Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чӑваш Енӗн пӗрлехи археологи карттине тума хушнӑ
14.04.2020Олег Николаев Чӑваш Енӗн пӗрлехи археологи карттине тума хушнӑ

Чӑваш Енре археологи ыйтăвĕсене комплекслă тишкермелле. Ҫакӑн пек сӗнӗве Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  ака уйăхĕн 13-мӗшӗнче кашни эрнере пулакан планеркăра каланă.

 Патшалӑх историпе культура экспертизи ирттересси ҫинчен калакан ыйтӑва пӑхса тухнӑ май ҫӗр лаптӑкӗсенче, строительство, хуҫалӑх тата ытти ӗҫсем пурнăҫланă чухне витӗм кӳме пултарасса асăнса хăварнă вăл.

Олег Николаев археологи карттине тӑвас енӗпе комплекслӑ ӗҫе туса ирттерме чĕнсе каланă. Чи малтан инвестици проекчӗсене пурнӑҫламалли  объектсем валли хатĕрлеме хушнӑ. "Кун пек карта ҫывӑх вӑхӑтра пулмалла, мӗншӗн тесен муниципалитетсем те, патшалӑх влаҫ тытăмĕнче тăрăшакансем те ӳлĕм  пуласлăхри объектсем валли ĕҫ хучĕсене хатĕрлеҫҫĕ ", - тенĕ вӑл.

Историпе культура пӗлтерӗшлӗ объектсем ҫинчен калакан хыпарсене  уҫӑ вырӑнта тӑтӑшах йӗркелемелле тата вырнаҫтармалла. Унсӑр пуҫне историпе культура пӗлтерӗшлӗ ҫухату объекчӗсем пирки уҫӑмлӑн каласа памалла. Ҫӗнӗрен юсама тивӗҫлӗ мар пулсан, вӗсене реестртан кӑларса пăрахасси пирки ыйту тăратмалла. Шăпах та, хăш-пĕр ҫĕнĕ объектсене хута ярас ĕҫе час-часах чăрмавсем кĕртеҫҫĕ вĕсем тенĕ ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика