Проход по ссылкам навигацииЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указ алă пуснă, унта Александр Иванова Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ тесе ҫирĕплетнĕ
16.05.2018Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указ алă пуснă, унта Александр Иванова Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ тесе ҫирĕплетнĕ

Указом Главы Чувашии Александр Иванов назначен министром образования и молодежной политики Чувашской Республики Ҫу уйăхĕн 16-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Михаил Игнатьев Указ алă пуснă, унта Александр Иванова Чăваш Республикин вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министрĕ тесе ҫирĕплетнĕ. Палăртса хăвармалла, вăл малтан Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ пулса ĕҫленĕ.

Паян регион Пуҫлăхĕ ĕҫлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Александр Ивановăн паха ĕҫ опычĕ пулнине палăртнă, ҫакă Чăваш Республикин Вĕренӳ тата ҫамрăксен политикин министерстви умне лартнă тĕллевсене ăнăҫлă татса пама витĕм кӳрессине шанса каланă.  Ҫак пысăк должноҫе ертӳҫĕне суйласа лартиччен, ăна Раҫҫей Федерацийĕн Вĕренӳпе наука министерствин ертӳлĕхĕпе те канашласа сӳтсе явнă. Ун хыҫҫăн тин вара ĕҫ хутне алă пусса ҫирĕплетнĕ.

Александр Иванов 1979 ҫулта И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă. Унăн тĕп специальноҫĕ математика учителĕ.    1998 ҫулта Мускаври патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă, юриспруденци специальноҫне алла илнĕ.

Аслă шкултан вĕренсе тухсанах, Шупашкар районĕнче пĕр шкулта математика учителĕ пулса вăй хунă, каярах директор пулса та ĕҫленĕ.  Район администрацийĕнче вĕренӳ пайĕн заведующийĕ те пулса тăрăшнă. Апла пулсан, сахал мар вĕрентӳ тытăмĕшĕн усăллă ĕҫсем тунă пулас ертӳҫĕ.

2001 ҫулта утă уйăхĕнчен пуҫласа вăл Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Аппарачĕн Ертӳҫи пулнă.

2010-2014-мĕш ҫулсенче ҫак ĕҫсенче вăй хунă: Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн Администрацийĕн Ертӳҫи  пулса тăрăшнă.

Каярах вăл Чăваш Республикин информаци политикин министрĕ пулнă, паянхи кунччен те ҫак должноҫе йышăннă.

Михаил Игнатьев вĕренӳ пайĕ халăхшăн ҫав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Граждансен ыранхи куна ĕненмелле, тивĕҫлĕ пĕлӳ илме майсем пуррине курса ĕненмелле. Кашнин хăйне кăмăла каякан профессине алла илессишĕн тăрăшмалла», - тенĕ вăл.

Уҫă калаҫу вăхăтĕнче ертӳҫĕсем вĕренӳ пайĕнчи ыйтусене хускатнă, РФ Президенчĕ лартнă тĕллевсем пирки те сӳтсе явнă.   

Раҫҫей Президенчĕ йышăннă Указпа килĕшӳллĕн, 2018-мĕш ҫулта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕччен наци проектне хатĕрлесе ҫитермеллине асăннă. Наукăпа техника вăй илмелле, пултаруллă яш-кĕрĕме аталанса пыма, тавракурăмлăха ӳстерме ятарлă условисем хатĕрлемелле, кăмăл-сипет туйăмне вăйлатма витĕм кӳмелле, ăс-тăн енчен пысăк шайра пулма вĕрентмелле, йăла-йĕркепе культура та кун йĕркинчех тăмаллине тепĕр хут палăртса каланă ертӳҫĕсем.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ҫĕнĕ ертӳҫĕне малашне те Чăваш Ен халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса таса чунпа яваплăха туйса ĕҫлеме чĕнсе каланă.

Александр Иванов, хăйне ҫак должноҫе шаннишĕн тав тунă республика Пуҫлăхне, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртме  мĕнпур вăя хурса ĕҫлессине каланă.

 Фоторепортаж

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика