Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Чӑваш Ен палăртнă тĕллевсене пысăка хурса хакланă
24.07.2020Раҫҫей Федерацийӗн Промышленноҫпа суту-илӳ министерстви Чӑваш Ен палăртнă тĕллевсене пысăка хурса хакланă

Минпромторг России оценил амбициозные задачи ЧувашииУтă уйăхĕн 24-мӗшӗнче  Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев Шупашкарта Правительство ҫуртӗнче Раҫҫей Федерацийӗн промышленноҫпа суту-илӳ Министрӗн ҫумĕпе Алексей Беспрозванныхпа  ĕҫлĕ тӗлпулу ирттернӗ.

Регион кураторӗ шутланакан федераци министерствине, 2020-2025 ҫулсене валли Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн уйрӑм программине туса хатӗрлес ӗҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн  Олег Николаев мухтаса тав сăмахĕсем каланă.

"Эпир программăпа ĕҫлеме тытӑнтӑмӑр.  Тăрăшсах  вăй хуратпăр. Тен, темиҫе улшӑнусем тумалла та пулĕ-ха. Сирӗнпе пĕрле килĕшсе йышăнусене тăвăпăр. Паян Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн 2020-2025 ҫулсене валли хатĕрленĕ Комплекслӑ программӑна анлăн сӳтсе явăпăр. Пирӗн тӗллев - бюджет укҫи-тенкин тухӑҫлӑхне ӳстересси", - палӑртнӑ вӑл.

Олег Николаев пуҫарӑвӗпе туса хатӗрленӗ Чӑваш Республикин социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗн Комплекслӑ программине  пысăка хурса хакланине пĕлтернĕ Алексей Беспрозванных.  Ҫав тери хăватлă та кирлĕ ĕҫсем программăна кĕртнине асăннă вăл. Промышленноҫ вӑй-хӑватне аталантармалли проектсене Раҫҫей Промышленноҫ министерстви тӑтӑшах тӗрӗслевре тынине те асăннă  ведомство ертӳҫин ҫумĕ. Программăна кĕртнĕ проектсем кирлĕ, вĕсен пĕлтерĕшĕ те ҫав тери пысăк тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.

"Пуҫарусене тимлĕн тишкертĕмĕр.  Программа питĕ лайăх. Эпир куратпӑр пысăк тĕллевсем ума лартнине. Паллах, ҫакӑ пире савӑнтарать. Эсир промышленноҫа тата инвестици ӗҫ-хӗлне аталантармалли Фонд укҫи-тенкин калӑпӑшӗ пысăк пулнипе  пиллӗк регион йышĕнче. Эпир сире пулӑшусемпе тивĕҫтерме хатӗр", - тенӗ вӑл.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика