Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  2018 ҫулта Республика кунĕ валли йĕркеленĕ комитет уяв мероприятийĕсене тишкерӳ тунă
09.07.20182018 ҫулта Республика кунĕ валли йĕркеленĕ комитет уяв мероприятийĕсене тишкерӳ тунă

Утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Правительство ҫуртĕнче Республика кунĕ валли хатĕрленĕ йĕркелӳ комитечĕн пĕтĕмлетӳ ларăвĕ иртнĕ.  Ĕҫе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин йĕркелесе ертсе пынă. Вĕсем мероприяти ĕҫне хакланă, ҫитменлĕхсем пирки чарăнса тăнă.

 Чăваш Республикин экономика министрĕн ҫумĕ Сергей Григорьев хăйĕн докладĕнче тĕрлĕ курав ĕҫĕсем пирки асăннă, Хĕрлĕ лапамра тĕлĕнмелле чаплă мероприятисем иртнине палăртнă. Халăх валли промышленноҫ, сывлăх сыхлавĕпе строительство, наукăпа вĕренӳ, аграри енĕпе куравсем кăсăклă пулнă. Техникăсенчен ятарласа хатĕрлесе тăратнă лапамсем те питĕ пĕлтерĕшлĕ вырăнсем йышăннă.  Пĕтĕмпе кăҫал мероприятине 61 организаци хутшăннă, вĕсен пултаруллăхĕпе 50 пин ҫын паллашма кăмăл тунă.

«Ыйтăм йĕркеленĕ хыҫҫăн, ҫакă паллă, ҫĕнĕ форматпа ирттернĕ мероприяти паха. Аслă шкулсенче вĕренекенсем хăйсен ăсталăхне кăтартса пани пурне те кăсăклантарнă», –  тенĕ Сергей Григорьев.    Кашни ҫул йăлана кĕнĕ тăрăх, фейерверксен фестивалĕ иртнĕ.  Вĕсенче РФ регионĕсенчен 4 команда хутшăннă, унсăр пуҫне Казахстанран та пулнă хăнасем.  

Министр ҫумĕ Сергей Григорьев тата ҫакна та палăртнă, кăҫал фейерверксене пĕр сехет каярах пуҫланă, мĕншĕн тесен ҫуллахи вăхăтра каҫ хăвăрт пулмасть. Хăнасене мероприяти 23 сехетре кĕтнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев хăйĕн сăмахĕнче каҫхи 11 сехетре халăхшăн питĕ меллĕ мар салют тенĕ. Пурте кĕвĕпе хăйсен шоуне кăтартса паманнине асăннă Ертӳҫĕ сăмаха малалла тăснă май. Ытти ҫитменлĕхсем те пулнă, ҫитес ҫулта вĕсене тума юраманнине ҫирĕп каланă Иван Моторин.     

Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев культура пайĕ пирки каласа хăварнă.   

Планри мĕнпур мероприятисем курăмлă пулнине хыпарланă министр сăмаха малалла тăснă май. Пĕтĕмпе 226 пултарулăх ушкăнĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарнă. Раҫҫейри 33 регионтан чаплă коллективсем пирĕн тăрăхра хăнара пулнă, пĕтĕмпе 9 пин ҫын тĕрлĕ культура мероприятисенче хăйсен кăмăлне тултарнă. Ачасем те хавас пулнă, уйрăмах Ача-пăча хорĕ питĕ килĕшнĕ куракансене. Республикăри районсемпе хуласенче те ҫакăн йышши мероприятисем ирттерессине малалла та тĕсса пымаллине асăннă ертӳҫĕсем. Куракансем валли условисем тата та лайăхрах йĕркелесен, вĕсен йышĕ куҫкĕретех ӳсме пултарасса шанса каланă.   

«Акатуй» питĕ илемлĕ иртнĕ. Красноармейски районĕнче хытă кĕрленĕ. Чăваш Енри  Ачасен хорĕ пурне те савăнтарнă», - тенĕ  Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи Юрий Васильев. Каҫ кӳлĕм пулакан мероприятисен йышне ӳстерме сĕнӳ панă вăл.  Салют пуҫланиччен курăмлă мероприятисем иртсен тата та халăх хытă хĕпĕртет. Ҫанталăка та сăнамалла, унпа килĕшсе плана мероприятисем кĕртмелле.  Ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем ан пăшăрханччĕр тесе, хăтлă условисем йĕркелемелле.  

 Кун йĕркинчи ытти ыйтусене те тарăн пăхса тухнă, кашнинпех тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă.  Ҫитес ҫул валли  мероприятине йĕркелессипе финанс ыйтăвĕсем пирки те канашланă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика