Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш ача-пăча больницин тĕпрен çĕнелнĕ филиалне çитсе килнĕ
13.07.2017Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Шупашкарти 1-мĕш ача-пăча больницин тĕпрен çĕнелнĕ филиалне çитсе килнĕ

 


Утă уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хулари 1-мĕш №-лĕ ача-пăча больницин филиалĕнче пулнă.   Палăртнă объекта нумаях пулмасть тĕпрен юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ.  Чăваш Ен Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа пĕрле Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Викторов, Шупашкар хулинчи 1-мĕш ача-пăча больницин тĕп врачĕ Светлана Кожевникова пулнă. Ертӳçĕсем сиплев учрежденийĕн ĕçне курса хакланă, унти тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене пăхса тухнă, çĕнĕ условисемпе кăсăкланнă.

Светлана Кожевникова хăйĕн сăмахĕнче паянхи куна Хулари 1-мĕш ача-пăча больници  виçĕ корпусра вырнаçнине палăртнă.  Пĕтĕмпе вĕсен учреждение 25 пин ача çӳренине пĕлтернĕ. Хулари Мускав районĕнче шутланса тăракан ача-пăчасем кулленех кунта çӳреççĕ.  Больницăра палăртма кăмăллă, паянхи пурнăçпа тӳр килекен медицина хатĕрĕсем çителĕклĕ, ачасене валли те условисем хăтлă.  Профилактика тата диагностика пулăшăвĕсемпе те тивĕçтерме питĕ аван пулнине пĕлтернĕ медицина пайĕнче ĕçлекенсем.

Афанасьев урамĕнче вырнаçнă филиала тĕпрен юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн тĕлĕнмелле хитреленсе кайнă.  Вăл çĕртме уйăхĕн 5-мĕшĕнчен ĕçлеме тытăннă.  Хальхи вăхăтра вĕсем ачасене 5 педиатр участокĕнче йышăнаççĕ. Пурĕ вĕсем патĕнче  4800 ача шутланса тăрать.  «Лайнер» тата  «Радужный» микрорайонсем хута кайнăранпа вĕсем тата та тепĕр педиатр участокне уçма тĕллев лартнă.  Кун пирки паян тĕп врач хăйĕн сăмахĕнче каласа хăварнă. 

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев больницăра тĕрлĕ пӳлĕмсенчи условисене пăхса тухнă, тĕпрен юсав ĕçĕсене епле тунипе кăсăкланнă. Палăртса хăварас пулать, учрежденире электричество, канализаци, чӳречесене, урайне, алăксене пĕтĕмпех çĕнетсе улăштарнă.  Пĕр сăмахпа калас пулсан, çав тери илемлĕ.   Реконструкци йĕркеленĕ хыççăн,  тĕрлĕ медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме тытăннă, вăл шутран çĕнĕ логистика пайĕ ĕçлеме пуçланă.   Регистратура çĕнелнĕ, врач-педиаторсен пӳлĕмĕсем те çуталса хитреленнĕ.  Кунсăр пуçне çак учрежденире тĕрлĕ анализсем те илеççĕ, массаж, физотерапевт, УЗИ пӳлĕмĕсем те пур.  Филиалта ачасене диспансеризаци кăларма та питĕ меллĕ. Мĕн кирли - пур те çителĕклĕ.  Тĕп поликлиникăн филиалне тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме  республика хыснинчен тăкакланнă. 

2016 çулта çак тĕллевпе пурĕ 6 млн уйăрнă пулнă, юсав ĕçĕсене йĕркелеме 3,4 млн тенкĕ пăхса хăварнă. 

«Юлашки юлнă укçана поликлиникăн тĕп корпусĕн цоколь этажне юсав ĕçĕсене йĕркелеме пăхса хăварнă», - тесе пĕлтернĕ Светлана Кожевникова

Çĕнетнĕ  çуртра пациентсем, врачсем валли условисем çав тери лайăхланнă.   «Паллах, техника базине çĕнетни кăна çителĕксĕр, врачсен пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме пĕлмелле.   Ачасене тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсем тухтăрсен ăшă кăмăлпа кĕтсе илмелле», - тесе чĕнсе каланă  Михаил Игнатьев.  

Чăваш Ен  Пуçлăхĕ пĕчĕк ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсемпе тĕл пулса калаçнă.

Анастасия Шипеева хăйĕн пĕчĕк тăваттăмĕш ачипе больницăна массажа пынă. «Эпир çав тери пĕтĕм кăмăлтан савăнатпăр, республикăра ача-пăча сиплев учрежденийĕсене регион ертӳлĕхĕ пысăк тимлĕх уйăрнăшăн.  Ача-пăча медицини аталанать. Пирĕн больницăра та сывă ача кабинечĕ пурри пушшех те чуна çĕклет.  Массаж тутарма та меллĕ, теттесем те çителĕклĕ ачасене выляма. Хитре, таса çуртра.  Малашне те  тухтăрсем патне кăмăлпах çӳрĕпĕр», - тесе пĕлтернĕ хăй шухăшне нумай ача амăшĕ.

Çак кун 11 çулхи Верăн амăшĕ Зоя Сергеева та хăйĕн савăнăçлă кăмăлне пытарайман: «Маларах çак çуртра стенасем тĕксĕм, çырă пулнă. Халĕ пĕтĕмпех  стенасем çутă, хитреленни куçкĕретех.  Ачасемпе çӳреме килĕшет», - тенĕ вăл.    

Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май,  Михаил Игнатьев çапла каланă: «Чăваш Республикин патшалăх политикин тĕп приоритечĕсенчен пĕри – ачасен тата амăшĕсен сывлăхне упраса хăварассипе кирлĕ пек мĕнпур ĕçсене йĕркелесси. Юлашки çулсенче регионта пурăнакансем пахалăхлă пысăк медицина пулăшăвĕсемпе усă курччĕр тесе сахал мар ĕç пурнăçланă.   Халăх кăмăллă пулни те куçкĕретех.  Çулсерен сиплев учрежденийĕсене тĕпрен юсама, хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан тĕрлĕ медицина хатĕрĕсене туянма укçа-тенкĕ сахал мар тăкакланать.  Профилактика тĕрĕслевĕсем ирттерни те вырăнлă – чир-чĕре вăраха каяссинчен тупса палăртма май парать.  Чи пысăк çитĕнӳсенчен пĕри – кашни çул сывă ачасен йышĕ ӳссе пыни.  Çак тĕллевсем патне ăнтăлма тăрăшатпăр.  Апла пулсан, строительство ĕçĕсене пурнăçлани,  пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе халăха туллин тивĕçтерни куçкĕретех», - тенĕ республика Пуçлăхĕ.

Ачасем çураттармалли учрежденисене 2017 çулта тĕпрен юсав ĕçĕсене пурнăçлама 42,4 млн тенкĕ тăкакланă.  Вĕсенчен Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн резерв фончĕ 7,5 млн тенкĕ уйăрнă. Вăл пулăшăва Хулари 2-мĕш №-лĕ ача-пăча больницинчи пĕр уйрăмне тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркелеме пăхса хăварнă.    Кунсăр пуçне кăçал Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министерстви çумĕнче шутланса тăракан Хулари 2-мĕш №-лĕ ача-пăча больницин çĕнĕ корпусне хута яма та палăртса хунă.   Республикăра ача-пăча больницисенче пурлăхпа техника базине çĕнетнĕ.  «ИВЛ на дому» пысăк проекта пурнăçа кĕртессипе РФ субъекчĕсем хушшинче чи ăнăçлă ĕçлекен 20 регион шутĕнче тăрать Чăваш Республики.  Çак программăн  проекчĕпе килĕшӳллĕн,  республика ӳпкесене искусственнăй майпа тасатса сывлаттарма ятарлă пысăк технологиллĕ 7 медицина хатĕрĕмпе тивĕçтернĕ. Вĕсемпе пĕрле субъекта 18 млн тенкĕ пулăшу та панă.

Çак ĕçсемсĕр пуçне, ВТБ банк тата Чăваш Республикин Правительстви Хулари 2-мĕш №-лĕ ача-пăча больницине витĕм кӳресси пирки килĕшĕве та алă пусса çирĕплетнĕ.  Хăватлă медицина хатĕрĕ УЗИ валли ятарлă аппаратсем туянма  20 млн тенкĕлĕх пулăшу куçарма йышăннă.    Ачасен сывлăхне упраса хăварассишĕн республикăра комплекслă ĕçсем сахал мар йышăннă.  Ачасен сывлăхĕн профилĕсем йĕркеленĕ, унта тĕрлĕ сĕнӳсемпе профилактика ĕçĕсем пирки ăнлантара çырнă. 

  Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика