Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем
07.12.2018Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускавра Япони Императорĕн ҫуралнă кунне халалланă савăнăҫлă мероприятине хутшăннă

Раштав уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, Раҫҫей Федерацийĕнчи Япони ҫĕршывĕн Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕ Кодзуки Тоёхиса йыхравланипе, Императорăн ҫуралнă кунне халалласа Мускавра иртнӗ савăнăҫлă мероприятине хутшăннă. 

Тĕлпулу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем Японире Раҫҫей, пирĕн ҫĕршывра вара Япони ҫулталăкĕсене халалласа ирттерекен мероприятисен пĕтĕмлетĕвĕсене сӳтсе явнă, икĕ енлӗн килӗштерсе ӗҫлемелли малашнехи ҫул-йĕрсене пăхса тухнă, культура, экономика пайĕнчи пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатнă, ĕҫлĕ ҫыхăнусене сарасси ҫинчен сăмахланă.

Мероприятинче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Раҫҫей Федерацийĕнчи Япони ҫĕршывĕн Чрезвычайлă тата Полномочиллĕ Посолĕпе Кодзуки Тоёхиспа тата  Раҫҫей Федерацийĕн ют ҫĕршыв ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Министрĕн ҫумĕпе Игорь Моргуловпа ĕҫлĕ  ҫыхăнусене тытса пырасси пирки тĕплĕ калаҫнă.  Аса илтеретпĕр, Раҫҫей Федерацийĕн ют ҫĕршыв ĕҫĕсемпе ĕҫлекен Министрĕн ҫумĕ Игорь Моргулов Японипе Китай, ҫавăн пекех Хĕвел тухăҫ тата Кăнтăр Ази патшалăхĕсен хушшинчи ҫыхăнусене сарассипе тăрăшать. Шăпах, пĕр пухăннă пек чухне, регион Ертӳҫи ĕҫлĕ тĕлпулусем ирттернĕ.   

Палăртса хăваратпăр, Япони ҫĕршывĕ Чăваш Енĕн ĕҫлĕ партнерĕ шутланать.  Кăҫал кăрлач-авăн уйăхĕсенче пурĕ тулаш экономикăри таварсен ҫаврăнăшĕ АПШ 4707,80 пин долларӗпе танлашнă.

Хальхи вăхăтра та Япони ҫĕршывĕпе килĕштерсе ĕҫлемелли ыйтусене тӗп­лӗн тишкереҫҫĕ, ҫыхăнусене йӗркеллӗ шайра тытса пырас тӗлӗшпе ĕҫ хутне ҫирĕплетесшĕн.

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика