĕҫĕсене комплекслă йĕркелесе пырасси те кун йĕркинчех. Инвестици явăҫтарасси, инфратытăма вăй илтересси актуаллă. Регионта сакăр технопарк хута яма плана кĕртсе хăварнă.   Шанатпăр, ҫитес пилĕк ҫул хушшинче Чăваш Ен ырă енне улшăнасса», - тенĕ  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.  Сăмах май, ертӳҫĕсем Ҫĕнĕ Шупашкара аталантармалли, регионта туризма вăй илтермелли  ыйтусене тĕплĕн сӳтсе явнă.  

 

Фоторепортаж 1

Фоторепортаж 2

Фоторепортаж 3

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика