Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çĕнĕ пулăшуçине уйăрса лартнă
08.09.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕн çĕнĕ пулăшуçине уйăрса лартнă

 


Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн помощникĕ пулма Крупнов Владимир Анатольевича уйăрса лартни çинчен хушăва алă пусса çирĕплетнĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Чăваш Республикин Полномочиллĕ представительствинче Владимир Крупновпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ самантра регион Ертӳçи хăш-пĕр актуаллă ыйтусем тавра сăмах пуçарнă, тĕллевсене палăртнă, малашнехи ĕçре çĕнĕ должноçри çынна ăнăçусем суннă.  

Çĕнĕ пулăшуçă Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ субъекчĕсемпе çыхăнусене сарассипе палăртнă ыйтусемпе ĕçлĕ, ют çĕршывсемпе те тухăçлă ĕçлеме витĕм кӳме пулăшĕ.  

Палăртса хăваратпăр, Владимир Крупнов Раççей Халăх туслăхĕн университетне вĕренсе пĕтернĕ, «Лингвистика» тытăма лайăх ăнкарать, ют чĕлхесене çирĕп пĕлет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика