Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Енре суту-илӳ центрӗсем мӗншӗн уҫăлманнине ӑнлантарса панă Олег Николаев
12.05.2020Чӑваш Енре суту-илӳ центрӗсем мӗншӗн уҫăлманнине ӑнлантарса панă Олег Николаев

Олег Николаев объяснил, почему в Чувашии пока не будут открывать торговые центрыПаян, ҫу уйăхăн 12-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  ĕҫлĕ планерка ирттернĕ. Ку хутĕнче вăл коронавирус лару-тăрăвĕнчен епле тухмалли критерисем пирки ăнлантарса панă. Пĕр сăмахпа каласан, регионта усал амакпа чирлекенсен йышĕ чакман, лару-тăру кăштах япăхрах республикăра. Енчен те коэффициент кăтартăвĕ пĕррепе танлашмалла пулсан, вăл хальлĕхе 1,28 ҫитнĕ Чăваш Енре. Тепĕр чăрмав та пур-ха халĕ, сиплев учрежденийĕсенче чирлисене валли 50 процента яхăн койка вырăнĕсем пулмалла, регионти кăтарту 30 процентпа танлашать.  

Тепĕр пысăк ĕҫ – халăха тест витĕр кăларасси.  Регионта пурăнакансенчен 70 процентран кая мар ятарлă тест витĕр тухмалла.  Ку енĕпе те кăтарту пĕчĕкрех республикăра.

«Эпир ҫак критерисенчен пĕрне кăна тивĕҫтерейретпĕр.  Апла пулсан, малашне те Чăваш Республикинче коронавируса хирĕҫ кĕрешессипе йышăннă мĕнпур ҫирĕп мерăсене халăхăн пăхăнмалла. Тимлĕхе ҫухатма юрамасть, кашни ҫыннăн хăйĕн сывлăхне упрас тесе асăрхануллă пулма тăрăшмалла», - тесе чĕнсе каланă Олег Николаев.  

Чăваш Енре лару-тăру епле аталанса пырасси пĕтĕмпех халăхран килет. Тухтăрсем хушнине туллин пурнăҫласан, пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулĕ-ха. Енчен те вара ҫирĕп йĕркене пăсас пулсан, пăшăрханмалли пулассине кĕтсех тăр. Акă калăпăр, ҫу уйăхĕн пуҫламăшĕнче пысăк канусемпе уявсем пулчĕҫ. Халăх йĕрке пăсни сисĕнкелерĕ.   

«Пысăк уявсем пуҫланиччен, лару-тăру кăштах ырă еннелле куҫас пекчĕ. Енчен те ҫынсем ҫирĕп мерăсене пăхăннă пулсан, тен хăш-пĕр лавккасене уҫма та ирĕк панă пулăттăмăр. Анчах та кăлăхах, халăх йышлăн ҫӳренине пула, коронавирус алхасни куҫкĕретех. Чирлисен шучĕ ытларах ӳссе кайни те ҫакнах ҫрĕплетсе парать», - тесе хушса каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев.

Тухтăрсем палăртнă тăрăх, чирлĕ ҫынсенчен нумайăшĕ йывăр аптраманнине асăннă ака уйăхĕн пуҫламăшĕнчи пĕтĕмлетӳсем тăрăх. Халĕ каллех пачах та урăхла лару-тăру вăй илсе пырать, COVID-19  чирĕпе асапланакансен йышĕ ӳсни сисĕнкелет.   

«Тепĕр йывăрлăх - аптраса ӳкнĕ ҫынсем пирĕн республикăна килсе ҫитни.  Чирлисем хăйсем пирки тӳрех пĕлтерменни те пысăк чăрмавсем кăларса тăратаҫҫĕ. Ачисене, мăшăрĕсене чирлеттерсе яраҫҫĕ.  Калăпăр, пĕр чирлĕ ҫын ытти регионтан пирĕн республикăна килсе ҫитнĕ, ҫемйере пурăнакансене чирлеттерсе янă, ача йывăр асапланса пурăнать пулин те, ун ҫине тимлĕх уйăрманни сисĕннĕ. Рискра тăракан тӳрех чирлесе кайнă. Мĕншĕн-ха халăх ҫав тери ыйту ҫине питĕ ҫăмăллăн пăхать. Тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илменни, шăпах та инкек патне илсе ҫитерет», - тенĕ Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.   

Ҫĕршыв Президенчĕ кашни региона хăйне евĕр май, килнĕ таран территорири лару-тăва шута илсе ятарлă режимран тухса пыма сĕннĕ. Халăх йĕрке пăсать пулсан, чирлисен шучĕ ӳссен, усал амак чирĕнчен асăрханассипе йышăннă мерăсем малалла та пулĕҫ.

«Статистика аван мар, апла пулсан суту-илӳ центрĕсене уҫасси пирки шутлама та кирлĕ мар», - тенĕ регион Пуҫлăхĕн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.  

65 ҫултан иртнисен уйрăмах питĕ асăрхануллă пулмалла, вĕсем чирлеме пултарасси никама та иккĕлентермест. Тухтăрсем мĕн хушнине пурин те пурнăҫламалла. Ҫынсем енчен те йĕрке пăсаҫҫĕ пулсан, вĕсене саккунпа килĕшӳллĕн явап тыттарасси те куҫкĕретех пулĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика