Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре 230 пин тонна тырă тĕшĕлесе кĕртнĕ
21.08.2017Чăваш Енре 230 пин тонна тырă тĕшĕлесе кĕртнĕ

Паян, çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе  федераци службисен Чăваш Енри уйрăмĕсен ертӳçисемпе кашни эрнере пулакан ĕçлĕ планеркăна ирттернĕ.

 Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри -  уй-хирти вырма ĕçĕсем.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов паянхи кун тĕлне республикăра 84,4 пин га çĕр лаптăкĕ çинчен пăрçа тата пĕрчĕллĕ культурăна çăлса пăрахнине асăннă.  Çакă мĕнпур палăртнă планран 30 процент шутланать. Пĕтĕмпе 230,7 пин тонна тырă пуçтарса илнĕ, вăтамран тухăç пĕр гектартан 28,4 центнер тухать.  Кунне вăтамран  республикăра 7,1 пин гектар çинчен тырăна тĕшĕлесе кĕртеççĕ уй-хир ĕçченĕсем.  Вырмара пурĕ 642 комбайн кĕрлет.

 Çĕр улмине пухса кĕртес ĕç те хĕрӳ пуçланнă.  Республикăри 8 муниципалитетра çак ĕçе тытăннă та. Хальлĕхе 84 гектар çинчен тухăçа 2,1 пин тонна  тирпейлесе те кĕртнĕ.

Пахча-çимĕçе республикăра 5 районта пурĕ 34 га çĕр лаптăкĕнчен пуçтарса илнĕ. 

Регионта 12 муниципалитетра  пурĕ кĕрхи культурăна 2,8 пин гектар акса хăварнă. 2018 çулта кĕрхи культурăсен лаптăкне 105 пин га çитерме тĕллев лартнă.  Уйра суха ĕçне сахал мар тунă, кăтарту 71,2 пин га çитнĕ, планпа пăхса хăварнинчен 67,8 процентпа танлашать.

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче республикăри хуçалăхсене пĕтĕмпе патшалăх тивĕçтерекен субсидине 1 471,6 млн тенкĕ панине каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн сăмахĕнче уйри ĕçсем планпа килĕшӳллĕн пурнăçланса пынине асăннă. Тăпрари нӳрĕк пысăк пулманнине, вăл 14-16 процентпа танлашнине каланă. 

"Палăртма кăмăллă, Елчĕк районĕнче уй-хир ĕçне çуррине пĕтернĕ те. Кăтарту вĕсен чи лайăххи - 52 процент.  Вĕсем ир пуçласа кунĕ-çĕрĕпе уйра, ыттисен ырă тĕслĕх илмелле. Кашни ертӳçĕн ĕçе пĕлсе йĕркелемелле. Ырă çанталăкпа усă курса юлма тăрăшмалла.  Ĕçе васкаманнисене кăштах силлесе илмелле.  Лартса çитĕнтернĕ тухăçа уйра выртарса хăварма юрамасть», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.   

Республикăра кая юлса пыраканнисем: Улатăрсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Муркашсем, Куславккасем, Сĕнтĕрвăррисем. 

Паянхи канашлура республика Ертӳçи тыр-пул, пахча-çимĕç хакĕсем пирки те чарăнса тăнă. «Тĕлли-паллисĕр хаксене ӳстерсе яма юрамасть», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов  хăйĕн сăмахĕнче таварсен хакĕсем пирки халăха вăхăтра пĕлтерсе тăма хушнă.

«Кĕр парни» çулсерен ирттерекен акцине хула ертӳлĕхĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркелесе пыма чĕнсе каланă Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев.  Çак ĕçсене пурнăçланă чухне уйрăмах ветерансен сĕнĕвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, вĕсене шăпах та, шута илме чĕнсе хăварнă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика