Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ҫырăвне пурнăҫа кĕртессипе Комплекслă план ҫирĕплетнĕ
13.02.2019Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Ҫырăвне пурнăҫа кĕртессипе Комплекслă план ҫирĕплетнĕ

Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕ иртнĕ.

Ку хутĕнче ăна Чăваш Республикин Правительствин Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă.

Ларăва пухăннисем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн суйлавĕ ҫинчен калакан саккун ҫĕнĕлĕхĕсене пăхса тухнă, ырласа хăварнă. Суйлавҫăсене валли ҫĕнĕлĕхсем пуласси паллă, енчен е вĕсем кулленех пурăнакан вырăнта сасăлаймаҫҫĕ пулсан, хăш вырăнта пулаҫҫĕ, унта сасăлама ирĕк пулĕ.    Суйлав кунĕччен те сасăлама ирĕк парассине ҫĕнĕлĕхе кĕртсе хăварасшăн.  

Раҫҫей Федерацийĕн тата Совет Союзĕн Геройĕсене хваттер парса тивĕҫтермелли саккун йĕрки пирки те  ҫĕнĕлĕхсем пуласси паллă.

Министрсен Кабинечĕн членĕсем Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Патшалăх Канашне янă Ҫырăва пурнăҫа кĕртес тĕллевпе йышăннă Комплекслă плана анлă тишкерӳ тунă, кашни ыйтупа тĕплĕн ĕҫлемеллине палăртнă. 

Комплекслă планпа килĕшӳллĕн, ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерме май пуласси паллă, инвестици илĕртӳллĕхне ӳстересси, бизнеса аталанма кирлĕ пек условисем хатĕрлесе тăратасси, агропромышленноҫ комплексне цифровизацилесси, хăмла лартса ҫитĕнтересси, социаллă сферăсене тата инфратытăма ҫĕнетесси, ял территорийĕсене аталантарассипе ҫыхăннă проектсене пурнăҫа кĕртесси тата ытти те.    

Граждансен ҫурт-йĕр условийĕсене лайăхлатасси ыйту та кун йĕркинчех. Сывлăх сыхлавне, вĕренӳпе, спорта, культурăна аталантарасси ыйтусем те актуаллă.

Комплекслă плана пурнăҫа кĕртес тесен, пурсăмăрăн та пĕрле тухăҫлă ĕҫлесе пыма тăрăшмалла.

Чăваш Республикин Правительствин йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн, халăха пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи паллă. Ăна 2018 ҫулхи III-мĕш кварталпа танлаштарнă, кăтарту 1,5 процент чакни сисĕнет.  Халĕ вара вăл 8 657 тенкĕ пулĕ.  Ĕҫлеме пултаракан ҫынсен вăл кăтарту 9 193 тенкĕ, пенсионерсен –  7 099, ачасен – 8 639.   Кăтарту каламасăрах паллă, социаллă тӳлевсем валли кирлĕ. Кунсăр пуҫне республикăн социаллă пурнăҫĕпе экономика аталанăвĕн ҫул-йĕрĕсене те тишкерме меллĕ.

Халăха пурăнмалли чи пĕчĕк укҫа виҫи Атăлҫи федераци округĕнче 11 регионта пĕчĕкленнĕ.   

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн членĕсем транспорт ыйтăвĕсене те тарăн тишкернĕ. Граждансен сĕнĕвĕсене шута илсе пĕтĕмпех тӳрлетӳсене йышăнса хăварнă.  Ҫĕнĕ маршрутсене Канаш районĕнче уҫма палăртнă, Улатăр Каҫал ен, Муркаш районĕсенче те ҫĕнĕлĕхсем кĕтĕҫ.

Хальхи вăхăтра халăх ыйтман маршрутсене пăрахаҫлама сĕннĕ.

Чăваш Республикин транспорт министерствине мĕнпур ыйтусене тарăн тишкерме, кирлĕ пек мерăсем йышăнса хăварма хушнă.  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика