Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн паянхи сессийĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ курăмлă мероприятисем пирки чарăнса тăнă
07.04.2016Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн паянхи сессийĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ курăмлă мероприятисем пирки чарăнса тăнă

Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн паянхи сессийĕнче республика Ертӳçи Михаил Игнатьев пĕлтĕр Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерӳ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа ирттернĕ курăмлă мероприятисем пирки чарăнса тăнă. Вăрçăра пуçне хунă салтаксене асăнса пин çурă ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркеленине пĕлтернĕ. Асăну палăкĕсене йĕркене кĕртсе хăварма 20 млн. тенкĕ тăкакланине, 80 çĕнĕ палăк хута янине каланă. «Çак ĕçсем уйрăмах çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн вăрçăн тумахлă  çулĕсем пирки пурин те асра тытмалла. Хамăрăн ачасене, мăнуксене паттăр салтаксен нихăçан манăçми ĕçĕсене каласа пама пĕлмелле. Вĕсем Тăван çĕршыва хăюллăн сыхланине, хăйсене шеллемесĕр тăшмансемпе çапăçнине, пире мирлĕ пурнăç парнеленине каласа кăтартмалла», - тенĕ Михаил Игнатьев. Пĕлтĕр культура пайне аталантарассипе  те сахал мар ĕç пурнăçланă. Уйрăмах республикăри ялсенче культура объекчĕсене илемлетсе тĕпрен юсанă. Пĕтĕмпе юлашки 5 çул хушшинче 150 культура çуртне модернизациленĕ. «Пуçласа кăçал республикăра нумай функциллĕ культура çурчĕсене çĕклесе лартма палăртса хунă. Вĕсем: Вăрмарта, Çĕрпӳре,  Елчĕкре хута кайĕç. Кунсăр пуçне Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче культура керменĕсене модернизацилесе çĕнĕ хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан техникăсемпе тивĕçтерме палăртнă. Пĕлтĕр Чăваш Енре туризм ыйтăвĕсемпе те  анлă ĕçленĕ. Палăртма кăмăллă, пирĕн региона килнĕ 240 пин çынна тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕçтернĕ. Сывлăха çирĕплетме килес текенсем те пирĕн республикăна чылай. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 410 пин ытла çын хăйсен сывлăхне тĕрлĕ санаторисенче çирĕплетнĕ. «Пĕр чӳрече» мелĕпе, Раççей Президенчĕн Указне тĕпе хурса, республикăра пурăнакансенчен 94 процентне пулăшупа тивĕçтернĕ. Паянхи кун пирĕн регионта пурĕ НФЦ -218, вĕсенче «пĕр чӳрече» мелĕпе 249 пулăшу пайĕ ĕçлет.



 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика