Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикинче ĕҫлĕ визитпа Михаил Бабич пулнă
13.02.2018Чăваш Республикинче ĕҫлĕ визитпа Михаил Бабич пулнă

Михаил Бабич посетил Чувашскую Республику с рабочим визитом

 Нарăс уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин тĕп хулинче Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пулнă. Вăл Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьевпа пĕрле Атăлҫи федераци округĕнчи  Чăваш Енри  Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов ячĕллĕ кадетсен корпусĕн строительство ĕҫĕпе паллашнă.

Официаллă хăнасем стройкăри территорипе паллашнă,  подрядлă организацисен ертӳҫисемпе тĕл пулнă, шкулăн инфратытăмĕ пирки канашланă, объектăн хута ямалли тапхăрне сӳтсе явнă.  Ĕҫлĕ ҫулҫӳревре шкулăн строительство ĕҫĕ пирки Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тĕплĕн каласа кăтартнă. Кашни кун объектра строительсемпе пĕрле ĕҫлĕ канашлу йĕркеленине пĕлтернĕ вăл.

Графикпа килĕшӳллĕн, объекта кăҫал авăн уйăхĕнче хута ярасшăн. Кадетсен шкулне харăсах 400 ача ҫӳреме пултарать.  Шкулăн тĕп корпусĕ 4 блок-секцирен тăрать.

«Фирма «Старко» ТМЯО объектăн тĕп подрядчикĕ шутланать.  Паянхи куна илес пулсан, мĕнпур блоксенче строительство ĕҫĕсем хĕрӳ пыраҫҫĕ.  Кулленех шкула хăпартас ĕҫре 120-140 ҫын тăрăшать.

Маларахри вăхăтра графикран юларах ĕҫлени сисĕнеччĕ. Унăн сăлтавĕ те паллă, хушма проект ĕҫĕсене пурнăҫланă, ҫĕнĕлĕхсем объекта кĕртнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин хăйĕн сăмахĕнче тĕпрен объектра строительство ĕҫĕ пĕр-икĕ эрне юлса пурнăҫланнине асăннă. Ҫак ĕҫе пуш уйăхĕнче пĕтĕмпех вĕҫне-хĕрне ҫитерме палăртнине каланă, графикпа килĕшӳллĕн малашне ĕҫ пулса пырассине пĕлтернĕ.

Ачасене апатлантармалли тата вĕсен пултаруллăхне аталантармалли блокра иккĕмĕш хута ҫĕклессипе строительсем тăрмашаҫҫĕ. Кунта та ĕҫ хĕрӳ пыни куҫкĕретех. Пĕр сăмахпа каласан, строительсем хăйсен ĕҫне пĕлсе вăхăтра пурнăҫласа пыраҫҫĕ.   Ачасен кану вырăнĕ питĕ хăтлă пуласси паллă.  Вăл корпусра харăсах 250 ҫын  вырнаҫтарма меллĕ пулĕ. Кунта та иккĕмĕш хута хăпартассипе тимлеҫҫĕ.   Палăртса хăвармалла, ҫак уйрăма «РЕНОВА» ГК ыр кăмăллăх фончĕ урлă хута яма пулăшăва тивĕҫнĕ. Унăн подрядлă организацийĕ «Группа компаний «Регионжилстрой» АО шутланать. Вĕренӳ корпусĕнче пĕрремĕш хута ҫĕклессипе тăрăшаҫҫĕ строительсем.

Чи хăватлă ĕҫ спорт уйрăмĕнче пулса пырать.  Ҫуртăн виҫĕ хутне те йĕркелесе пĕтернĕ.  Ҫак объектăн яваплă подрядчикĕ «Фирма Старко» ТМЯО Генеральнăй директорĕ Андрей Александров хăйĕн сăмахĕнче пуш уйăхĕнче строительсем ҫуртăн  ҫивĕттине сарма пуҫлассине пĕлтернĕ.

Михаил Бабич проект ĕҫĕсем ҫине тимлĕх уйăрма каланă генподрядчике. «Кашни блокра ятарлă подрядчиксем ĕҫлеҫҫĕ. Пурин те пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлесе пымалла. Ҫирĕп тĕрĕслев пулмалла", - тесе асăрхаттарнă Михаил Бабич.   Раҫҫей Президенчĕ Владимир Путин хула сăн-сăпатне хăтлăлатас текен пуҫаруллă шухăша тĕпе хурса, халăхăн сĕнĕвĕсене те шута илмеллине каланă. Шупашкарта пурăнакансем ҫак ятарлă вырăна  Кадетсен паркĕ текен ят панине  ырланă. Кун пекки урăх ниҫта та ҫук пулĕ тенĕ сумлă хăна.

Иван Моторин проект икĕ тапхăрпа пурнăҫа кĕрессине асăннă.

Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представительне Михаил Бабича региона ҫакăн пек пысăк пулăшу панăшăн тав сăмахĕсем каланă.  Кадет шкулĕ ҫумĕнче хоккейла вылямалли ятарлă вырăн пуласси те  паллă, унăн ĕҫне 2019-мĕш ҫулта пуҫласшăн.  Ăна валли федераци бюджетĕнче 2019-мĕш ҫул валли 180 млн пăхса хăварма плана кĕртнĕ. 

«Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерстви  кадетсен корпусĕсенче, кадетсен шкулĕсенче пысăк стандартсем пулмаллине ҫирĕплетет.  Кирек-епле регионта та ҫак объектсенче пĕр тан условисем хатĕрлемеллине шантарать. Ачасен ятарлă кĕпе-тумтирĕсен (форма), апатланмалли вырăнсен, пурлăхпа техника базин стандартсене тивĕҫмелле.  Чи кирли вара – паха пĕлӳ парасси. Ҫак шкулсенчен ăс пухса тухнă хыҫҫăн, вĕсен нимĕнле йывăрлăхсемсĕрех аслă шкулсене вĕренме кĕмелле, хăйсен пурнăҫне ҫарпа ҫыхăнтарма тăрăшмалла», - тесе каланă Михаил Бабич журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май.    

Сăмаха май, Чăваш Енре ҫĕкленекен кадетсен корпусне пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă. Чăваш Республикин Пуҫлăхне Михаил Игнатьева ҫак ĕҫе пысăк витĕм кӳнĕшĕн мухтанă, корпусăн строительство ĕҫне ҫирĕп тĕрĕслевре тытнăшăн тав сăмахĕсем каланă. «Мĕнпур ыйтусене пĕтĕмпех татса панă. Эсир паян пурсăр та куртăр, строительство ĕҫĕсем графикпа пулса пынине. Подрядчиксем хăйсене шанса панă ĕҫе тӳрĕ кăмăлпа пурнăҫлани куҫкĕретех. 2018 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне ҫак корпус хута каясси паллă. Эпир ҫакна шанатпăр», - тесе каланă Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич

Раҫҫей Президенчĕн программипе килĕшӳллĕн, хуласенче пурăнакансем валли хăтлă условисем хатĕрлес тĕллевпе, Шупашкара сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă, ăна пула та Чăваш Республикин тĕп хулинче кадетсен корпусĕ ҫывăхĕнче парк пулĕ, тавралăхра тирпей-илем хуҫаланĕ. Пурне те илемлĕх тĕнчи «тыткăна» илессине шанатпăр.  Ҫитес ик-виҫĕ ҫултан Чăваш Енре пурăнакансемшĕн тата тепĕр чаплă вырăн йĕркеленет.  Халăх кунта канма ҫӳрессине ĕненетпĕр. 

Пĕр пухăннă пек чухне, журналистсем Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕнчен ҫитес суйлав пирки те ыйтса пĕлнĕ. 2018 ҫулта пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче суйлав лайăх ирттĕр, пĕтĕмпех уҫăмлă пултăр тесе, суйлавăн саккунсен базине хăш-пĕр ҫĕнĕлĕхсем кĕртсе хăварнине палăртнă Михаил Бабич.   Халăх суйлавра хăй ăҫта пулать, ҫавăнта сасăлама пултарать.  «Пур ҫавăн пек ҫынсем, вĕсем пĕр адреспа регистрациленнĕ, пурăнма пачах та урăх ҫĕрте пурăнаҫҫĕ.  Апла пулсан, вĕсене хăйсем пурăнакан вырăнта суйлав участокне кайма меллĕ. Анчах та ҫынсем ҫакна лайăх пĕлмелле, кăрлач уйăхĕн 31-мĕшĕнчен пуҫласа НФЦ патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем илмелли портал урлă открепительнăй илме тивĕ. Каламасăрах паллă, кун пек йышăну туни халăха пысăк ҫăмăллăх кӳрет», - тенĕ вăл сăмаха тăсса. 

Ку хутĕнче республикăри чи пысăк пĕлтерĕшлĕ тепĕр объект пирки те чарăнса тăнă. Ачасем валли ҫĕнелекен клиника больници. Унăн строительство ĕҫне те журналистсемпе сӳтсе явнă. Объекта ҫĕклеме Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн резерв фондĕнчен сахал мар укҫа-тенкĕ уйăрнă. Ҫак поликлиникăра 1987-мĕш ҫултанпа пĕрре те тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелемен. 

«Подрядчик объект ҫинчен графикпа килĕшӳллĕн ĕҫе пурнăҫласа пырать.  Кăҫал пуш уйăхĕнче ҫурта тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелесе пĕтернĕ хыҫҫăн, ҫĕнĕрен хута яма плана кĕртнĕ.  Ҫак ырлăха  медицина пайĕнче тăрăшакансем, ашшĕ-амăшĕсем, ачисем те курĕҫ», - тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев.    Регион Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче юлашки ҫулсенче Раҫҫей Президенчĕн резерв фондĕнчен 114 млн ытла пулăшăва субъект тивĕҫнине каланă. Ҫак укҫа-тенкĕне республикăра вĕренӳ, сывлăх сыхлавĕ, социаллă сферăри ҫуртсене тĕпрен юсав ĕҫĕсене йĕркелеме тăкакланине пĕлтернĕ.  

Пурне те пĕлме: 

 Чăваш Республикинче ҫитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрни куҫкĕретех.

Республикăра 1968 ҫултанпах «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа патриотизм вăййисем иртеҫҫĕ. РФ субъекчĕсем хушшинче пирĕн регион тĕслĕх вырăнĕнче тесен те йăнăш мар.  Ҫулсерен ҫак мероприятисене республикăри 30 пин ытла яш-кĕрĕм хутшăнса хăйсен кăмăлне ҫирĕплетет.

Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич пуҫарăвĕпе сахал мар тĕрлĕ проектсем пурнăҫа кĕреҫҫĕ, вăл ĕҫсене Чăваш Енри ҫамрăксем хапăл тусах хутшăнаҫҫĕ.

Палăртса хăвармалла, пĕлтĕр «Гвардеец» оборонăпа спорт лагерьĕнче Чăваш Республикинчен кайнă кадетсен ушкăнĕ хисеплĕ иккĕмĕш вырăна ҫĕнсе илнĕ (2016-мĕш ҫулта пирĕн ентешсем виҫҫĕмĕш вырăна тухнă).

Атăлҫи тăрăхĕнче иртнĕ  пĕлтĕрхи зарницăра пирĕн ҫамрăксем хăйсене тивĕҫлипех кăтартса панă, ентешсем пĕрремĕш вырăна тухнă.  

«Никам та манăҫман» Атăлҫи федераци округĕнче иртнĕ шыравҫă отрячĕсен слечĕ ҫĕршер ҫынна пĕр чăмăра пухма хистет, пĕр-пĕрин паха ĕҫ опычĕсемпе паллашма витĕм кӳрет. Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин паттăрĕсене асра тытма пулăшать. Вĕсен тивĕҫĕ нихăҫан та асран тухмĕ, ӳлĕмрен те салтаксене чапа хурса, вĕсен пархатарлăхне ăша хывса пурăнăпăр. Шăпах та, ҫакăн йышши мероприятисем пурсăмăра та Тăван ҫĕршывăмăра, тăван тавралăха юратма, паттăрла ĕҫсене тĕпе хурса малашне те ырă пуҫарусем тума пулăшаҫҫĕ.  

«Ҫĕнтерӳ» проект Чăваш Енре анлăн пурнăҫа кĕрет.  Ăна та Тăван ҫĕршывăн Аслă вăрҫин паттăрĕсене халалланă. Вăл мероприятисем ҫулсерен 2,5 пин ытла ҫамрăка пĕр чăмăра пухса ырă ĕҫсем тума витĕм кӳреҫҫĕ. 

Республикăри ҫамрăк яш-кĕрĕме патриотла воспитани парас ĕҫре пысăк тĕрев параканни «КаДетство» кадетсен юхăмĕ.  Пĕтĕмпе 4 пин ытла ҫамрăк кадетсен пĕлĕвне илет, кăтартăва виҫĕ ҫул каярахрипе пăхас пулсан 33,3 процент пысăк пулни никамшăн та вăрттăнлăх мар.  Апла пулсан, пирĕн регионта ĕҫсем кирлĕ пек шайра пулса пыни куҫкĕретех.  Совет Союзĕн Геройĕ А.В. Кочетов ячĕллĕ Чăваш Енри кадетсен корпусĕ тĕп центр пулса тăрать.  Кăҫал унта ҫĕнĕ вĕренӳ ҫулне 222 ача ăс пухма килĕ.  Малашне те ҫак вĕренĕве анлăлатма «ҫулсен карттине» йĕркелеме тĕллев лартнă. Чи малтанхи ĕҫ  - кадетсен корпусĕн строительстви, унта пĕтĕмпех тĕрлĕ блок-секцисем пулĕҫ, ачасен ăсталăхне туптама меллĕ пуласси те куҫкĕретех. Объект 2018 ҫулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хатĕр пулĕ. 

2017 ҫулта ҫĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Раҫҫей Федерацийĕн Оборона Министрĕ Сергей Шойгу, РФ Президенчĕн Атăлҫи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев, «РЕНОВА» ГК Директорсен канашĕн председателĕ Виктор Вексельберг Мускавра Чăваш Енри кадетсен корпусне хута ярасси пирки килĕшĕве алă пусса ҫирĕплентнĕ.

«РЕНОВА» ГК ыр кăмăллăх шучĕпе ҫак корпусра ачасен кану уйрăмĕ пулать, унта 250 кадета вырнаҫтарма пулĕ, ҫапла майпа вара пĕтĕмпе корпуса ҫӳрекенсен йышĕ 400 ҫынна ҫитесси те паллă. Пулăшу ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Кадетсен корпусĕ Раҫҫей Федерацийĕн Сывлăшри космос вăйĕсем валли ятарлă специалистсем хатĕрлессипе те тимлĕ.

Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика