Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЧЕТРА техника презентацийĕпе паллашнă
28.09.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЧЕТРА техника презентацийĕпе паллашнă

В Чебоксарах состоялась презентация отечественной техники ЧЕТРААвăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ЧЕТРА техника презентацине курнă. Палăртнă мероприяти «Промтрактор» ПАО территоринче иртнĕ. Курава тĕрлĕ хатĕрсем тирпейлесе тăратнă, йывăр класлă техника тата ҫăмăл бульдозерсем пулнă.  Ҫĕнĕ тракторсемпе специалистсем куракансене тест-драйв кăтартса панă.

Курава ҫĕршыври тĕрлĕ регионсенчен хăнасем килсе ҫитнĕ.  Вĕсем тракторсем епле ĕҫленине курса ĕненнĕ, пысăк технологи чăнласах та вăй илнине ҫирĕплетнĕ.

«Промтрактор»  ПАО генеральнăй директорĕ Игорь Шпак хăйĕн сăмахĕнче кураври техникăсемпе мĕнпур тытăмра ĕҫлеме меллĕ пулнине тепĕр хут аса илсе хăварнă, строительство тытăмĕшĕн пĕлтерĕшлĕ тесе каланă.  Производство таварсен калăпăшне ӳстернине, ҫитĕнӳсем те ҫулсерен пулса пынине, уйрăмах юлашки ҫур ҫул хушшинче кăтартусем пысăк тенĕ.  «Ĕҫ укҫипе парăмсем пачах та ҫук.  Кăҫал ҫурла уйăхĕнчен пуҫласа шалу укҫипе ĕҫлекенсене вăхăта, палăртнă кунпа килĕшӳлллĕн тӳлесе пынă.  Пирĕн тĕллев – тĕнче шайĕнче пысăк технологиллĕ хатĕрсем тирпейлесе кăларасси. Малта пыракан производствăсемпе пĕр тан ĕҫлесе пыма тăрăшăпăр», – тесе хушса каланă сăмаха ертӳҫĕ.

«Производственная компания «ЧАЗ» ТМЯО генеральнăй директорĕ Владимир Антонов республика ертӳлĕхне предприятине аталанса вăй илме пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Предприяти ҫирĕп «ура» ҫинче тăрать.  Пуласлăхĕ те пысăк.  Регионта Правительствăра ĕҫлекенсем пысăк тĕрев паман пулнă пулсан, ҫакăн пек вăй илсе кайма хĕнччĕ.  Тавах  сире, пире ĕненнишĕн, шаннишĕн. Сирĕн шанăҫа тӳрре кăларассишĕн ырми-канми тăрăшма сăмах паратпăр», – тенĕ вăл.    

Владимир Антонов хăйĕн сăмахĕнче планпа килĕшӳллĕн, ҫитес ҫулта 326 ед техника калăпласси пур тенĕ. «Ку ҫав тери пысăк ӳсĕм.  Юлашки 7 ҫул хушшинче кун пек кăтартупа ĕҫлемен тесен те йăнăш мар», – палăртса каланă предприяти ертӳҫи.    

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев заводăн пуласлăхĕ чăнласах та, пысăк тесе хакланă.   «Тракторсем калăпланса тухнине курса ĕнентĕмĕр. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан пысăк технологи вăй илсе пыни те куҫкĕретех.  Ҫирĕп техника анлă сарăлнă ҫĕршывра. Организацисем хапăл тусах илеҫҫĕ таварсене. Паян пухăннă хăнасем те питĕ кăсăкланчĕҫ. Тĕрлĕ регионсенчен килнисем курса тĕлĕнчĕҫ», – сăмаха пĕтĕмлетнĕ регион Ертӳҫи.      

Фоторепортаж 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика