Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Енре 10,7 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртмелли юлнă
10.09.2018 Чăваш Енре 10,7 пин га ҫĕр лаптăкĕнчен тыр-пула пухса кĕртмелли юлнă

Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕнче  Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планерка иртнĕ. Кун йĕркине кĕртнĕ тĕп ыйтусенчен пĕри – тыр-пула пухса кĕртесси, кĕрхи культурăна планпа пăхса хăварнă тăрăх акса хăварасси.  Ыйтупа тĕплĕнрех Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – ял хуҫалăх министрĕ Сергей Артамонов калаҫнă.  

Паянхи куна пурĕ Чăваш Республикинче 609,2 пин тонна тырă тĕшĕленĕ.  Чи нумай тухăҫа пухса кĕртекенни Елчĕксем, вĕсен кăтартăвĕ 54,9 пин тоннăпа танлашать.  Ку енĕпе кăтарту Вăрнарсен те, Ҫĕрпӳсен те япăх мар, ҫитĕнӳ пысăк пулни куҫкĕретех тенĕ вице-премьер.  

Тыр-пула пĕтĕмпех уй-хиртен пухса кĕртмен-ха, 10,7 пин га тăрса юлнă.  Хура тулă, кукуруза анисем те пушанман, вĕсене ял ĕҫченĕсем авăн уйăхĕпе юпа уйăхĕнче пушатма плана кĕртнĕ.   

Тыр-пула пĕтĕмпех пухса илнĕ районсем ҫаксем: Улатăрсем, Патăрьелсем, Канашсем, Каҫал енсем, Хĕрлĕ Чутайсем, Пăрачкавсем, Шăмăршăсем, Елчĕксем, Тăвайсем.  

Республикăра выльăх апатне ҫителĕклĕ хатĕрленĕ. Тырăн пахалăхĕ питĕ лайăх тесе хакланă вице-премьер.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев ҫĕр ĕҫченĕсене валли таварсене сутма хаксем питĕ лайăх тенĕ. Кăҫалхи пек пысăк хак ытти чухне пачах та пулман тесе палăртнă вăл.

Республикăра 19 районта ҫĕр улмине пухса кĕртессипе тăрăшаҫҫĕ ял ĕҫченĕсем. Ку енĕпе хастар ĕҫлекеннисем – Куславккасем, Каҫал енсем, Вăрмарсем.  12 муниципалитетра пахча ҫимĕҫе тирпейлессипе хĕрӳ ĕҫлеҫҫĕ.

Хăмла тирпейлессипе Вăрнарсем, Урмарсем, Етĕрнесем ырми-канми тăрăшаҫҫĕ, пĕтĕмпе 40,9 тонна пухса кĕртнĕ.

Кăҫал кĕрхи культурăна 105 пин га ҫĕр лаптăкĕ ҫинче акса хăварма плана кĕртнĕ хуҫалăх ĕҫченĕсем. Паянхи кун тĕлне пурĕ регионта 90,4 пин га акса пĕтернĕ. Планпа пăхса хăварнинчен 86,1 процент шутланать.

Сергей Артамонов хăйĕн сăмахĕнче кăҫал аграри тытăмĕнче вăй хуракансене патшалăх енчен  2 788,4 млн куҫассине палăртнă. Авăн уйăхĕн 10-мĕшĕ тĕлне пурĕ хуҫалăхсем 1 521,5 млн тивĕҫнине пĕлтернĕ вăл.    Ҫăмăллăх кредичĕсене те ял ĕҫченĕсем хапăл тусах илеҫҫĕ.   Паян канашлура «Юрма» чăх-чĕп фабрикипе ҫыхăннă ыйтусене те тапратнă.  Усал каяшсене пухса тирпейлемелли объект хута яма план тунине, проект валли ҫулсен карттине хатĕрленине пĕлтернĕ Сергей Артамонов. Ĕҫ хутне Чăваш Республикин Ял хуҫалăх министерствине тăратнине асăннă вăл.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Владимир Аврелькин предприяти пысăк технологиллĕ хатĕр туянма заявка тăратнине пĕлтернĕ.  Кредит илме ĕҫ хучĕсене пуҫтарассипе те активлă ĕҫлет агрохолдинг тенĕ вăл сăмаха малалла вакланă май.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев предприяти ертӳҫи Владимир Ермолаев 1,5 ҫул хушшинче финанс ыйтăвĕсем пĕтĕмпех татăлсан, проекта пурнăҫа кĕртĕпĕр тесе каланине аса илнĕ.  Ҫулсен карттине ҫĕнĕлĕхсем кĕртме хушу панă республика Пуҫлăхĕ, экологи хăрушсăрлăхĕ пирки ыйтăва ҫивĕчрех пăхса тухма асăрхаттарнă.    

Аса илтеретпĕр, 2017 ҫулта предприяти 49 пин тонна аш-какай тирпейлесе кăларнă.  2012-мĕш ҫултан пуҫласа организацине 9,6 млрд инвестици хывнă, вăл шутран 2,1 млрд патшалăх тĕревĕ. 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика