Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Олег Николаев предпринимательсене пӗрле пухăнса килĕшсе ĕҫлеме сӗннĕ
07.02.2020Олег Николаев предпринимательсене пӗрле пухăнса килĕшсе ĕҫлеме сӗннĕ

Олег Николаев предложил предпринимателям объединитьсяНарăс уйăхĕн 6-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев  Правительство ҫуртӗнче «Аталану» Президент программипе вӗренсе тухакансен Ассоциацийӗ» Чӑваш Республикинчи общество организацийӗн членӗсемпе тӗл пулнӑ.

"Ассоциаци маншӑн ҫывӑх коллектив. Чӑваш ен экономикине аталантарма пӗтӗм вӑя пӗрлештерме сӗнетӗп. Манӑн тӗллев - Чӑваш Ен пуласлӑхӗпе кăсăкланакан, бизнес йӗркелеме опыт пухакан, хӑйсен бизнесӗшӗн яваплӑх илме пӗлекен ҫынсене пĕрле килĕшсе ҫак ӗҫе хутшӑнтарасси, - палӑртнă Олег Николаев.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев республикӑра ҫывӑх вӑхӑтрах Аслӑ экономика канашне йӗркелессине хыпарланă, вӑл ĕҫе Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков  ҫирĕп тĕрĕслесе тăрĕ тенĕ. Палăртнă канашăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - вырӑнти бизнес аталанӑвне пулӑшу парасси.

Тӗлпулӑва хутшӑнакансем бизнеспа влаҫ шӑпах ҫакӑн пек форматпа хутшӑнмаллине палӑртнă. "Ҫыннӑн пурнӑҫ пахалӑхне ӳстермелли факторсенчен пӗри - пӗчӗк тата вӑтам бизнесра ĕҫлеме пĕлни. Инвестици климачӗ те бизнесшӑн кӑмӑллӑ та ӑнланмалла пулмалла, ҫапла вара эпир регионăн социаллӑ пурнӑҫĕпе экономика аталанӑвӗнче инвестици циклне хута янине пула хăвăрт вăй илнине туйăпăр", - хӑйӗн шухӑшне пĕлтернĕ Владислав Семенов " Стратеги " фирма директорӗ.

 "Уйрӑм хăш-пĕр ӗҫсене эпир пысӑк бизнеспа пĕрле тӑвӑпӑр, пӗрлехи ӗҫсен планне туса хатӗрлӗпӗр, вӗсене аталантарма майсем туса парӑпӑр. Ҫак тӗллевсем усӑ паччĕр тесен пурне те конкретлӑ кейссемпе, проектсемпе ĕҫлеме сĕнетĕп", - тенĕ сăмаха пĕтĕмлетсе Олег Николаев.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика