Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Васкавлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелли службăсен автопаркне модернизацилес ĕҫ малалла пырать
25.12.2018Васкавлă медицина пулăшăвĕсемпе тивĕҫтермелли службăсен автопаркне модернизацилес ĕҫ малалла пырать

Глава Чувашии Михаил Игнатьев вручил ключи от автомобилей скорой медицинской помощи и лесопожарной техникиРаштав уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев васкавлă пулăшу памалли автомашинăсен уҫҫисене Шупашкар, Ҫĕнĕ Шупашкар, Ҫĕрпӳ, Улатăр, Канаш, Ҫĕмĕрле, Етĕрне хулисемпе тата Патăрьел районĕнче ĕҫлекен подстанцисен представителĕсене савăнăҫлă лару-тăрура чысланă.    

Автомашинăсене пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе тивĕҫтернĕ.  Специалистсем туххăмрах чирлисене сиплеме, васкавлă пулăшу пама пултарайраҫҫĕ. Салонра условисем чаплă, пĕр сăмахпа каласан, хавшанисене пулăшу пама меллĕ. Районсене валли автомашинăсем хăйне евĕр, тумхахлă ҫулсем урлă та иртме пултарать техника. Ку вара чи кирли. Аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансем патне ҫитсе пысăк технологиллĕ медицина пулăшăвне парайраҫҫĕ.

Республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче патшалăх политикин тĕп ҫул-йĕрĕсенчен пĕри – пахалăхлă медицина пулăшăвне граждансене тивĕҫтересси пулнине тепĕр хут асăнса хăварнă.

2018-мĕш ҫулта пĕтĕмпе 235 млн ытла укҫа уйăрнă васкавлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерекен службăна вăй илсе ҫирĕпленме. Пурĕ хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 84 автомашина туяннă.  Куҫса ҫӳрекен ФАПсем  те регионта чылай, рентгенологи комплексĕсем пур, цифрăллă маммографи те республикăра самай.  

Ҫĕнĕ техникăсене пула, ҫулсем  таса та тирпейлĕ тăнипе, васкавлă пулăшу памалли автомашинăсем чирпе аптранисем патне вăхăтра ҫитеҫҫĕ тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.   Норма виҫи  пурĕ 20 минут хушши пулсан, хулара 9 минутранах специалистсем палăртнă вырăна ҫитеҫҫĕ, ялсенче вара 12 минутран. Пур-пĕр вăраха тăсмаҫҫĕ специалистсем асăннă тапхăра, часрах ҫынсем патне ҫитсе васкавлă пулăшу парассишĕн ырми-канми тăрăшаҫҫĕ. Медицина ĕҫченĕсене, хисепе тивĕҫнĕ ветерансене пурне те хăйсене шанса панă ĕҫе яваплăха туйса пурнăҫланăшăн  регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев тав тунă.  

Торжествăлла пулăмра Шупашкар хулинчи Ленин районĕнчи 2-мĕш №-лĕ подстанцире реанимаци уйрăмĕнче вăй хуракансене граждансене васкавлă пулăшу парас ĕҫре пысăк тӳпе хывнăшăн мухтаса хăварнă, автомашина ҫулĕсем ҫинче пулакан инкексене лекнисене ҫăлса хăварма витĕм кӳнĕшĕн ырланă, Тав сăмахĕпе чысланă.  

Паян вăрман хуралĕнче ĕҫлекенсем валли те ятарлă ҫĕнĕ техника килсе ҫитнĕ.  Вăрмансене пушартан сыхламалли автомашинăна Улатăрсем, Вăрнарсем, Йĕпреҫсем, Канашсем, Сĕнтĕрвăррисем, Шăмăршăсем, Ҫĕмĕрлесем, Етĕрне, Шупашкар  районĕсем тивĕҫнĕ. Вĕсене те савăнăҫлă лару-тăрура ҫĕнĕ автомашинăсен уҫҫисене парса чысланă.

Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем: Николай Малов, Леонид Черкесов, Чăваш Республикин ҫутҫанталăк ресурсĕпе экологи министрĕ Александр Коршунов, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов тата та ытти официаллă ҫынсем пуҫтарăннă.    

Пĕлме:

Чăваш Республикинчи Сывлăх сыхлавĕн министерствин регионти инкексенче пулăшакан тата васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан центр пĕтĕмпе 14 подстанцирен тăрать.  Унсăр пуҫне чирлисене вăхăтлăх вырнаҫтарса васкавлă пулăшупа тивĕҫтермелли 29 пункт пур.

М-7 федераци трасси ҫинче кулленех инкексем пулма пултаракан вырăнсенче васкавлă пулăшупа тивĕҫтерме ятарлă уйрăмсем вырнаҫтарнă. Тепре чухне васкавлă пулăшу памалли автомашинăсем вăл трасса ҫине вăхăтра ҫитейменнине кура, ҫавăн пек йышăну тунă. Апла пулсан палăртнă лаптăксенче медицина ĕҫченĕсем кунĕ-ҫĕрĕпе граждансене инкекрен асăрхаса тăраҫҫĕ, кирлĕ пулсан туххăмрах медицина пулăшăвне тивĕҫтерме те яланах хатĕр специалистсем.

  Вĕсен 20 минутран чĕннĕ вырăна ҫитмелле, енчен те вăхăт вăраха тăсăлас хăрушлăх сиксе тухсан, ҫывăхра вырнаҫнă ытти подстанцисенчен те специалистсем тухма пултараҫҫĕ.    Пурĕ Чăваш Енре васкавалă пулăшу памалли 100 бригада шутланать. Республикăра тĕп центр та пур, вĕсем регионти мĕнпур районсемпе, хуласемпе тачă ҫыхăнура.

2018 ҫулта ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуҫласа call-центр хута кайнă.

Тĕп кăтарту – специалистсем чĕннĕ вырăна вăхăтра ҫитсе халăха тивĕҫлĕ пулăшу пани. Вăхăта никамăн та вăраха тăсма ирĕк ҫук, вăтамран 20 минут хушшинче палăртнă вырăна граждансем патне ҫитме тăрăшмалла.

Тепĕр пысăк пулăшу – ГЛОНАСС тытăмĕ вăй илни. Унпа кашни васкавлă пулăшу памалли автомашинăсене ҫыхăнтарнă. Мĕнпур ҫĕнĕлĕхсем ҫынсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтерме витĕм кӳреҫҫĕ.  Кирек-епле йывăрлăх кăларса тăратнă лару-тăрура та специалистсем  чирлисене ҫăлса хăвараҫҫĕ, сиплеме пултараҫҫĕ.  

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика