Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев «Доброфорум» республикӑри ырă ĕҫ тăвакансен форумне уҫнӑ
19.11.2020Олег Николаев «Доброфорум» республикӑри ырă ĕҫ тăвакансен форумне уҫнӑ

Олег Николаев открыл республиканский форум добровольцев «Доброфорум»Чӳк уйăхĕн 18-мӗшӗнче Чăваш Енре  «Доброфорум» ырă ĕҫ тăвакансен форумĕ иртнĕ. Мероприятине Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн базинче йĕркелесе ирттернĕ.

Паллă пулăма Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хутшăннă.  Форума уҫнă май, вăл регионти ырă ĕҫ тăвакан пуҫаруллă 25 ҫынна  "Эпир пӗрле " Пӗтӗм Раҫҫейри акцине хутшăннисене чун-чĕререн саламланă,  «Эпир пĕрле» ятлă наградăна парса хавхалантарнă. Палăртма кăмăллă, чăнласах та, вĕсем хастар ҫынсем, инкеке лекнисене пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ, май килнĕ таран пулăшу парса тивĕҫтереҫҫĕ. Ырă ĕҫ туни каялла ырпа таврăнать текен ăнлава лайăх ăнланать ҫитĕнекен ăру. 

"Форум  регионта, ҫав шутрах ҫĕршывра та кӑткӑс условисене пӑхмасӑрах иртет. Пурсăмăр та пĕрле хар тăрса, ҫӗнӗ коронавирус инфекцине халăх хушшинче сарăлассинчен сыхă тăни пĕлтерĕшлĕ.  Куншăн сире, яваплăха туйса хăвăра шанса илнĕ ĕҫе пурнăҫланăшăн тав тăватăп", - тенĕ мероприятине уҫнă май форум ĕҫне хутшăнакансем умĕнче регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Палăртса хăваратпăр, акци шайĕнче ырă ĕҫ тăвакансем республикăри ватăсем, йывăрлăх тӳсекен ҫынсем патне час-часах ҫӳреҫҫĕ,  вӑйсӑр граждансене апат-ҫимӗҫ, эмел, ҫӳп-ҫап, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ тӑкаксемшӗн тӳлеме пулӑшаҫҫӗ. Чӑваш Республикин волонтерӗсем акци пурнăҫа кĕме тытăннăранпа 25 пин ытла заявка пурнӑҫланӑ.

Олег Николаев волонтерство Чӑваш Енре тӗрлӗ енпе - медицинӑра, экологи, патриотизм воспитанийӗнче, шырав ӗҫ-хӗлӗнче, студентсемпе шкул хутлӑхӗсенче тата ытти  мероприятисене хастар хутшăннине, вĕсен паха ĕҫĕсем ырă тĕслĕх пулнине каланă.

2020 ҫулхи ĕҫ кăтартăвĕсене тишкернĕ, пĕтĕмлетӳ тунă. Волонтер ӗҫ-хӗлӗн чи лайӑх йӗркелӳҫисене Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствин тав ҫырăвĕсене парса чысланă.

Республикӑри форума  ҫĕршывра раштав уйăхĕн 5-мĕшĕнче палӑртнӑ доброволец кунне халалланă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика