Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Раҫҫей автомашина ҫулĕсем» патшалăх компанийĕн правлени Председателĕ Вячеслав Петушенко ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ
15.01.2021 Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Раҫҫей автомашина ҫулĕсем» патшалăх компанийĕн правлени Председателĕ Вячеслав Петушенко ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ

Правительство Чувашии и руководство ГК «Автодор» обсудили вопросы строительства федеральной трассы М-12

Кăрлач уйăхĕн  14-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «Раҫҫей автомашина ҫулĕсем»  патшалăх компанийĕн правлени Председателĕ Вячеслав Петушенко ĕҫлĕ канашлу ирттернĕ.

Унта  Чăваш Республикинчи министерствăсен ертӳҫисем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем, «Автодор» предприятинче вăй хуракансем тата объектăн тĕп подрядчикĕ хутшăннă.   Канашлура «Мускав – Чул хула – Хусан»  М-12 автоҫул тӑвассипе ҫыхăннă ыйтусене сӳтсе явнă.  Асӑннӑ ҫулӑн пĕрремĕш пайне кăҫалхи ҫĕртме уйăхĕнче тума плана кĕртнине хыпарланă хăйĕн сăмахĕнче Вячеслав Петушенко. Пĕтĕмĕшле объекта  2024-мĕш ҫул тĕлне туллин ĕҫе кĕртме палăртнине пӗлтернӗ вăл сăмаха малалла тăсса. Чăваш Ен территорийĕпе вӑл 94 ҫухрăм тăршшĕ иртет.

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев хăйĕн сăмахĕнче М-12 автоҫул регионшăн анчах мар, ытти субъектсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ пулнине, объекта тӑвас ӗҫ РФ Президенчĕ палăртнă тĕллевпе килĕшӳллĕн пурнăҫланнине асăннă. Сăмах май, тума палӑртакан ҫул республикăн ҫул-йĕр  инфратытăмне кăна мар, регионăн экономикине те витĕм кӳресси куҫ кĕретех пулĕ тенĕ вăл. 

Объекта пурнăҫа кĕртес тĕлĕшпе мĕнпур ресурссемпе туллин усă курса пĕрле ĕҫлемеллине каласа хăварнă канашлăва пухăннисем.    

«Ĕҫ ресурсĕсемпе май килнĕ таран туллин усă курăпăр.  Производство бази пур.  Ҫĕнĕ ҫул хута кайсан ҫĕнĕрен те ҫĕнĕ ĕҫ вырăнĕсем йĕркеленĕҫ. Паллă, ҫул пур пулсан, пурнăҫ та унта кĕрлесе тăрĕ, бизнес вăй илесси те никама та иккĕлентермĕ», - тесе каланă «Автодор» ПК правленийĕн Председателĕ.

Объекта тӑвас ĕҫе вырăнти ҫул-йĕр предприятийĕсене явăҫтарассине, хăйăр таврашне ăҫтан илсе килес ыйтăва та сӳтсе явнă канашлура. Пĕр сăмахпа каласан, куллен тухса тăма пултаракан мĕнпур ыйтӑва тӗплӗн пăхса тухнă.   Ҫĕр лаптăкне кадастр учетне тăратас ыйтупа экологи ыйтăвне те тишкернĕ. 

Чăваш Ен Правительстви Йĕпреҫ тăрăхĕнче вăхăтлăх хушма ҫул-йĕр тӑвас ыйтăва ҫĕкленĕ. Проектпа килĕшӳллĕн хальхи вăхăтра кун евĕр объектсене Ҫӗмӗрлепе Каҫал ен тăрăхĕнче хута яма плана кĕртнĕ, вĕсен хушшинчи инҫӗш 70 ҫухрăм ытла.

Палăртса хăваратпăр, кăрлач уйăхĕн 12-мĕшĕнче трассăна хута ярас ыйтăва Ҫĕмĕрле районĕнче сӳтсе явнă. Тума палӑртакан автоҫул Ҫĕмĕрле, Вăрнар, Йĕпреҫ, Каҫал ен, Канаш, Тăвай районĕсем тӑрӑх иртмелле.   

 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика