Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Шупашкарти «Теплосеть» МУП ĕҫлеттерсе ярасси ыйтăва кашни эрнере пулакан планеркăра сӳтсе явнă
04.09.2018Шупашкарти «Теплосеть» МУП ĕҫлеттерсе ярасси ыйтăва кашни эрнере пулакан планеркăра сӳтсе явнă

Авӑн уйăхĕн 3-мĕшĕнче  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе тата федераци службисен регионти уйрăмĕсен ертӳҫисемпе кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăна ирттернĕ. Кун йĕркинчи тĕп ыйтусенчен пĕри – ЖКХ сфери. «Коммуналлă технологисем» ТМЯО сечĕсене Шупашкарти «Теплосеть» МУП тытӑмне кӗртни, хула халăхне ăшăпа тивĕҫтерме условисем йĕркелесе тăратасси актуаллă ыйтусем пулса тăраҫҫĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлăхĕ Алексей Ладыков хăйĕн сăмахĕнче  «Коммуналлă технологисем» ТМЯО ăшăпа тивĕҫтерекен тытăмӑн объекчӗсене 2018 ҫулхи ҫурла уйăхĕн 27-31-мĕш кунĕсенче «Теплосеть» МУПа куҫарса панине пӗлтернӗ. Пурлăха ĕҫ хучĕсемпе килĕшӳллĕн куҫарма пĕтĕмпе пилĕк комисси йĕркеленĕ. Вӗсен йышне «ЖКХ тата тирпей-илем управленийӗ» МБУ, Хулари пурлӑх комитечӗ, «Водоканал» АО ĕҫченĕсене, вĕсемсĕр пуҫне эксперт шутĕнче «Мари Эл тата Чӑваш Ен»  ПАО филиалĕпе «Т Плюс», «ПМК-4» ТМЯО, «Газпром регионсем хушшинчи газ Шупашкар» ТМЯО представителĕсене ҫирĕплетнĕ.

Палăртнă йĕрке тăрăх, ăшăпа тивĕҫтермелли тытăма (унӑн йышне 106 объект кӗрет) тĕпрен ҫĕнĕ организацине куҫарнă.

Хĕллехи вӑхӑтра усӑ куракан транспорта тĕрĕслев витĕр кăларнă, хутса ăшăтмалли тапхăра кӗтсе илме мӗнлерех хатĕрленнине те тишкернĕ. Ăшăпа тата шывпа усă курнăшăн тӳлемелли хаксене Чăваш Республикин конкуренци политикипе тарифсен патшалăх служби ҫирĕплетнĕ.  

Чăваш  Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев кивĕ организацирен кайнӑ ӗҫченсен шӑпипе кăсăкланнă, вырăнти ертӳлĕхрен халĕ вĕсем ăҫта ĕҫлени пирки ыйтса пĕлнĕ.  Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне «Теплосеть»  МУПа пурĕ 752 ҫынна ĕҫлеме вырнаҫтарнă.  Пĕтĕмпе штатра 1140 ҫын шутланать.

Хальхи вăхăтра ҫĕнĕ организаци  нумай хваттерлĕ ҫуртсенче пурăнакан ҫынсемпе уҫă калаҫусем ирттерет, тӳ­левсене тӳрремĕнех вӗсене тӳлеме май пуррине ăнлантарса парать. Тепӗр чухне, управляющи компанисем уҫăмлăн ĕҫлеменни сисĕннине, ҫавна май пулăшусемпе усă курнăшăн илекен укҫана шăпах та ăшăпа тивĕҫтерекен организацине тӳрремĕн куҫарни паха пулнине ҫирӗплетнӗ Алексей Ладыков. 

«Нимĕнле чăрмав та сиксе ан тухтăр, ыйтусене пĕтĕмпех уҫăмлăн тата вăхăтра татса памалла. Халăхпа пĕр шухăшлă пулса ĕҫлеме тăрăшмалла», — тенĕ регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хула администрацийĕнче ĕҫлекенсене, Министрсен Кабинечĕн членĕсене кĕске вăхăт хушшинче пысăк ыйтăва татса пама тӑрӑшнӑшӑн тав тунă. «Тавах сире, ĕҫе тивĕҫлĕ шайра пурнăҫласа пынӑшӑн.  Ку ыйту – халăхшăн  ҫав тери пĕлтерĕшлĕскер. Ҫынсем влаҫа ăнланасси, шанасси ҫак ыйтусенчен те сахал мар килет», – тенĕ вăл.         

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика