Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ
09.08.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Куславкка районĕн ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ

Михаил Игнатьев провел рабочую встречу с главой Козловского района Юрием Петровым и главой администрации Козловского района Андреем ВасильевымҪурла уйăхĕн 9-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Куславкка районĕнче пулнă,  чи малтан муниципалитетăн тĕп больницăн ĕҫĕпе паллашнă, условисене пăхса тухнă.  Нумаях пулмасть асăннă объекта тĕпрен юсанă.  И.Е. Виноградов ячĕпе хисепленсе тăракан тĕп больница ҫав тери хитреленнĕ, халăха пысăк технологиллĕ медицина хатĕрĕсемпе те тивĕҫтерме меллĕ.  

Палăртнă кун Михаил Игнатьев Куславкка районĕн ертӳлĕхĕпе тĕлпулу ирттернĕ.  Уҫă калаҫăва Михаил Игнатьевпа пĕрле район пуҫлăхĕ Юрий Петров тата район администрацийĕн ертӳҫи Андрей Васильев хутшăннă.

Ертӳҫĕсем бюджета тултарассипе ҫыхăннă ыйтусене тĕплĕн тишкернĕ, ҫуртсем таврашĕнчи тирпей-илемлĕх пирки сăмах хускатнă, ҫуртсем хута ярасси ҫинчен те канашланă.  

Михаил Игнатьев муниципаллă 14 программăпа ĕҫлеме 2018 ҫулта района 215,4 млн республика хыснинчен куҫарма пăхса хăварнине хыпарланă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ вырăнти халăхăн ыйтăвĕсене республика Правительствин туллин татса панине палăртнă вăл сăмаха малалла тăснă май.

Район администрацийĕн тата депутатсен тĕп тĕллевĕ – халăхăн сĕнĕвĕсене шута илсе тимлĕ ĕҫлесси, ҫакăн пирки Михаил Игнатьев та каласа хăварнă. 

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика