Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ
03.11.2020 Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ

Олег Николаев: предпринимателям Чувашии нужно разъяснять их права на интеллектуальную собственностьЧӳк уйăхĕн 3-мĕшĕнче  регионта саккунсăр майпа Промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешес енĕпе ĕçлекен комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ.

Комисси пайташĕсем промышленноç продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшне пӳлесси, строительство материалĕсен тата алкоголь продукцийĕн саккунсăр çаврăнăшĕпе кĕрешмелли мероприятисен кăтартăвĕсем пирки тĕплĕн чарăнса тăнă. Ларăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев ертсе пынă.

Чăваш Республикинче Шалти ĕҫсен министерстви витĕмĕпе республикăра оперативлă майпа тĕрлĕ профилактика ĕҫĕсене йĕркелесе ирттереҫҫĕ.  Ҫулсерен «Алкоголь» профилактика мероприятийĕ регионта анлăн иртет.  ШĔМĕн экономика хăрушсăрлăхĕн управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх ĕçкĕпе сăлтавланакан преступленисен шучĕ ӳссех пынине палăртнă.  Çавăнпа та эрех суту-илĕвĕ тĕлĕшпе хушма чарусем палăртни вырăнлă тесе каланăкомисси пайташĕсем. Чарусем палăртасси те виçеллĕ пулмалла, мĕншĕн тесен саккунлă суту-илĕве хĕстерсен ун вырăнне саккунсăрри йышăнас хăрушлăх пысăк – ĕçкĕпе çыхăннă лару-тăру пушшех çивĕчленĕ. Кун пирки те манмалла мар. Çав вăхăтрах сăмакун сутакансемпе çителĕксĕр ĕçленине кăмăлсăрланса палăртнă, ШĔМĕн ку енĕпе çине тăрарах ĕçлемелли çинчен каланă регион Ертӳҫи.

Марка ҫук таварсене час-часах та тупкаласа палăрткаланă ятарлă служба ĕҫченĕсем.  Алкголь таврашĕнче йĕрке пăснă тĕслĕхсем те сахал мар, вĕсен шучĕ 177 иртсе кайнă. Ҫирĕп йĕркене пăхăнманнисене административлă майпа явап тыттарнă.  Чăваш Республикин Экономика министерствинче тăрăшакансем те тăтăшах, графикпа килĕшӳллĕн предприятисене тухса тĕрĕслев ирттернĕ.  Лицензи пуррипе ҫуккине те  специалистсем ҫирĕп пăхаҫҫĕ. Ку енĕпе те йĕркесĕрлĕхсене тупкаланă, 2 материала административлă майпа явап тыттарма хатĕрленĕ. Лицензи йĕркине пăхăнмалла, унсăрăн тĕрĕслеве кĕтсех тăр.      

Ҫӳлерех асăннă ыйтăвăн ĕҫне тухăҫлăрах тăвас тесе, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Правительство комиссийĕ пирки калакан ĕҫ хутне те алă пусса ҫирĕплетнĕ.  Унăн йышне федераци службисен регионти управленийĕсенче тăрăшакансем, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсенче вăй хуракансем, асăрхавпа тĕрĕслев службин ĕҫченĕсем кĕнĕ.  

Паян комиссийĕн ларăвĕнче ытти актуаллă ыйтусене те тишкернĕ, лару-тăрăва уҫăмлатнă. Паянхи куна илес пулсан, Раҫҫейре ятарлă  наци маркировкисен тытăмне пурнăҫа кĕртнĕ.  Чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне кĕрĕксен пĕтĕмпех марка пулмалла. Атă -пушмак, туртмалли таврашне, эмельсене те, фотоаппаратсене, духи таврашĕсен те ҫакăн пек маркировка пулмаллах. Кунсăр пуҫне ытти хăш-пĕр таварсене те ҫак условисене пăхăнма хушнă.

Чăваш Республикинчи саккунсăр майпа промышленноҫ таварĕсене сарассинчен сыхă тăракан комиссийĕн ĕҫне пĕтĕмлетнĕ май, Чăваш Ен Пуҫлăхĕ предприятисемпе организацисене ҫĕнĕлĕхсем пирки вăхăтра пĕлтерме сĕннĕ, бизнеса аталантарасси, вĕсене кирлĕ пек условисем йĕркелесе парасси тĕп ыйтусенчен пĕри тенĕ.    

«Предпринимательсене ҫĕнĕ формăсем тата методикăсем пирки кулленех аса илтерсе тăмалла.  Чи кирли вăхăтра мĕнпур хыпарсене пĕлтересси.  Саккунсăр майпа промышленноҫ таварĕсене регионта сутăнассинчен пурин те сыхă тăмалла. Йĕрке пăсма никамăн та ирĕк ҫук. Шăпах та, ку енĕпе те цифровизаци мелне ытларах пурнăҫа кĕртме тытăнмалла», - тесе каланă сăмаха пĕтĕмлетсе Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика