Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче патшалăх программисене пурнăҫа епле кĕртсе пынине тишкернĕ
12.04.2018Чăваш Республикинче патшалăх программисене пурнăҫа епле кĕртсе пынине тишкернĕ

Ака уйăхĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ, ăна яланхиллех регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев йĕркелесе ертсе пынă. Иртнĕ ҫул республикăра патшалăхăн икĕ программи епле пурнăҫа кĕрсе пынине тарăн сӳтсе явнă.

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Иванов хăйĕн докладĕнче программăсен тĕп кăтартăвĕсем пирки каласа панă. Чăваш Республикинче транспорт тытăмне вăй илтерессипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, 2017-мĕш ҫулта планпа пăхса хăварнă мĕнпур ĕҫе пурнăҫланă. Объектсем тирпейлĕ, нормăна тивĕҫтереҫҫĕ. Пурĕ 338 ҫухрăм автомашина ҫулне сарнă, 70 ҫухрăм реконструкциленĕ.   «Хăрушлăхсăр паха ҫулсем» Раҫҫей Президенчĕн программине тĕпе хурса, республикăра 95 ҫухрăм ҫул юсаса сарнă. Республикăри районсемпе хуласенче нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче сахал мар тирпей-илем кĕртнĕ. Пĕлтĕр халăх ытти регионсене самолетпа вĕҫни сисĕнет. Пурĕ 2017 ҫулта 251 пин  ытла ҫын аэропорт пулăшăвĕпе усă курнă.  Палăртса хунă мĕнпур ĕҫсене вăхăтра тивĕҫтернине кура, ҫулсем ҫинче пулнă инкексен шучĕ самай чакни сисĕнет. Енчен те 2016 ҫулта ҫулсем ҫинче аварире 171 ҫын вăхăтсăр пурнăҫран уйрăлса кайнă пулсан, 2017 ҫулта кăтарту пĕчĕкленнĕ, 160 танлашнă.

Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче, объектсен пахалăхĕ ҫине ытларах тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă. «Енчен те подрядчиксем ĕҫе вăхăтра тата тивĕҫлĕ пурнăҫласа пымаҫҫĕ пулсан, вĕсене пăрса хăвармалла, урăх ĕҫсем тума шанмалла мар, яваплăха туйманнисен шутне кĕртсе хăвармалла», – тесе ҫирĕппĕн каланă вăл сăмаха тăсса.

«Сывлăх сыхлавне аталантарас» патшалăх программи пирĕн регионта епле пурнăҫланни ҫинчен Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов тĕплĕн чарăнса тăнă. Вăл палăртнă тăрăх, пĕлтĕр халăхăн пурăнас ĕмĕрĕ тăсăлни сисĕннĕ. Вăтамран пирĕн регионта ҫынсем 72,73 ҫул пурăнаҫҫĕ. 100 ҫултан та иртсе кайнисем хальлĕхе 99 ҫын пирĕн республикăра.   

Сывлăх сыхлавĕн пайĕнче инфратытăм тĕпрен ҫĕнелнĕ. 2013-мĕш ҫултан пуҫласа  республикăра 152 ФАП хута кайнă. 2020-мĕш ҫул тĕлне кашни 3-мĕш ФАПĕ тĕпрен ҫĕнлесе пырасси те паллă пулĕ тенĕ вăл сăмаха май. Виҫĕ ҫул хушшинче регионта хальхи пурнăҫпа килĕшсе тăракан 11 поликлиника уҫнă. Пĕлтĕр республикăра аякра вырнаҫнă ялсенче пурăнакансем патне ятарлă специалистсем ушкăнпа медицина тĕрĕслевне йĕркелеме сахал мар тухса ҫӳренĕ.  9 пин ҫыннăн сывлăхне пăхса тухнă, вăл шутран 3 пин ытла ачана тĕрĕсленĕ. Телемедицина вăй илет республикăра, специалистсен тавракурăмлăхĕ ӳссе пырать. Тĕп кăтарту – халăх медицина пулăшăвĕсемпе кăмăллă пулни.  Арҫынсен сывлăхне упрасси, ачасен кĕлеткин ытлашши виҫине чакарасси, тĕрĕс апатлантарма вĕрентесси ыйтусем те кулленех кун йĕркинче тăмаллине каланă республика Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Министрсен Кабинечĕн ларăвне пухăннисем кăҫал ака уйăхĕн 23-шĕнчен пуҫласа пушартан сыхланмаллин ятарлă тапхăрне ҫирĕплетнĕ. Вăрмансене упрассипе план йышăнмаллине, ҫак ыйтупа ял тăрăхăсенче ĕҫлекенсен питĕ яваплă пулмаллине палăртнă.

Чăваш Республикин Строительство министерствин проекчĕсене те тишкернĕ ларура.  Ҫĕнĕлĕхсем кӳртсе хăварнă патшалăх программисене. Чăваш Республикин строительство министрĕ Владимир Михайлов хăйĕн докладĕнче районсемпе хуласене тавралăха тирпей-илем кĕртме уйăракан субсидисем пирки каласа кăтартнă, укҫа виҫи пĕтĕмпе 271,3 млн танлашнине, вăл шутран федераци хыснинчен 262,9 млн куҫать тесе пĕлтернĕ.

Вĕрентĕве аталантарассипе йышăннă патшалăх программи пĕлтĕр епле пурнăҫланни ҫинчен Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Сергей Кудряшов каласа панă.  2018-2019-мĕш ҫулсенче 11 ача сачĕ хута яма палăртса хунă. Ачасене хушма пĕлӳпе тивĕҫтерес ыйту та кун йĕркинче. 2021-мĕш ҫул тĕлне ҫак ыйтăва туллин тивĕҫтерме пăхса хăварнă, 5 ҫултан пуҫласа 18 ҫула ҫитнисем хăйсен тавракурăмлăхне тĕрлĕ вĕренӳ учрежденийĕсенче пуянлатма пултарасси те паллă, кăтартăва ку тĕлĕшпе 75 процента ҫитерме плана кĕртнĕ.    

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика