Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа «ТЭК тытăмĕнче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан материалсене тата ҫĕнĕлле технологисене кĕртсе пырас» Планăн мероприятийĕсене пурнăҫлама проектсене сӳтсе явма пуҫтарăннă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
05.12.2017Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа «ТЭК тытăмĕнче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан материалсене тата ҫĕнĕлле технологисене кĕртсе пырас» Планăн мероприятийĕсене пурнăҫлама проектсене сӳтсе явма пуҫтарăннă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

В Чебоксарах состоялось совещание по вопросу реализации инновационных проектов в сфере распределенной генерации Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕпе Алексей Текслерпа «ТЭК тытăмĕнче хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан материалсене тата ҫĕнĕлле технологисене кĕртсе пырас» Планăн мероприятийĕсене пурнăҫлама проектсене сӳтсе явма пуҫтарăннă канашлăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă.

Канашлу ĕҫне уҫнă май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕн Энергетика министерствине пĕр-пĕринпе конструктивлă ҫыхăнса тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. «Электротехника кластерĕ Чăваш Енĕн экономикишĕн чи вăйлă аталаннă сектор шутланать. Производствăсем паха таварсем калăплаҫҫĕ, специалистсем пысăк пĕлӳллĕ, вĕсем импорта улăштарассипе ҫине тăрсах ĕҫлеҫҫĕ», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăснă май.  

Раҫҫей Федерацийĕн энергетика Министрĕн Пĕрремĕш ҫумĕ Алексей Текслер хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикинче электротехника кластерĕ ҫав тери хăватлă аталанса пынине палăртнă. «Импорта улăштарассипе Чăваш Республикинче тĕллевлĕн ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Ҫулсерен кăтартусем ӳссе пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан технологи предприятисемпе организацисенче вăй илсе пырать», - тенĕ вăл сăмаха малалла тăсса. «Паллă, ăнсăртран мар пулĕ, ҫĕнĕлле технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе тимлекен ĕҫ ушкăнĕн черетлĕ ларăвĕ Шупашкарта иртет», - тенĕ вăл.

Алексей Текслер энергетика тытăмĕнчи трендсем пирки ытларах чарăнса тăнă. Ҫитес тапхăрта ҫĕнĕ пуҫаруллă ĕҫсем плана кĕртнине пĕлтернĕ.  РФ Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, «ҫулсен карттине» ҫирĕплетсе хăварнине асăннă вăл.  Паянхи пурнăҫра Ҫĕнĕ Шупашкарти «Хевел» ТМЯО хĕвел модулĕсене калăплассипе тимленине, ыттисемшĕн ҫак производство чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулса тăнине ҫирĕплетсе каланă сумлă хăна.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин хăйĕн докладĕнче регион наци проекчĕсене хутшăнса пурнăҫланă ĕҫ кăтартăвĕсем пирки каласа кăтартнă.  

Чи пысăк ĕҫсем - Саяно-Шушенской ГЭСа, «Севмаша» реконструкцилени, Крым кĕперĕн строительствине,  Сочире объектсене хута яма хутшăнни тата ытти те.   Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ йывăрлăхсем кăларса тăратакан ыйтусем пирки те чарăнса тăнă.  Энергетика пайĕнче ҫĕкленекен объектсенче ытларах импорт таварсемпе усă курни чăрмантарать тенĕ вăл сăмаха тăсса. Ăна май, тĕрлĕ сĕнӳсем тăратнă.

Раҫҫей Федерацийĕн  Минпромторгĕн Департаменчĕн директор ҫумĕ Олег Токарев наци проекчĕсене пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрекен патшалăх пулăшăвĕсем ҫинчен каласа кăтартнă.   Патшалăх пулăшăвне тĕпе хурса, регионсенчи влаҫра тăрăшакансем, предприятисем пĕр-пĕринпе тухăҫлă ĕҫлесе пынине кура, кăтартусем те ӳснине, 23 процентпа танлашнине, кăҫал та ҫитĕнӳ чакмассине шанса  каланă.

«Хевел» ГК генеральнăй директорĕ Игорь Шахрай хăйĕн сăмахĕнче энергетика тытăмĕ наци проекчĕсене епле хутшăнса ӳсĕмсемпе ĕҫлени ҫинчен тĕплĕн каласа кăтартнă.

«Россети»  ПАО ҫĕнĕ технологисене пурнăҫа кĕртсе пырассипе ĕҫлекен Департаментăн директорĕ Владимир Софьин производствăра усă курăнакан хатĕрсем пирки чарăнса тăнă.  

«Национальный инжиниринговый центр энергетики»  АО генеральнăй директорĕ Иван Иванов вак генераци пайне сарассипе йышăннă проект ĕҫĕ-хĕлĕ ҫинчен каласа кăтартнă.  

Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви ҫумĕнчи ТЭК Аналитика центрĕн Управленийĕн пуҫлăхĕн ҫумĕ Ирина Поминова доклад тунă, ҫĕршыври генераци аталанăвĕ пирки, йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусем ҫинчен чарăнса тăнă, пуласлăхри тĕллевсемпе паллаштарнă.

Ĕҫлĕ канашлу вĕҫленес умĕн, «Национальный инжиниринговый центр энергетики» тата «Чебоксарский электроаппаратный завод» АО пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлемелли ĕҫ хутне «НИЦЭ»  АО генеральнăй директорĕ Иван Иванов тата «ЧЭАЗ»  АО генеральнăй директорĕ Алексей Шурдов   алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика