Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре хуҫалăхсенче выльăх апатне хатĕрлес ĕҫ хĕрӳ пырать
09.07.2018Чăваш Енре хуҫалăхсенче выльăх апатне хатĕрлес ĕҫ хĕрӳ пырать

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ  Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – хуҫалăхсенчи вырма ĕҫĕ тата выльăх апатне хĕлле валли хатĕрлесси.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче, ҫу уйăхĕпе ҫĕртме уйăхĕнче йĕпе тăнă пулин те, уй-хирте ӳсен тăрансем парăнман, паянхи куна илес пулсан, республикăра выльăх апатне хатĕрлессипе хĕрӳ ĕҫ пырать, кăтарту япăхах мар пулĕ тесе каланă.  Планпа пăхса хăварнине пĕтĕмпех тивĕҫтерме тĕллев лартнине асăннă  сăмаха тăснă май.

2018-мĕш ҫулта утă уйăхĕн 9-мĕшĕ тĕлне 174,3 пин тонна выльăх апатне хатĕрленĕ.  Пысăк фермер хуҫалăхĕсенче нумай ҫул ӳсекен курăка 87,7 пин га йышăнакан ҫĕр лаптăкĕнчен ҫулса типĕтсе кĕртнĕ. Пĕрремĕш тапхăрпа хуҫалăхсенче курăка ҫулса типĕтессипе ĕҫе вĕҫлесе те пыраҫҫĕ, чи ăнăҫлă ĕҫлекеннисем: Патăрьелсем, Каҫал енсем, Пăрачкавсем, Ҫĕмĕрлесем тата Тăвайсем.  

Утăна 65,4 пин тонна типĕтсе илнĕ, планпа пăхса хăварнинчен 65 процент шутланать.  Сенажа 109,2 пин тонна хатĕрленĕ, палăртнинчен 45,2 процент пулать. Ку енĕпе пысăк ҫитĕнӳсемпе палăраканнисем: Красноармейски тата Елчĕк районĕсем. Регионта виҫĕ хуҫалăхра Куславккара, Муркашра, Вăрмарта выльăхсем валли ҫăнăх хатĕрлессипе тимлеҫҫĕ. Вĕсем 170 тонна выльăх апатне хатĕрлеме те ĕлкĕрнĕ.  Кĕрхи культурăсене акса хăварма ҫĕр лаптăкĕсене тирпейлесе хатĕрлес ĕҫ те хĕрӳ пырать, кăтарту 39,1 пин га йышăнать.  

«Хальхи вăхăтра Чăваш Енри патшалăх ветеринари службине таварсен пахалăхне тĕрĕслеме тăратнă», – тесе хыпарланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ.  

Кăҫал Чăваш Енри ял хуҫалăхне патшалăх енчен тĕрев пама 2,5 млрд пăхса хăварнă. Ҫулталăк пуҫланнăранпа аграри пайĕнче тăрăшакансене 997,9 млн куҫарса пама та ĕлкĕрнĕ. Планпа пăхса хăварнинчен ҫак кăтарту 42 процент шутланать. Пĕрремĕш ҫур ҫуллăхра палăртнă укҫа-тенкĕрен 99,98 проценчĕпе тĕллевлĕн усă курнă та тесе хыпарланă Ял хуҫалăх министерствин ертӳҫи. Кăҫал утă уйăхĕн 25-мĕшĕччен тата 50 млн куҫарма плана кĕртнĕ тенĕ вăл сăмаха май.  

Регионти хуҫалăхсенче вырмана тухма хатĕрленеҫҫĕ. Утă уйăхĕн вĕҫнелле уй-хире тухăҫа пухса кĕртме те тухма юрать тенĕ ертӳҫĕ, ҫакăнпа хуҫалăх етӳҫисем те килĕшеҫҫĕ.

Сăмаха май, Чăваш Республикин делегацийĕ «Пĕтĕм Раҫҫейри уй кунне» хутшăннине хыпарланă. Кăҫал мероприяти Липецк облаҫĕнче утă уйăхĕн 5-7-мĕшĕнче иртнĕ. Мероприятине Раҫҫей Федерацийĕн ял хуҫалăх Министрĕ Дмитрий Патрушев хутшăннă.    

Программа планĕпе килĕшӳллĕн, ертӳҫĕсем хуҫалăхсенче тăкаксене ытларах саплаштарассипе йышăннă ыйтусем тавра та калаҫу самай пуҫарнине пĕлтернĕ. Топлива хакĕ пысăк пулнине кура, аграри тытăмĕнче ĕҫлекенсен  укҫа-тенкĕ енчен пысăк ҫухату туйнă.  Дмитрий Патрушев бензин, топлива илсе тăкакланнисене патшалăх енчен тĕрев пулассине палăртнă, хуҫалăхсене субсиди мелĕпе пулăшу куҫасса хыпарланă.  Кăҫал аграри тытăмĕнче вăй хуракансем тăваттăмĕш кварталта пулăшăва туйĕҫ.  

Сергей Артамонов кăҫал тыр-пул хакĕ йĕркеллĕ пуласса асăннă,  1 кг тырă 8 тенкĕрен кая мар пулĕ, ҫĕр улми вара 12 тенкĕне ҫитесси те куҫкĕретех тенĕ.

Ĕҫе пухăннисем сĕт хакĕ пирки те калаҫу пуҫарнă. «Чăваш Республикинче юлашки эрнере сĕт хакĕ пысăкланнă. Палăртма аван мар та, 1 литршăн 10 пус хăпарнă.  Ҫапах та пирĕншĕн кăтарту япăхах мар. Ӳлĕмрен тата та ӳсессине кĕтетпĕр», – тенĕ  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче уй-хире тухма техникăна юсаса тăратмалла тенĕ.  Кĕске вăхăт хушшинче, нимĕнле ҫухатусемсĕр тыр-пула пухса кĕртсе типĕтсе хумалла.  Тепĕр пысăк ыйту, ял хуҫалăхĕнче ĕҫлекенсен посредниксемсĕр хăйсен таварĕсене вырнаҫтарса пыма вĕренесси. Условисене ҫакна валли кирлĕ пек йĕркелесе памалла тенĕ регион Пуҫлăхĕ сăмаха пĕтĕмлетсе. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика