Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район тата хула администрацийĕсен хăш-пĕр ертӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ
14.01.2019Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин республикăри район тата хула администрацийĕсен хăш-пĕр ертӳҫисемпе тĕлпулу ирттернĕ

В Правительстве республики обсуждаются предварительные итоги развития районов и городов за 2018 год и задачи на 2019 годПравительство ҫуртĕнче республикăри район тата хула администрацийĕсен 2018-мĕш ҫулхи социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухас ĕҫ пуҫланнă, 2019-мĕш ҫул валли тĕллевсене те палăртма тытăннă.  

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хушăвĕпе килĕшӳллĕн, республикăри муниципалитет пĕрлешĕвĕсен ертӳҫисемпе уҫă калаҫусем пуласси планра пур, ун чухне малтанласа палăртнă ĕҫ кăтартăвĕсене кĕскен пăхса тухĕҫҪакăн йышши тĕлпулусене кашни ҫулах йĕркелеҫҫĕ, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ муниципалитетсенчи активпа ĕҫлĕ канашлусем тума палăртнă.  

Кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин кун йышши пĕрремĕш тĕлпулу ирттернĕ.  Улатăр Элĕк, Патăрьел районĕсен администрацийĕсен ертӳҫисем муниципалитетсенчи социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, кăҫалхи ҫула валли палăртнă тĕллевсем ҫинчен каласа панă.   Ял территорийĕсене аталантарас, вырăнти бюджета тултарас ыйтусене тарăн пăхса тухнă, тухăҫлăха ӳстересси пирки тĕплĕн сӳтсе явнă.  

Фоторепортаж  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика