Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа ăшшăн саламланă
24.06.2019Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна тĕне кĕнĕ çынна Ят хунă кунпа ăшшăн саламланă

Глава Чувашии поздравил с днём тезоименитства Высокопреосвященнейшего Варнаву, митрополита Чебоксарского и ЧувашскогоҪĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Покров-Татиана соборĕнче Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна ят хунине палăртса саламланă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Владыкăна халăхшăн пархатарлă ĕҫсем пурнăҫласа пынăшăн тав тунă. Тĕнчере мирлĕ пурнăҫ хуҫалантăр тесе, чылай паха ĕҫсем туса пынине те палăртса каланă регион Пуҫлăхĕ. Кăмăл-сипет, ăс-хакăл тĕнчине ырă енне куҫарса пырас ĕҫре унăн витĕмлĕхĕ шăпах та, пысăк пулнине асăнса хăварнă регион Ертӳҫи. Чăваш ҫĕрĕ ҫинче яланах туслăх, мирлĕ пурнăҫ, тăнăҫлăх пултăр тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса. Ҫынна ырă тума вĕрентни пархатарлă. Халăх турăпа килĕшсе пурăнни те куҫкĕретех, усал ĕҫсем тумаҫҫĕ, пĕрне-пĕри хисеплесе, ырă сунса ҫеҫ пурăнаҫҫĕ.   

Шупашкар тата Чăваш Ен митрополитне Варнавăна паян Чăваш Республикин прокурорĕ Василий Пословский те ăшшăн саламланă, малашнехи ĕҫсене йĕркелесе пыма вăй-хал, ҫирĕп сывлăх суннă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика