Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ
14.03.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕн ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Глава Чувашии Михаил Игнатьев провел встречу с руководством Порецкого районаЧăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Пăрачкав районĕнче пулнă, район ертӳлĕхĕпе ĕҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

Уҫă калаҫăва регион Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Пăрачкав районĕн пуҫлăхĕ Леонид Васильев, район администрацийĕн пуҫлăхĕ Евгений Лебедев хутшăннă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев вырăнти ертӳлĕхе курăмлă ĕҫлесе пынăшăн мухтаса тав сăмахĕсем каланă. Ӳлĕмрен те ҫитĕнӳсемпе палăрас тесессĕн, муниципалитет пурлăхĕпе - ҫĕрсемпе тухăҫлă усă курма чĕнсе хăварнă. Предприятисем аренда шучĕпе пурлăхсемпе усă кураҫҫĕ пулсан, укҫа-тенке вăхăтра бюджета хывса пыма хушнă. Халăх «сăрă» схемăпа ĕҫе вырнаҫассинчен яланах сыхă тăма каланă, тӳрĕ кăмăлпа ĕҫлеменнисене явап тыттарма сĕннĕ.

Ҫурхи уй-хир ĕҫĕсем ҫывхара килеҫҫĕ, ҫавна май ял хуҫалăхĕнче тăрăшакансен патшалăх пулăшăвне вăхăтра илме тăрăшмалла, вăрлăхсен пахалăхĕ ҫине те пысăк тимлĕх уйăрмалла тенĕ вăл. 

Ял хуҫалăх таварĕсен калăпăшне ӳстерсе пырас ыйту та кулленех кун йĕркинче пулмаллине асăрхаттарнă Михаил Игнатьев.  

Фоторепортаж  

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика