Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство пайĕнчи ертӳҫĕсемпе канашлу ирттернĕ
12.04.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев строительство пайĕнчи ертӳҫĕсемпе канашлу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел совещание с руководителями организаций строительного комплекса и дорожного хозяйстваЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ку хутĕнче, канашлăва пухăннă строительство пайĕнчи ертӳҫĕсемпе, асăннă тытăма пĕр тан тикĕс аталантарса пырасси пирки ыйтуран пуҫланă. Пуласлăх валли палăртнă тĕллевсене анлăн сӳтсе явнă. Канашлăва Правительство ҫуртĕнче ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче йĕркеленĕ.

Чи малтанах регион Пуҫлăхĕ строительство ĕҫĕсене тытăнма ҫĕр пайĕсене ҫителĕклĕ таран пăхса хăварнипе хăварманни ҫинчен кăсăкланнă, проектсене пурнăҫа кĕртме условисем пуррипе ҫуккине ыйтса пĕлнĕ.   Калăпăр, 2010-мĕш ҫултан пуҫласа,  ял хуҫалăх валли уйăрнă 2 пин гектар ҫĕр лаптăкне строительство объекчĕсене хута яма ятарласа пăхса хăварнă, вĕсенчен хальлĕхе 40 проценчĕпе усă курнă, пурĕ ҫĕнĕ 56 проект пурнăҫа кĕрет.

Кун йĕркинчи чи ҫивĕч ыйтусенчен тепри – ҫурт-йĕр хăпартасси. Чăваш Енре пĕтĕмпе 73 пин ҫемье хваттер илес тесе черетре тăрать, пурăнмалли условисене лайăхлатассишĕн тăрмашать. «Халăха хăтлă та паха сахал тăкаклă хваттерсем кирлĕ», – тенĕ  Михаил Игнатьев

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче, 2018 ҫулта мĕнпур бюджетран 19 млрд строительство пайне аталанма куҫассине ырă хыпара пĕлтернĕ. Нумай хваттерлĕ ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлама 4 млрд куҫĕ, строительство ĕҫне тĕпрен пурнăҫлама 7,3 млрд,  автомашина ҫулĕсене юсаса сарма 2,2 млрд,  тăлăха юлнă ачасене, нумай ачаллă ҫемьесене  хваттерпе пулăшма 3,2 млрд, хулан сăн-сăпатне хăтлăрах тăвассипе йышăннă приоритетлă проекта пурнăҫа кĕртме 0,3 млрд тата та нумай ытти ĕҫсене палăртса хăварнă планпа килĕшӳллĕн. 

«Патшалăх ҫул-йĕрпе строительство ĕҫне пурнăҫлама сахал мар укҫа-тенкĕ тăкаклать.  Пирĕн тĕп тĕллевсенчен пĕри – объектсене кирлĕ пек шайра ҫĕклесе лартасси тата вăхăтра хута ярасси», тесе ҫирĕппĕн каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

РФ Президенчĕ Федераци Пухăвне тухнă Ҫырури тĕп ыйтусем ҫинчен, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе палăртнă тĕллевсем пирки Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов тарăн доклад туса панă.

Раҫҫей Президенчĕ ҫĕршывра ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатнисен шутне ӳстерме тĕллев лартнă. Ҫулталăкне енчен те маларахри ҫулсенче 3 млн ҫемье хваттер ыйтăвĕсене татса панă пулсан, ҫак хисепе 5 млн ҫитермелле тесе палăртать.  Кунсăр пуҫне хваттерсем илмелли ипотека ставкине 7 процента ҫити чакарма сĕнет.  Ҫитес ултă ҫул хушшинче граждансем ипотека нимĕнле чăрмавсемсĕрех илме пултарччĕр тесе калать ҫĕршыв Президенчĕ.

«Ипотека кредичĕн ставкине пĕчĕклетессипе халех ĕҫсем пуҫăннă-ха.  Енчен те ҫемьере иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан, ипотека кредичĕ 6 процента ҫитесси куҫкĕретех.  Ку палăртнă программăпа пиллĕк ҫул хушшинче 5,5 пин ҫемье усă курма пултарĕҫ», тенĕ Владимир Михайлов. Кăҫал икĕ уйăх хушшинче ипотекăна 2700 ҫемье илнĕ, ҫак кăтарту 2016-мĕш ҫулхинчен 2,3 хут пысăкрах.

Тин ҫеҫ хута каякан пĕчĕк районсенче инфратытăм лайăх пултăр тесе те республикăра сахал мар ĕҫлеҫҫĕ. Транспорт ыйтăвĕ те кирлĕ пек шайра пурнăҫланса пырать. Социаллă объектсем кулленех хута каяҫҫĕ.

«Ҫакнашкал пулăшусемпе тивĕҫтерес тесе ӳлĕмрен те Правительство ҫине тăрсах ĕҫлĕ. Инфратытăма аталантарма кирлĕ пек укҫа-тенкĕ бюджетра пăхса хăварĕ», – палăртса каланă министр. Паянхи пурнăҫ таппинчи тепĕр пысăк ыйту – ҫынсем хваттер илессишĕн строительство ĕҫне пая кĕрсе укҫа-тенкĕ уйăрни.  Паянхи кун тĕлне 70 организаци 11 пин ытла договор хучĕсене алă пусса ҫирĕплетнĕ. «Кăтарту – халăх кун пек ĕҫлеме килĕшнине ҫирĕплетет. Ҫав вăхăтрах, ҫитменлĕхсем те ҫук мар, йывăрлăх кăларса тăратнă ыйтусем те пур.  Строительство организацийĕсем хăйсем ҫине илнĕ мĕнпур ĕҫсене кирлĕ пек шайра пурнăҫласа пыманни тепре чухне сисĕнет.  Ҫынсем йывăрлăхсене кĕрсе ӳкеҫҫĕ, пăшăрханма пуҫлаҫҫĕ», тенĕ Владимир Михайлов.

«Пая кĕрсе улталаннă» ăнлав кая юлтăр тесен, Раҫҫей Президенчĕ Ҫырура  ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытма хушать, проектсем валли укҫа-тенкĕ пăхса хăварма сĕнет», тенĕ министр.

Чăваш Республикинче ҫурт-йĕр строительствине аталантарассипе уйăракан пулăшусем пирки «Ипотечная корпорация Чувашской Республики»  АО генеральнăй директорĕ Альберт Сидоркин тĕплĕн ăнлантарса панă, ҫĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Палăртнă тăрăх, 2017 ҫулта 4,2 хут пысăкрах ипотека илнĕ ҫынсен шучĕ 2016-мĕш ҫулхинчен.  Ҫакăн пек кăтарту хăвăрт хăпарни – ипотека кредичĕсен проценчĕн ставки пĕчĕкленнипе ҫыхăннă.

2018-мĕш ҫулта ҫак ĕҫ малалла та пырĕ. Кăҫал 1 кварталта ҫитĕнӳ ҫав тери пысăк, ипотека илекенсен шучĕ 5,4 хут ӳссе кайнă.  Ҫак кăтарту чăннипех те 2017-мĕш ҫулхи ҫак тапхăртинчен самай пысăк.

«Кăҫал кăрлач уйăхĕнчен пуҫласа «Ҫемье ипотеки» патшалăх программи те хута кайнă.  Ҫамрăк ҫемьесем 6 процентлă ипотека илме пултараҫҫĕ, енчен те иккĕмĕш е тата виҫҫĕмĕш ача ҫуралсан.  Ҫак ыйтупа малашне тата та анлăрах ĕҫлеме тĕллев лартатпăр», – тенĕ Альберт Сидоркин.

  Чулхулари ВТБ (ПАО) банкĕн Чăваш Енри филиалĕн ертӳҫи Константин Киргизов хăйĕн сăмахĕнче ҫапларах каланă: «Ипотека кăҫал хушма вăй-хăват илчĕ.  Ипотека илес текенсен шучĕ ытти чухнехинчен пĕр-икĕ хут та нумайрах хăпарчĕ. Кăтарту банкăн ку енĕпе 6 млрд иртрĕ», – тенĕ.

«Россельхозбанк»  АУО Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Ирина Письменская вĕсен банкĕнче ипотекăн кăтартăвĕ 5 млрд ҫитнине пĕлтернĕ.

Раҫҫей Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн представителĕ ипотекăн кредит портфелĕ пĕтĕмпе  35 млрд танлашнине каланă. 2018 ҫулта 1 кварталта халăхшăн ипотека мелĕпе 3 млрд банк тăкакланнине пĕлтернĕ. 

Автомашина ҫулĕсене тирпейлесе сарас ыйту ҫивĕч тăрать. Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов кăҫал валли палăртса хунă планпа паллаштарнă.

Ҫул-йĕр фончĕ 07.03.2018 ҫул тĕлне   5 042,6 млн танлашать.  Ҫак укҫа пĕтĕмпех объектсене тĕллевлĕн куҫасси куҫкĕретех. Автомашина ҫулĕсене сарĕҫ, тĕпрен юсав ĕҫне пурнăҫлĕҫ, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ ҫулсене тирпейлесе тăрасси те кун йĕркинчех пулĕ. Нумай объектсене пурнăҫлама аукционсене йĕркелесе ирттернĕ. Ака уйăхĕн вĕҫĕ тĕлне контрактсене алă пусса ҫирĕплетме тĕллев лартнă тесе каланă министр Владимир Иванов.  Укҫа-тенкĕпе перекетлĕ усă курни куҫкĕретех.  «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Президент программипе объектсем тирпейлĕ пулса пыраҫҫĕ, кунта шăпах та, пĕтĕмĕшле мĕнпур объектсенчен 2018 ҫулта 126 млн перектелесе хăварма май пуласси паллă. Асăннă программăпа аукционсене ирттернĕ, подрядчиксем пур. Ҫул-йĕр фондне уйăрнă пулăшупа тĕллевлĕн тата вăхăтра усă курса пыма шантарса каланă хăйĕн сăмахне пĕтĕмлетнĕ май  Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ аукционсене ирттернĕ чух хаксене пĕчĕклетни сисĕнет тенĕ, анчах та объектсене пахалăх енчен чакарма юрамасть тесе ҫирĕп асăрхаттарнă сăмаха тăсса. 

«Хальхи рынок условисенче никам та хăйсене тăкаклă ĕҫлеме палăртмасть.  Ҫавăнпа та,  пахалăх тенине куҫран вĕҫертме юрамасть.  Технологине пăхăнмалла, проектпа килĕшӳллĕн мĕнпур ĕҫе саплаштарса пымалла. Киревсĕр тĕслĕх пирки те чарăнса тăнă Пуҫлăх. Поволжская межотраслевая компания «Партнер Холдинг» ТМЯО хăй ҫине илнĕ пĕр ĕҫе те пурнăҫламан. Кун пек пăтăрмахсем пулмалла мар», – тесе асăрхаттарнă министра регион Пуҫлăхĕ.

Канашлăва пухăннисем ытти актуаллă ыйтусене те сӳтсе явнă, тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнă.

 Строительство пайĕнче тăрăшакансем, чи малтан канашлу ĕҫне пуҫличчен, хăйсем хатĕрленĕ проект ĕҫĕсемпе паллаштарнă, вĕсене пурнăҫа кĕртессипе палăртнă самантсем пирки каласа кăтартнă. Хатĕрленĕ курав чăннипех те,  пуриншĕн те питĕ кăсăклă пулнă.   «ТУС» АО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов  хăнасене хăйĕн проекчĕпе паллаштарнă, «Университетский» пĕчĕк районта пурăнмалли ҫурт-йĕрсем хута яма плана кĕртнине пĕлтернĕ.  Ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.  «Отделфинстрой»  ТМЯО директор ҫумĕ Алексей Мурыгин «Акварель» проект пирки каласа панă, халăх валли хăтлă хваттерсем пулассине палăртнă. «Честр-Инвест»  ТМЯО директор ҫумĕ Эдуард Федоров «Ясная Поляна» комплекспа паллаштарнă. Строительство пайĕнче тăрăшакансем «Шупашкар» универмаг тата Кадетсен паркĕ ҫывăхĕнче тавралăха тирпей-илем кӳртессипе йышăннă проектсене тăратнă, вĕсен пĕлтерĕшĕсем пирки чарăнса тăнă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика