Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче 2976-р-мĕш №-лĕ Хушăва алă пусса ҫирĕплетнĕ
04.01.2018Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче 2976-р-мĕш №-лĕ Хушăва алă пусса ҫирĕплетнĕ

Раҫҫей Федерацийĕн Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев раштав уйăхĕн 28-мĕшĕнче 2976-р-мĕш №-лĕ Хушăва алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Ĕҫ хутĕнче Чăваш Республикинче Опытный территорийĕнче биатлонпа хатĕрленме ятарлă Олимп центрне реконструкцилеме условисем хатĕрлеме пулăшу парассине палăртнă.  Объекта хута яма вăрман фондĕнчен ҫĕр лаптăкне те уйăрнă, унăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 20,8 га танлашать.  

Чăваш Республикинче 2014-2020-мĕш ҫулсенче спорта аталантарассипе йышăннă патшалăх программипе килĕшӳллĕн, спорт инфратытăмне ҫĕнетсе улăштарма, пурлăхпа техника базине пуянлатма укҫа-тенкĕ пăхса хăварнă. Вăл шутран, Шупашкарти Опытный территорийĕнче биатлонпа хатĕрленме Олимп центрне реконструкцилме палăртса хунă. Центра реконструкциленĕ май, йĕлтĕрпе чупма ятарлă стадион хута яма плана кĕртнĕ, унăн ҫумĕнче хăна ҫуртне тата та ытти объектсене палăртнă.  Опытный вăрман хуралĕн фончĕн ҫĕрĕсем пĕтĕмпех Раҫҫей Федерацийĕн харпăр хăй пурлăхĕ шутланнă. Хальхи вăхăтра, Вăрман кодексĕпе килĕшӳллĕн, 2-мĕш №-лĕ  СДЮСШОР ҫине куҫарнă, яланлăхах усă курма ирĕк илнĕ.  

Аса илтеретпĕр, Шупашкарта биатлонпа хатĕрленме май паракан центрăн строительство ĕҫне 2014-мĕш ҫул вĕҫĕнче пуҫланă. Хальхи вăхăтра унта администраци ҫуртне хатĕрленĕ, хăна ҫуртĕнче 48 ҫынна вырнаҫтарма май пур, куракансем валли трибуна йĕркеленĕ. Спорт хатĕрĕсене туяннă, трасса сарма ратрак пуҫтарнă. Йĕлтĕр роллерĕн трассине сарма 2018-мĕш ҫулта 2-3 кварталсене кĕртсе хăварнă. Строительство ĕҫĕ хĕрӳ пынă пулин те, йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусемпе хатĕрленӳсем пĕр самантлăха та чарăнман.  Спортсменсем хăйсен ăсталăхне туптасах пынă.   Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ ушкăнĕ ҫуллахи тапхăрта «Росинка» сывлăха ҫирĕплетекен центра ҫӳренĕ, каласа хăвармалла, 2010-мĕш ҫулта ҫĕнĕ трасса сарнă пулнă, йĕлтĕр роллипе ярăнма питĕ меллĕ.

Асăнса хăваратпăр, 2017-2018-мĕш ҫулсенче Шупашкарта пĕтĕмпе 10 ҫухрăм йĕлтĕрпе чупма ятарлă ҫулсем хатĕрленĕ. Биатлонăн ятарлă хатĕрсене те вырнаҫтарнă. Хальхи вăхăтра пурĕ 372 спортсмен хăйсен сывлăхне ҫирĕплетсе, йĕлтĕрпе чупма хатĕрленеҫҫĕ, вăл шутран, биатлонпа 139 ҫын, йĕлтĕрпе чупма 87 спортсмен.

Пĕтĕмпе 2017-2018-мĕш ҫулсенче Центр уйрăмĕнче 45 мероприяти йĕркелесе ирттерме плана кĕртнĕ.

Чăваш Республикин бюджетĕнче 2018-мĕш ҫулта пурĕ 100 млн тенкĕ Центрăн строительство ĕҫĕ валли  пăхса хăварнă.  

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика