Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕпе Михаил Ивановпа ӗҫлĕ тĕлпулу ирттернӗ
11.02.2020Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕпе Михаил Ивановпа ӗҫлĕ тĕлпулу ирттернӗ

Врио Главы Чувашской Республики Олег Николаев встретился с заместителем Министра промышленности и торговли Российской Федерации Михаилом ИвановымНарăс уйăхĕн 11-мӗшӗнче Правительство ҫуртĕнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев тата Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕ Михаил Иванов ӗҫлĕ тĕлпулу ирттернӗ.

Икĕ ен  Чӑваш Ен промышленноҫ вӑй-хӑватне ӳстермелли механизмсене, регионӑн социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвне аталантарас тĕлĕшпе ҫыхăннă мерăсем пирки канашланă,  пӗр-пӗринпе ҫыхӑнса ӗҫлемелли ҫинчен калаҫнă.

Палӑртса хӑваратпӑр, Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн  ҫумĕ Михаил Иванов  Чăваш Енре ĕҫлĕ ҫул ҫӳревре пулнă май, "Хевел" ООО, "Химпром" ПАО, "ЧЭАЗ" АО тата "ЭЛАРА"АО пулнă. "Республика мухтанма пултаракан  предприятисем пирки тепӗр хут палӑртса калатăп. Вĕсем тĕслĕх вырăнĕнче, предприятисем пысăк профессиллĕ кадрӗсемпе пуян.  Наукӑпа, электротехника ӗҫ опычӗ паха ", - палӑртнӑ вӑл.

"Эсир паян пысӑк историллĕ, нумай пинлӗ ӗҫ ушкăнлĕ заводсене ҫитсе куртӑр, унта пӗтӗм ӗҫ династийӗсем йӗркеленнӗ. Республикӑри влаҫсен тӗллевӗсем ку енӗпе предприятисемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлесси, производство ыйтăвĕсене пурнăҫа кĕртсе пыма пулăшасси.  Ҫавăнпа та ыйтусене туллин пурнăҫлас  тесе эпир пӗрлехи ӗҫсен уйрӑм планӗсене туса хатӗрлӗпӗр. Ку тӗлӗшпе сирӗн визит – пирӗншӗн потенциалсене кӑтартма, проектсене пурнӑҫлама промышленноҫӑн пӗтӗм отраслӗсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулать", - тенĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика