Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пурӑнмалли ҫурт-йӗре хута ярас ыйтупа йĕркеленĕ видеоканашлăва хутшăннă
08.11.2018Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин пурӑнмалли ҫурт-йӗре хута ярас ыйтупа йĕркеленĕ видеоканашлăва хутшăннă

Чӳк уйăхĕн 8-мĕшĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Раҫҫей Федерацийĕн строительство Министрĕн ҫумĕ Никита Стасишин йĕркелесе ирттернĕ видеоканашлăва хутшăннă. Кун йĕркинчи тĕп ыйту – пурӑнмалли ҫурт-йĕре хута ярасси.   

Федераци ведомствин пуҫлăхĕн ҫумĕ хăйĕн сăмахĕнче пурăнмалли ҫурт-йĕре ҫулсерен нумайлатса пымаллине, ҫак ӗҫӗн калăпăшĕ ӳсмеллине палăртнă, кăтарту 120 млн тăваткал метртан кая мар пулмалла тенĕ. Кун пирки Раҫҫей Президенчĕ 2018-мĕш ҫулта ҫу уйăхĕн 7-мĕшĕнче алă пусса ҫирĕплетнĕ Указра та палӑртса хӑварнине тепĕр хут аса илтернӗ вăл, сăмаха малалла тăсса регионсенче хальхи вăхăтра приоритетлă проектсене хатĕрлес тӗлӗшпе хĕрӳ ĕҫ пынине палăртнă.

Никита Стасишин регионсенче ĕҫлекенсене 2019-мĕш ҫул валли йышăнакан планра пурăнмалли ҫурт-йĕр калăпăшне палăртнă чухне тĕплĕн ĕҫлемеллине, кăтартăва ӳстер­меллине, ҫав планпа 2024-мĕш ҫулчченех усӑ курмаллине асăннă. Сăмах май, ҫурт-йĕр ыйтăвĕ актуаллă пулнине, объектсен строительствине патшалăх енчен пулӑшу куҫма пултарасса каланă. Уйрăмах харпăр хăй валли тăвакан пурăнмалли ҫуртсене патшалăх пысăк тимлĕх уйăрасса асăннă вăл. 

Аса илтеретпĕр, 2018-мĕш ҫулта Чăваш Республикинче планпа килĕшӳллĕн пурĕ 620 пин тăваткал метртан кая мар ҫурт-йĕр хăпартма палӑртнă. Кăтарту япăх мар, 2017-мĕш ҫулхипе пăхас пулсан 102,5 процент шутланать.  Кăҫалхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче пурĕ 353,6 пин тăваткал метр чухлĕ ҫурт-йӗр ҫӗкленӗ, ҫакӑ вӑл пӗлтӗрхи ҫак тапхăртипе танлаштарсан, 102,3 процентпа танлашать.  Палăртмалла, мĕнпур калăпăшран 77 проценчĕ нумай хваттерлĕ ҫуртсем, 23 проценчĕ вара харпăр хăй тĕллĕн ҫĕклесе лартнисем.

Видеоканашлура регионсенче ĕҫ графикне планпа килĕшӳллĕн мӗнлерех пурнăҫласа пынине те тĕплĕн сӳтсе явнă. Граждансемшӗн йывăрлăх кăларса тăратакан ыйтусене тишкернĕ, нумай хваттерлĕ ҫуртсем тунӑ чухне сиксе тухакан чăрмавсем ҫинчен те сăмах пуҫарнă. Халăх пая кĕрсе хваттерсем илме ӗмӗтленет, анчах хӑш чухне ку енĕпе те сахал мар кăлтăк сиксе тухать, ҫавна май ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслесе тӑма хушнă.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Республикинче ҫавӑн пек объектсен шучĕ 86 шутланать, реестра вĕсене ҫирĕп йĕркепе кĕртнĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика