Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани
30.09.2017Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани

Хисеплӗ  ветерансем!

Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе чун-чӗререн тата ӑшшӑн саламланине йышӑнсамӑр!

Ҫак кун эпир хамӑрӑн юратнӑ атте-аннене, сумлӑ ӗҫпе вӑрҫӑ вете­ранӗсене, пысӑк ӑсталӑхлӑ наставниксене, аслӑ ӑру ҫыннисене чи ырӑ та ҫепӗҫ сӑмахсемпе тав туса пуҫ таятпӑр.

Эсир вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи йывӑр ҫулсене чӑтса ирттернӗ, ҫӗршыва вӑр­ҫӑ хыҫҫӑнхи тапхӑрти юхӑнчӑклӑхран чӗртсе тӑратнӑ, малашнехи ҫул­­сенче вара унӑн ырлӑхӗшӗн тӳрӗ кӑмӑлпа ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑ­ваш Ен тивӗҫлипе мухтанакан чылай япалана эсир хӑй вӑхӑтӗнче пул­таруллӑ тата пысӑк ӑсталӑхпа ӗҫленине пула туса хӑварнӑ.

Эсир ӑс-хакӑл никӗсӗсене, кӑмӑл-сипетпе ҫемье хаклӑхӗсене тип­тер­­лӗн сыхласа упратӑр, пирӗншӗн ырӑ тӗслӗх шутланатӑр, хӑвӑрӑн пур­нӑҫри тата ӗҫри паха опытӑра ҫамрӑксене паратӑр. Нумайӑшӗ сиртен халӗ те республикӑн обществӑпа культура пурнӑҫне хастарлӑн хут­шӑ­нать, ҫакӑ, паллах, пысӑк хисепе тивӗҫ. Ҫамрӑк ӑрӑва лайӑх вос­пи­тани парса ӳстерес, тӑван ҫӗре чечеклентерсе аталантарас ӗҫе курӑм­лӑ тӳпе хывнӑшӑн сире пӗтӗм чунтан тав тӑватӑп.

Аслӑ ӑру ҫыннисемшӗн тӑрӑшасси – пиртен кашнин тивӗҫӗ. Ветерансене пур енлӗн пулӑшса пырасси патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ­сенчен пӗри шутланать. Халӑх пурнӑҫӗн тӑршшӗ пысӑкланни тата нумай пурӑнакан ҫынсен шучӗ палӑрмаллах ӳсни ҫак нумай енлӗ ӗҫ тухӑҫлӑхне  ӗненмелле ҫирӗплететет.

Хаклӑ ветерансем!

Сирӗн ырӑ кӑмӑллӑхӑр, вӑй-халӑр тата чун ҫамрӑклӑхӗ нихӑҫан та ан иксӗлччӗр, пурнӑҫра ҫывӑх ҫыннӑрсен ӑшпиллӗ юратӑвӗпе пулӑ­шӑвне яла­нах туллин туйса тӑрӑр! Сире ҫирӗп сывлӑх, хастар кӑмӑл тата вӑ­рӑм ӗмӗр сунатӑп! 

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑ­хӗ                                              М.Игнатьев

 

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика