Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чӑваш Республикинче ведомствăсен хушшинчи ыйтусен 99 процентне электронлӑ майпа пурнӑҫлаҫҫӗ
03.02.2020Чӑваш Республикинче ведомствăсен хушшинчи ыйтусен 99 процентне электронлӑ майпа пурнӑҫлаҫҫӗ

Нарăс уйăхĕн 3-мӗшӗнче Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăха пурнăҫлакан Олег Николаев Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн членӗсен тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан, федераци влаҫӗн территори органӗсен тата ытти муниципалитетсен ертӳҫисемпе планерка ирттернĕ.

Канашлӑва хутшӑнакансем 2019 ҫулта патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне электронлӑ майпа панин кăтартăвĕсене тĕплĕн  сӳтсе явнă.

Чӑваш Енĕн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан  Михаил Анисимов, пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине оптимизацилес тӗллевпе тӗнчери электронлӑ майпа хутшӑнса ӗҫлемелли пӗрлехи системӑна (СМЭВ) туса хунине тата унпа ҫыхӑннӑ СМЭВ регионти сегменчӗ ӗҫленине пӗлтернĕ. Чӑваш Енре ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсене тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене асӑннӑ  системӑна кӗртнӗ.

"Унта 2 пин ытла активлă усӑ куракан. Халӑх ыйтӑвӗсен 99 проценчӗ хут ҫинче мар, СМЭВ усӑ курса пурнӑҫланать", — палӑртнă Михаил Анисимов.

Официаллӑ кăтартусем тӑрӑх, 2019 ҫулта ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем паракан пулӑшу ӗҫӗсен шайӗнче 35 пине яхӑн запрос тăратнă, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем федераци влаҫ органӗсенчен СМЭВПА усӑ курса 88,5 пин ыйтни янӑ.

"Ҫитес 6 ҫул хушшинче пирӗн граждансене тата хăй халлĕн ĕҫлекен организацисене электронлӑ майпа паракан пулӑшу ӗҫӗсен шутне 90 процента ҫити ҫитермелле", - палӑртнӑ Михаил Анисимов.

2019 ҫулта ҫӗнӗ адаптерсене ӗҫе кӗртес (3.0 СМЭВ верси) ӗҫ пуҫланнă, ҫакӑ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне паракан пулӑшу ӗҫӗсен вăхăтне кӗскетме май парать.

2019 ҫулхи раштав уйăхĕн 23-мӗшӗнче Чӑваш Республикине федераци бюджетӗнчен субсиди парасси ҫинчен калакан Килӗшӗве алӑ пуснӑ.

Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсен пахалӑхне тата унпа усӑ курма май пуррине лайӑхлатасси Федераци саккунӗпе палӑртнӑ патшалӑх управленийӗн тытӑмне реформӑламалли тӗп ҫул-йӗрсенчен пӗри. "Патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗсене парассине йӗркелесси ҫинчен" калакан РФ Федераци саккунĕ (утă уйăхĕ 27-мӗшӗ 2010 ҫул  210 №).

Ҫак саккуна пурнӑҫланӑ шайра патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне панӑ чухне влаҫ органӗсен заявлени паракансенчен ытти органсем паракан справкӑсемпе документсене ыйтмалла мар. Ҫапла майпа федераци саккунӗ патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвне тивӗҫлӗн  федерацин ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем, патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи фончӗсен органӗсем, Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗсем, ҫавӑн пекех ӗҫ тӑвакан тата хушакан полномочисене пурнӑҫлакан вырӑнти администрацисем тата вырӑнти хӑй тытӑмлӑхӑн ытти органӗсем кӳнипе пулакан хутшӑнусене йӗркелет.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика