Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче отчет тунӑ
12.06.2020Олег Николаев Чӑваш Ен Патшалӑх Канашӗнче отчет тунӑ

Олег Николаев выступил с отчетом в Госсовете Чувашии Ҫĕртме уйăхĕн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн черетлӗ 41-мӗш сессийӗнче,  Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗҫ-хӗлӗн кăтартăвĕсем ҫинчен калакан отчетпа Олег Николаев  тĕплĕн паллаштарнă.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан регионӑн финанспа экономика лару-тӑрӑвне пӗлтӗрхи пĕтĕмлетӳсем тăрăх хак панă, ҫавӑн пекех малалла ӗҫлемелли плансемпе паллаштарнă, коронавирус  инфекцийĕсемпе ҫыхăннă хăш-пĕр самантсем пирки каласа хăварнă, ҫĕнĕлĕхсем ҫинчен чарăнса тăнă.

Инвестицисем тата предпринимательлӗх активлӑхне ӳстересси  чи пĕлтерĕшлĕ ыйтусенчен пĕри. Сӑмахран, 2019 ҫулта Чӑваш Республикин тӗп капиталне финанс ҫӑлкуҫӗсен шучӗпе 63,6 миллиард тенкӗ хывнӑ (105,7%  пулать 2018 ҫулхипе танлаштарас пулсан). 2020 ҫулта инвестици калӑпӑшӗ палăртса хунă тăрăх 69,3 миллиард тенкӗне ҫитмелле.

"Ҫак кăтарту патне  ҫитсе пырсан та ку чухнехи конкурентлӑ экономикӑна йӗркелес ыйтусене татса пама ҫителӗксӗр ҫак виҫе. Пирӗн умра инвестицисен калӑпӑшне ӳстерсе пырасси чи кирли. Экономикӑна аталантарас пулсан,  ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем тӑвасси те кун йĕркинчех. Социаллӑ пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас тӗллевсем ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла", - палӑртнӑ Чӑваш  Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан.

Олег Николаев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен социаллӑ сферӑри тӗп тӗллевӗсене палӑртнӑ. Вӗсенчен чи пĕлтерĕшли - халӑх тупӑшне ӳстересси. Республика асӑннӑ кӑтарту енӗпе хальхи вӑхӑтра малта пыракан вырӑнсенче мар, апла пулсан малашлăхра чылай ĕҫлемеллине асăннă вăл.

Кӑҫал республикӑра тавралӑхри экологи сиенне чакарма ҫӳп-ҫапа уйрӑм пухас ӗҫ пурнăҫа кĕме пуҫларĕ. Унсӑр пуҫне экотехнопарк тума  та плана кĕртнĕ.

Пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕҫтересси те ҫивĕч ыйтусенчен пĕри. Шкулсемпе ача сачӗсем тума, ялта пурӑнма  условисене лайăхлатасси, ҫав шутра ялти ипотека енӗпе ставкӑна чакарни те халăхăн пурнăҫне пысăк витĕм кӳрет. Ҫынсен кăмăлĕ уҫăлать, ĕҫлеме, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма вăй-хăват хутшăнать.

"Эпир лартнӑ  тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырассишĕн пĕтĕм вăй-хăватпа, яваплăха туйса тăрăшатпăр. Ҫынсене хисеплени , пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлени шăпах та, ҫитĕнӳсем тума пулăшаҫҫĕ. Ячĕшĕн кăна ĕҫлени, паянхи пурнăҫа пĕрре те тивĕҫтермест, апла пулсан пурин те тӳсĕмлĕ, тăрăшса, халăхăн пурнăҫне ырă енне куҫарса пырассишĕн, таса чунпа, яваплăха туйса ĕҫлемелле», - тесе каланă Олег Николаев.

Доклад вӗҫленнӗ хыҫҫӑн республика Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев депутатсен ыйтӑвӗсем ҫине  тĕплĕ хуравсем панă.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика