Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Экономикăна пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕҫтерес ыйтупа ирттернĕ уҫă калаҫăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă
16.07.2019Экономикăна пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕҫтерес ыйтупа ирттернĕ уҫă калаҫăва Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăннă

Михаил Игнатьев принял участие в «круглом столе» на тему: «Обеспечение экономики высококвалифицированными специалистами»Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕнчен вĕренсе тухнă студентсене савăнăҫлă лару-тăрура дипломсем парса чысланă. Паллă пулăм хулара «Амазония» этнокомплексра иртнĕ.  Экономикăна пысăк квалификациллĕ специалистсемпе тивĕҫтерес ыйтупа "ҫавра сĕтел" мелĕпе уҫă калаҫу иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ аслă шкултан тухнисене ăнăҫлă вĕренсе пĕтернĕ ятпа саламланă. Пурне те малашнехи пурнăҫра лайăх ҫул-йĕр шыраса тупма чĕнсе каланă. Регион Пуҫлăхĕ Мускаври политехника университечĕн ректорне Владимир Миклушевскийне тата Шупашкарти филиалĕн директорне Александр Агафонова, аслă шкулта ĕҫлекен мĕнпур профессионалсене ҫамрăксене тарăн пĕлӳ пама витĕм кӳнĕшĕн тав тунă.

«Шупашкарти институт хăйне тивĕҫлипе кăтартса панă ытти аслă шкулсем хушшинче. Пирĕн тĕп тĕллев – тата та лайăхрах ĕҫлеме вĕренсе пырасси. Паянхи пурнăҫ валли ыйтакан паха специалистсем хатĕрлесе кăларас ыйту та кун йĕркинче», тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ. Мускаври политехника университечĕн ректорĕ Владимир Миклушевский ҫитĕнекен яш-кĕрĕме ырă ĕҫсемпе лăпланса лармалла маррине, ӳлĕмрен тата та пысăкрах кăтартусемпе палăрма ăнтăлмаллине чĕнсе каланă.  Ăс-хакăл тĕнчине кулленех пуянлатмаллине, пысăк тавра курăмлă специалистсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пымаллине каланă. «Сирĕн паха пĕлӳ ҫĕршывшăн усăллă пуласса та ĕненетĕп», тенĕ вăл сăмаха пĕтĕмлетсе.   

Ҫамрăксене савăнăҫлă лару-тăрура Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алевтина Федорова ăшшăн саламланă. Саламсем ҫумне ҫавăн пекех Мускаври политехника университечĕн Шупашкарти филиалĕн директорĕ Александр Агафонов хутшăннă. Асăннă кун 176 студент алла диплом илнĕ, вĕсенчен 18-шĕ хĕрлĕ диплома тивĕҫнĕ.

Каярах ҫамрăксемпе, пысăк профессионалсемпе ҫавра сĕтел мелĕпе уҫă калаҫу иртнĕ. Мероприятине Чăваш Енри предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хутшăннă. 

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăри влаҫ органĕсенче тăрăшакансем аслă шкулсемпе тата предприятисемпе тачă ҫыхса ĕҫленине каланă. «Ҫулсерен регионта халăха ĕҫпе тивĕҫтерес, тарăн пĕлӳ илме условисем йĕркелесе тăратас тĕллевпе бюджетран 650 млн яхăн укҫа-тенкĕ тăкакланать», тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ. 

Тĕп тĕллевсенчен пĕри – ĕҫ тухăҫлăхне ӳстерсе пырасси. 2018 ҫулта наци проекчĕпе килĕшӳллĕн йышăннă тухăҫлăха ӳстермелли программăна Чăваш Ен пуҫласа кĕнĕ. Вăл ыйтупа республикăри предприятисемпе организацисем ăнăҫлă ĕҫлесе пыраҫҫĕ.  Кăтарту та сахал мар, 7 предприяти ыттисемшĕн паха тĕслĕх вырăнĕнче. Наци проекчĕпе ĕҫлеме тата та 23-шĕ заявка тăратнă. Патшалăх тĕревĕпе 60 ытла предприяти усă курма пултарать, ĕҫ тухăҫлăхне хăпартма условисем йĕркелейрет.    

Михаил Игнатьев промышленноҫ сферипе ытларах ĕҫлеме каланă. Ҫĕнĕ Шупашкарпа Канашра ҫав тери хăватлă аталанса пырать промышленноҫ тесе сăмаха малалла тăснă вăл. Ҫĕнĕ Шупашкара ТОСЭР статусне парассипе те хĕрӳ тăрăшнине асăннă вăл сăмаха ҫавăрса.       

«Чувашторгтехника»  АУО генеральнăй директорĕ Наиль Хайрутдинов  республика Пуҫлăхне Михаил Игнатьева федераци программисене хутшăнма пысăк ĕҫсем йĕркелесе тăратнăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Предприяти тухăҫлăха ӳстерессипе ҫав тери аван ĕҫлесе пынине хыпарланă вăл.

 Мускаври политехника университечĕн ректорĕ Владимир Миклушевский пысăк технологисен витĕмлĕхне тĕпе хурса ĕҫлесе пымаллине палăртнă.  «Ҫĕршыв ертӳлĕхĕ паянхи пурнăҫ таппинче экономика ыйтакан специалистсем хатĕрлесе тăратма хушать», тенĕ вăл сăмаха хушса.

Аслă шкултан вĕренсе тухнисем хăйсен шухăшĕ-кăмăлĕ пирки каласа кăтартнă.

Палăртмалла, аслă шкулти 80 студентпа ҫамрăк вĕрентекенсем УМНИК тата УМНИК-НТИ конкурс ҫĕнтерӳҫисем пулнă. Сахал мар пысăк проектсем хатĕрлесе ҫĕршыв шайĕнче хисепе тивĕҫнисем те йышлă. Институт ҫĕнĕлле ĕҫлесе пыма вĕрентекен фондпа вунă ҫул ĕнтĕ тачă ҫыхăнса ĕҫлесе пырать,  Чăваш Ене 300 млн ытла укҫа-тенкĕ явăҫтарма май килнĕ

Предприяти ертӳҫисем студентсене мĕн ҫамрăкранах практика ĕҫне явăҫтарни паха тесе каланă. Пысăк технологисемпе ĕҫлеме пĕлекен специалистсем тăтăшах организацисене кирлине те асăннă вĕсем.

Юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикинчи вӑтам сыпӑкри пысӑк ӑсталӑхлӑ рабочисемпе специалистсене вӗрентсе хатӗрлекен тытӑмра палӑрмаллах лайӑх улшӑнусем пулса иртрӗҫ.

Вӑтам професси пӗлӗвӗ паракан тытӑма аталантарма юлашки  ҫулсенче сахал мар тăкакланнă. Ҫакӑ вӑл этем капиталне хывнӑ питӗ пысӑк инвестицисем. Пирӗн пӗрлехи ӗҫӗмӗр витӗмӗпе вӗренӳ заведенийӗсенчен ӗҫ паракансен чи ҫӳллӗ шайри требованийӗсене тивӗҫтерекен специалистсем вӗренсе тухаҫҫӗ тесе каланă ҫавра сĕтел мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫăва пухăннисем. Паллах, пысӑк ӑсталӑхлӑ специалистсем ҫитсех каймаҫҫӗ, анчах та ӗҫ рынокӗ ыйтнине мӗнлерех майсемпе усӑ курса тивӗҫтермеллине лайӑх чухланине те асăннă вĕсем. Чӑваш Ен «Ҫамрӑк профессионалсем» юхӑма хастарлӑн хутшӑнать. Пирӗн пилӗк студент тӗнче чемпионатне хутшӑнма Ворлдскиллс Россия пӗрлештернӗ наци командин йышне кӗнĕ. Компетенцисен специализациленӗ 175 центрӗнчен 5-шне пирӗн республикӑра уҫнӑ.

Професси енӗпе вӑтам тата аслӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ учрежденийӗсен никӗсӗ ҫинче «Ворлдскиллс» стандарчӗсем тӑрӑх кӑтартуллӑ экзамен йӗркелесе ирттермелли вырӑнсене ку чухнехи оборудованипе тивӗҫтерес ӗҫе чаплă йĕркелесе тăратнă.

Ҫамрӑк ҫынсене пурнӑҫра хӑйсен пултарулӑхӗпе туллин усӑ курма вӗрентсе хатӗрлесси – паллах, пӗлтерӗшлӗ те яваплӑ тӗллев. Халӑх пӗрлӗхне сыхласа упрама пулӑшакан хаклӑран та хаклӑ пуянлӑх шутӗнчи кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсен тытӑмӗ ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Пирӗн хамӑрӑн ачасене ҫав пархатарлӑ никӗс ҫинче воспитани памалла, вӗсене йӗркеллӗ те лайӑх ҫын пулса ӳсме пулӑшмалла тенĕ ертӳҫĕсем сăмахсене пĕтĕмлетсе.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика