Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Тутарсен пысăк уяв
09.07.2018Тутарсен пысăк уяв

Пĕтĕм тутарсен XVIII Сабантуйне йышăнать. Ăна çулленех çĕршыври 50 ытла регионта, чикĕ леш енчи 30 патшалăхра паллă тăваççĕ. Федераци шайĕпе ирттерекенни пĕлтĕр Астраханьте пулнăччĕ.

Тутар халăхĕн юратнă уявне 40 ытла регионтан 500 яхăн çын килсе çитмелле. Унсăр пуçне Чăваш Енре пурăнаканнисем те хастар хутшăнĕç. Тĕп мероприятисем Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре тата Анне монуменчĕ çывăхĕнчи лапамра иртĕç. Кунтах тутар «ялĕ» вырнаçĕ, ал ĕç ăстисем хăйсем мĕн тума пултарнипе паллаштарĕç, юрă-ташă ăстисем те куракансен кăмăлне çĕклĕç.

Спорт ăмăртăвĕсем валли те пысăк лаптăк уйăрĕç. Хăюллисем, вăйлисем тĕрлĕ тупăшăва хутшăнĕç. Чи-чи маттурри, кĕрешÿре çĕнтерни, Тутарстан Республикин Президенчĕн Рустам Миннихановăн парнине — çăмăл автомашинăн уççине — илĕ.

Ку пĕтĕмпех ыран пулĕ, паян вара Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче — Тутарстан искусство ăстисен концерчĕ. Вăл 18 сехетре пуçланчĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Тутарстан Республикин премьер-министрĕн заместителĕ Василь Шайхразиев хутшăнаççĕ. Программăра — тутар халăх, эстрада юррисем, наци классика произведенийĕсем, ташăсем.

Хайдяр САФИУЛЛИН, Шупашкар хулинчи тутар наци культура автономийĕн председателĕ:

— Çак куна пĕлтĕртемпех кĕтме тата хатĕрленме пуçларăмăр. Кĕтнĕ чухне вăхăт час иртмест пек. Тинех çитрĕ савăнăçлă çак самант. Хăнасене хăтлă хăна çурчĕсене вырнаçтартăмăр, каялла тăван хутлăхĕсене таврăнсан пирĕн пирки ырă кăмăлпа аса илччĕр тетпĕр.

Маншăн тата манăн çемьешĕн, çавăн пекех Шупашкарта, республикăра пурăнакан тутарсемшĕн Сабантуй — сăваплă уяв, пысăк пулăм. Несĕлсен авалхи йăлине упраса хăварни тата ăна анлă уявлама тытăнни — пирĕн пуласлăх пуррине палăртакан паллă.

Надежда СМИРНОВА.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика