Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Элĕк районĕ: ялсене - такăр çулсем
26.09.2012Элĕк районĕ: ялсене - такăр çулсем

Паянхи кун автомобиль çулĕсене йĕркеллĕ тытса тăрасси, вĕсене тĕрĕс-тĕкел сыхласа хăварасси тĕп тĕллев пулса тăрать. Çавăнпах ĕнтĕ çул-йĕрсене вăхăтра юсасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Кăçал ялсем çывăхĕпе пыракан вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ пурте усă куракан çулсене юсама 4455,6 пин тенкĕ уйăраççĕ. Кăçалхи кăрлач-çурла уйăхĕнче вырăнти пĕлтĕрĕшлĕ автоçулсене 2388,2 пин тенкĕлĕх юсанă. Хальхи вăхăтра çул-йĕр ĕçĕсене Ехремкасси, Йăлкăш, Крымсарайкка, Питĕшкасси, Ураскилт, Чăваш Сурăм, Шĕмшеш, Юнтапа ял тăрăхĕсенче вĕçленĕ. Элĕк, Мăн Вылă, Тавăт, Тени ял тăрăхĕсенче автомобиль çулĕсене юсасси малалла пырать.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика