Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Красноармейски районĕнче пулнă
31.07.2020Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Красноармейски районĕнче пулнă

Олег Николаев проинспектировал Красноармейский район Утă уйăхĕн 30-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Красноармейски районне ҫитсе килнĕ.

Ҫул ҫӳрев тӗллевӗ - муниципалитетсенче патшалӑх программисемпе  халăхăн пуҫаруллă  проекчӗсем мӗнле пурнӑҫланине тишкересси.

Республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан "Агрофирма Таябинка " ТМЯО пулнă. Хуҫалăх республикӑри малта пыраканнисенчен пĕри.  Хальхи вăхăтра унта ҫĕр ĕҫченĕсем кĕрхи тулăна пухса кĕртессипе тăрăшаҫҫĕ. Тӗш тырӑн тухӑҫлӑхӗ гектартан 60 центнерпа танлашать.

Хуҫалăхра тĕрлĕ культурăна лартса  ҫитĕнтерессипе вăй хураҫҫĕ.   Таварсене экспорта куҫарассипе те ыттисемшĕн паха тĕслĕхре хуҫалăх. Предприятин директорӗ Алексей Попов эксперимент мелĕпе тмин акса ҫитĕнтернине хыпарланă, вăл культурăна сиплев хатĕрĕ вырăнне усă курма пулать тенĕ сăмаха малалла тăснă май.

Чӑваш  Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов палӑртнӑ тӑрӑх,  утă уйăхĕн 30-мĕшĕ тĕлне, 21 районтан 17-шĕнче вырмана тухнă тесе хыпарланă. Кăҫал тухăҫа пĕлтĕрхинчен  нумайрах пухса кĕртессине, пĕр гектартан вăтамран республикипе 37,5 центнер тĕш тырăна пухса илессине асăннă вăл. Паллă, пĕлтĕрхинчен 10 процент пысăк пуласси те куҫкĕретех.

Олег Николаев регион хуҫалӑхӗсенче вӑрлăх упраса хӑварма пулӑшакан лайӑх  кĕлетсем пурри аван тенĕ.  Чылай вăхăт хушши тыр-пула упрас тесен, шăпах та вăл объектсем самай витĕм кӳреҫҫĕ тенĕ ернтӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май.

Палăртнă кун республика ертӳҫи «Композит21» тулли мар яваплӑ обществăра та пулнă, вĕсен ĕҫĕпе тĕплĕнрех паллашнă.

 Предприяти ĕҫне тишкернĕ май, Олег Николаев  патшалӑх пулӑшӑвӗн хушма  условийĕсемпе усă курма, производствăн калăпăшне ӳстерсе пысăк технологийĕн витĕмлĕхĕпе анлăрах ĕҫлемеллине чĕнсе каланă.

Регион Ертӳҫин тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан  районти футбол уйне пӑхса тухнă. Спорт объекчӗ ҫинче ҫавӑн пекех чупмалли ҫул, вӑрӑмӑшне сикмелли сектор тата ытти те. Кӗркунне футбол уйне  пурнăҫа кĕртме плана кĕртнĕ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан муниципалитетра футбол уйӗсӗр пуҫне кӗҫех ишмелли бассейн та пулмалла тесе пӗлтернĕ. "Проект хатӗр ӗнтӗ, ҫывӑх вӑхӑтрах экспертизӑна каять. Тепӗр ҫул строительство ĕҫĕсем пуҫланĕҫ те", – тенĕ вӑл.

Олег Николаев Красноармейски  салинче Ҫӗнтерӳ паркне тирпей-илем кӗртнине пысӑка хурса хакланă. Пĕр сăмахпа каласан, таврара тирпейлĕх хуҫаланать тенĕ вăл.

"Район администрацийӗпе халӑх тухӑҫлӑ хутшӑнса ӗҫленӗшӗн ҫӗнӗ хӑтлӑ вырӑнсем йӗркеленеҫҫӗ. Районта пурнӑҫланакан ĕҫ паха тĕслĕхре, мухтава тивĕҫлĕ. Малалла та ҫавӑн пек ĕҫлемелле пултăрччĕ", - тенӗ ертӳҫĕ.

Олег Николаев ял поселенийӗсен ертӳҫисемпе, пуҫаруллӑ ҫынсемпе  кулленхи ыйтусене сӳтсе явнă. Ялсенче хушма хуҫалăха аталантарасси пирки чарăнса тăнă.

Малашне те ялсене аталантарассипе патшалăх енчен тĕрев пуласса, пуҫаруллă проектсем пурнăҫа кĕрсе пырассине палăртнă ертӳҫĕсем.  

 

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев пуҫарăвĕпе сӑвăнакан ĕнесене ялта пурăнакансем усранăшăн, вĕсене республика хыснинчен укҫан пулăшу парса тивĕҫтернĕ. Енчен те пĕр ĕне  усрать пулсан ҫемье вĕсене 2300 тенкĕ лекет, енчен те икĕ ĕне тытсан, кашниншĕн 3300 тенкĕ, виҫҫĕ е тата ытларах та пулсан вара – кашни ĕнешĕн куҫакан тĕрев виҫи 4300 тенкĕпе танлашать. Ҫав тери пысăк пулăшу, кун пеккине ялта пурăнакан ҫĕр ĕҫченĕсем тахҫантанпах тивĕҫмен тесен те йăнăш мар.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика