Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  ПМЭФ-2019: 2019-мĕш ҫулта кĕркунне предпринимательсем валли вĕренӳ проекчĕ пурнăҫа кĕме пуҫлать
06.06.2019ПМЭФ-2019: 2019-мĕш ҫулта кĕркунне предпринимательсем валли вĕренӳ проекчĕ пурнăҫа кĕме пуҫлать

ПМЭФ-2019: Осенью 2019 года в Чувашии стартует образовательный проект для предпринимателейҪĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Питĕрте экономика форумĕнче «Деловая среда»  АО генеральнăй директорĕпе Виталий Тарасовпа ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Икĕ ен вак тата вăтам предпринимательлĕх тытăмĕпе ҫыхăннă ыйтусене тарăн сӳтсе явнă, бизнес сферăна тĕрев парассине пăхса тухнă.

Раҫҫей Перекет бакĕн хушма компанийĕ «Деловая среда» АО. Ҫĕршывра бизнеса тĕрев парассипе ҫыхăннă ыйтусемпе ĕҫлет. Вĕсем 2018 ҫулта Раҫҫей Федерацийĕн Экономика министерствипе пĕрле килĕшсе    «маркетплейс» — онлайн платформа хута янă.  Унта пĕтĕмпех предпринимательлĕх тытăмĕнче тăрăшакансем валли пулăшу материалĕсене вырнаҫтарнă, сĕнӳсем, вĕрентӳ методикисем те чылай вăл платформа ҫинче.

Вăл проектăн партнерĕсем: «Яндекс», «Опора России», «Люди дела», HeadHunter, Mail.RuGroup, Московская школа управления «Сколково»  тата ыттисем те. Проект чи ăнăҫлисенчен пĕри шутланать ҫĕршывра. Предпринимательсем те ăна хапăл тусах йышăннă.

«Чăваш Республики пирĕншĕн питĕ кăсăклă. Патшалăх влаҫ органĕсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлетпĕр.  Бизнесра вăй хуракансене вĕренӳ пособийĕсемпе тивĕҫтеретпĕр, май килнĕ таран паха сĕнӳсемпе пулăшатпăр», — тенĕ «Деловая среда» АО генеральнăй директорĕ Виталий Тарасов.

Михаил Игнатьев предпринимательлĕх тытăмне аталантарассипе ҫыхăннă ыйтусене регионта епле пурнăҫа кĕртсе пыни пĕлтернĕ сумлă ертӳҫĕне. «Деловая среда» компанийĕнче тăрăшакансене Шупашкар хулине йыхравланă. Кĕҫех Республика кунĕ ҫывхарса килет, унта килсен питĕ вырăнлă пулнă пулĕччĕ тенĕ сăмаха ҫавăрса регион Ертӳҫи.     

Паян икĕ ен килĕшĕве алă пусса ҫирĕплетнĕ. Чăваш Енре тин ҫеҫ предпринимательлĕх ĕҫне кӳлĕннисене валли тӳлевсĕр канашлусем ирттересси пирки калаҫса килĕшнĕ ертӳҫĕсем.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика