Skip Navigation LinksЧăваш Республики  »  Хыпарсем  »  Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ
01.08.2017Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ

 

Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕпе Светлана Аристовăпа ĕçлĕ тĕлпулу ирттернĕ.

 

Чи малтанах Михаил Игнатьев Светлана Аристовăна тухăçлă ĕçленĕшĕн ырласа тав сăмахĕсем каланă.  «Финанс ыйтăвĕсемпе ĕçлекенсен мĕнпур операцисене пĕтĕмпех халăхпа пĕрле пăхса тухмалла, уççăмлăх тени малти вырăнта тăмалла.  Хăш-пĕр ĕçсенче çитменлĕхсем пур-пĕрех тупăнаççĕ-ха. Кун пирки тĕрĕслев органĕсем çирĕплетсе параççĕ.  Должноçре тăракансене прокуратура пайĕнче тăрăшакансем кирлĕ пек явап тыттарма тăрăшаççĕ», - тенĕ вăл.

Светлана Аристова республика Ертӳçине 2017 çулăн пĕрремĕш çур çулти ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Тĕрĕслевпе шутлав палати йĕркеленĕ ĕçсем пирки  каласа кăтартнă.

Кăçал çур çул хушшинче Чăваш Енри  ТШП пурĕ 41 мероприяти йĕркеленĕ, 42 млрд тенкĕлĕх пурнăçланă ĕçсене тĕрĕслев витĕр кăларнă. Ытларах вĕсем граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессине тишкернĕ, вак тата вăтам предпринимательлĕхе патшалăх тивĕçтернĕ укçасемпе тĕллевлĕн усă курнипе курманнине пăхса тухнă, шкулсене тĕпрен юсав ĕçне йĕркеленине те çирĕп тишкернĕ.

«Финанс тĕлĕшĕнчен специалистсем çав тери ăста пулни куçкĕретех. Йĕрке пăснă тĕслĕхсем çук тесен те йăнăш мар.  Мĕнпур тĕрĕсленĕ ĕçрен 1 проценчĕ çеç йĕрке пăснă. Ыттисем вак-тăвек ыйтусем кăна.  Тĕллевлĕн укçапа усă курманнисем пĕрер тĕслĕх», - тесе палăртнă Светлана Аристова.  

Кăçал çур çулта тупса палăртнă кăлтăксенчен 37 процентне  бюджета тавăрса пама йышăннă. «Кăтарту çав тери аван.  Енчен те йĕркене пăхăнса ĕçлемесен, бюджета каялла укçа-тенкĕне тавăрса паччĕр тесе эпир ыйтатпăр», - тенĕ Михаил Игнатьев.

Светлана Аристова республикăра граждансене пурăнма юрăхсăра тухнă çуртсенчен куçарса хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе 2017 çулта планпа пăхса хăварнинчен чылай пысăкрах пулнине, вăл 3 пин  тăваткал метр чухлĕ ытла тесе каланă.  859 çемьене хваттерпе тивĕçтерме палăртнă, анчах та планпа килĕшӳллĕн 927 çемье хваттер черетĕнче тăрать. Хăш-пĕр муниципалитетсенче йывăрлăхсем пур. Вĕсем: Канаш районĕнче, Шупашкар, Улатăр хулисенче тата Йĕпреç районĕнче. Финанс тĕлĕшĕнчен те йĕрке пăснине тупса палăртнă тесе каланă вăл сăмаха малалла тăсса.   

Калăпăр, Шупашкар хулинче çичĕ контракт алă пусса çирĕплетнĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле хакĕ 469,6 млн танлашать.  Бюджет тухăçлăхĕ 13,5 млн кăна. Енчен те ĕçе пĕлсе йĕркеленĕ пулсассăн, муниципалитет бюджечĕ 10 млн перекетлеме пултарнă», - тесе каланă Светлана Аристова

Вăрмар районĕнче бюджет укçипе тĕллевлĕн усă курман тĕслĕхе тупса палăртнине, Йĕпреç районĕнче контракт ĕçне йĕркеленĕ чухне кăлтăксем тунине каланă вăл.  Тĕрĕслев ĕçĕсене комплекслă пăхса тухса тишкермеллине асăннă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев. «Енчен те йĕрке пăснă пулсан, ерӳçĕсене явап тыттармалла.  Пулкалать тепре чухне, çынсем хăтлă хваттерсенче пурăнаççĕ, анчах та черете тăрса  программăпа килĕшӳллĕн тепĕр хваттер илессишĕн тăрмашни те. Кун пек йĕркесĕрлĕхсем пачах та пулмалла мар», - çирĕп каланă Михаил Игнатьев.

Тĕлпулу вăхăтĕнче Светлана Аристова кăçалхи çулăн иккĕмĕш çур çулти ĕç планĕ пирки те каласа кăтартнă регион Ертӳçине. РФ Президенчĕ çу уйăхĕнче кăларнă указсем пурнăçа кĕрсе пынине, шкулсене, сиплев учрежденийĕсене  тĕпрен юсав ĕçĕсене йĕркеленине те çирĕп тĕрĕслеве илессине шантарнă ертӳçĕ.  «Патшалăх программисемпе ĕçсем мĕнле шайра пыни, кăтартусем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паянхи тĕлпулăва пĕтĕмлетсе, Чăваш Енри Тĕрĕслевпе шутлав палатин председательне малашне те çитĕнӳсемпе ĕçлесе пыма чĕнсе каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕ
428004 Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10-мĕш çурт
Факс (8352) 62-17-99
Сайтăн администраторне ыйтусем парас текенсем валли
Яндекс.Метрика